Спорт
![]() Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӑмӑл атлетсем Ҫӗнӗ Шупашкарти "Грани" парнисемшӗн старта тухӗҫ. Ӑмӑрту А.Г. Николаев ячӗллӗ стадионта иртӗ. Спортсменсене вӑл шучӗпе 26-мӗш хут пуҫтарать. Ӑмӑртӑва ҫулсерен 1500 ытла спортсмен хутшӑннине ӗнентереҫҫӗ. Унта 200 ытла команда пухӑнать. Пӗлтӗр ҫемье ушкӑнӗсем ҫеҫ 100 ытла пулнӑ. Ӑмӑрту 10 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем старта чи малтан тӑрӗҫ. Ҫемье ушкӑнӗсем ӑмӑртӑва вӗҫлекеннисем пулӗҫ. Вӗсем 16 сезет те 45 минутра ӑмӑртӗҫ. Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 14 сехетре уҫӗҫ. Ҫӑмӑл атлетсене 2-мӗш спорт шкулӗнчи арбитрсен профессионал ушкӑнӗ хаклӗ. Вӗсем — Паралимп вӑййисене, Раҫҫейӗн чемпионачӗсемпе первенствисене хутшӑнса опыт пухнӑ спортсменсем. |
Хулара
![]() «Стрелки» ушкӑн Ыран – Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ. Ҫак кун республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Шупашкарта организаци-предприяти ӗҫченӗсем колоннӑпа урам тӑрӑх утӗҫ. Яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра хаваслӑ концерт иртӗ. Кӑҫал пирӗн пата иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче чапа тухнӑ «Стрелки» поп-ушкӑн килӗ. Вӗсем хӑйсен чи анлӑ сарӑлнӑ хичӗсене юрлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 18-21 сехетсенче Хӗрлӗ лапамра хулари пултарулӑх ушкӑнӗсемпе чи лайӑх артистсем концерт кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ парне выляттарӗҫ. Уявра «Стрелки» поп-ушкӑн та пулӗ. «Ты бросил меня», «Красавчик», «Солнце за горой», «На вечеринке» юрӑсене астӑватӑр-и? Эппин, вӗсене уявра тепӗр хутчен итлесе киленме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Мускавра Telegram мессенджера блокировка тӑвассине хирӗҫ ҫынсем митинга тухнӑ. Акци йӗркелӳҫисем унта 5 пине яхӑн ҫын хутшӑнассине пӗлтернӗ, митинга вара 10 пине яхӑн ҫын ҫитнӗ. Мессенджера шухӑшласа кӑлараканӗ – Павел Дуров. «Пин-пин ҫамрӑк тата малашлӑха шанакан ҫын халӗ тӗнче тетелӗ ирӗклӗхне хӳтӗлесе Мускавра акцие тухнӑ. Пин-пин ҫын митинга утать. Эпӗ ҫак ҫынсемпе пӗр ҫӗршывра ҫуралнӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Сирӗн вӑй-хал тӗнчене улӑштарать, - ҫырнӑ Павел Дуров «Контактра» халӑх тетелӗнче. Акцие хутшӑннисем тӳпенелле хутран ӑсталанӑ самолетсем вӗҫтернӗ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври Таганка район сучӗ Роскомнадзор ҫак мессенджера хупма ыйтнине тивӗҫтернӗ. Кӗҫех ҫыхӑну операторӗсем ӑна блокировка тума тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, автомобиль ҫул-йӗрне тӑвакан тата юсакан предприятире инкек пулнӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, унта йывӑр тиевлӗ машинӑн прицепӗ икӗ ҫынна хӗстерсе лартнӑ. Предприятире юсав ӗҫӗсем пынӑ, ҫав вӑхӑтра йывӑр тиевлӗ машинӑн (фурӑн) прицепӗ икӗ ҫынна хӗстернӗ. МИХе ку хыпара пӗлтернӗ корреспондент каланӑ тӑрӑх, пӗри тӳрех вилнӗ, теприне пульницӑна илсе кайнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев ку инкек чӑнах та пулнине ҫирӗплетнӗ. Халӗ предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ, судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев Надежда Колебановӑна ҫак должноҫа лартассине унчченех хирӗҫ пулнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл Алексей Ладыкова каланӑ. «Пысӑк йӑнӑшсем тунӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн сирӗн муниципалитет ӗҫченне шанӑҫран тухнӑшӑн ӗҫрен кӑларма май пулнӑ. Анчах эсир кун вырӑнне учрежденин экс-директорӗн статусне хӑпартатӑр, ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартатӑр. Паллах, ку сирӗн ирӗк тата яваплӑх, анчах ҫакна эпӗ ӑнланмастӑп», - тенӗ Михаил Игнатьев. Халӗ хула администрацийӗн сайтӗнчи структурӑра Надежда Колебановӑн ячӗ ҫук. Ун вырӑнне кам пулассине пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхӗпе конкурса хутшӑннӑ. Унта районсенче ҫӗнтернисем пухӑннӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ. «Ӗҫлеме хӑнӑхакан» номинацире Михаил Афонькин (Етӗрне районӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Генриетта Лаврентьева (Ҫӗрпӳ районӗ) — иккӗмӗш, Елена Аникина (Етӗрне районӗ) — виҫҫӗмӗш. «Лайӑх ӗҫлекен» номинацире Татьяна Душенькина (Улатӑр) мала тухнӑ, Любовь Тюрикова (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) — иккӗмӗш, Алевтина Шашкова (Шупашкарти Мускав районӗ) — виҫҫӗмӗш. «Чи лайӑх хӑтлав» тесе Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Валентин Егоров ӗҫне хакланӑ, «Тӗнче тетелне чи лайӑх пӗлекен» – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова. Республикӑра мала тухнисем Раҫҫей конкурсне хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче педагогсен республика конкурсӗн финалне хутшӑннисене чысланӑ. Чӑван Ен Элтеперӗн 150 пин тенкӗ премине «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти Татьяна Андреевӑна панӑ. «Чи лайӑх воспитатель» номинацире ҫӗнтернӗ Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинчи Елена Михайлова педагог-психолог 100 пин тенкӗ укҫа лекнӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» — Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхаш шкулӗнчи Александр Мальков, «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» — Канашри транспортпа энергетика техникумӗнчи Ирина Сладкова, «Ҫулталӑхри чи лайӑх педагог-психолог» — Шупашкарти 2-мӗш шкулти Александра Горелова. Вӗсене 50-шар пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. «Педагогикӑри дебют» ята Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнчи Ксения Михайлова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш енри дача хуҫис5ем валли ятарласа маршуртсем уҫӑлнӑ. Паянтанпа ун пек 5 автобус маршручӗ ӗҫлесе кайнӑ. Тӳрер пӗлтерер: дачӑна каякансем унччен пулнӑ маршуртпа та ҫула тухайӗҫ-ха. Халӗ уҫӑлнисем вара пысӑкрах сад юлташлӑхӗсем патне илсе ҫитереҫҫӗ. «Чӑвашавтотранс» паянтанпа ҫак ҫулпа илсе ҫӳрет: 189-мӗш «Шупашкар – Шашкар»; 193-мӗш «Шупашкар – Шорккари коллективлӑ пахча юлташлӑхӗ»; 249-мӗш «Шупашкар – Явӑш (хула масарӗ)»; 108э-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – Кукашни пахчисем»; 157-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар — Кӳкеҫ». Ҫуллахи вӑхӑтра кунсеренех «Шупашкар-Канаш-Шупашкар» маршрутпа пуйӑс хутлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. 6502-мӗш номерпе ҫӳрекенскер ака уйӑхн 15-мӗшӗнченпе халӑха турттарать, вӑл утӑ уйӑхӗн 31-мӗшеччен ӗҫлӗ. Хулаҫум маршрутпа пуйӑссем ҫавӑн пекех «Канаш-Хусан-Канаш», «Канаш-Улатӑр-Канаш», «Улатӑр-Хӗрлӗ ҫыхӑ-Улатӑр» тата «Ҫӗмӗрле-Канаш-Ҫӗмӗрле» маршуртсемпе ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви ҫак кунсенче тепӗр ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути парнеленӗ. Хальхинче унта чӑваш халӑх юмахӗсен кӗнеки «Тилӗ тусӗ. Лисья пляска» ятпа чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ. Унта ултӑ юмах кӗнӗ. Чӑваш Енӗн информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юмахсен пуххине кӗнӗ хайлавсем кӗҫӗн вулакансене ӑса вӗрентеҫҫӗ, йӑнӑшасран асӑрхаттараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне юмахсем халӑх ӑс-хакӑлне кӑтартаҫҫӗ, паянхи куншӑн та ҫивӗч ыйтусене хускатаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ: ӑнланма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе Сергейпе Наталья Орловсем юмахсене ансат та илӗртӳллӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Хайлавсене чӑвашларан вырӑсла вара С. Шуртаковпа А. Димитриев куҫарса хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем черетлӗ хутчен патент илнӗ. Аслӑ шкулӑн ректорӗн халӑхпа тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑну тытакан пулӑшуҫи Надежда Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ умӗн унта патент хӳтӗлесси йӑлана кӗнӗ. Ял хуҫалӑх академийӗн инженери факультечӗн техника сервисӗн кафедрин ӗҫченӗсем халӗ черетлӗ ӗҫшӗн патент илме пултарнӑ. «Устройство для обработки поверхности дорожных покрытий» (чӑв. Ҫул-йӗрӗн ҫийне лайӑхлатмалли хатӗр) шухӑшласа кӑларнисем — кафедра ӗҫченӗсем: Ю.В. Иванщиков, Ю.Н. Доброхотов и Р.В. Андреев. Надежда Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ хатӗрӗн патент хуҫи Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |