Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Виталий Петрович Станьяла Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Аçтахар Плотников 05.08.2020 20:14 | 746 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Виталий Петровича медальпе чысланӑ самант
Виталий Петровича медальпе чысланӑ самант

Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан чылай хастара Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче Виталий Петрович Станьял та пулчӗ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсене те медальпе чысларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Эдуард Бахмисов, Петр Ивантаев, Олег Мустаев, Алексей Леонтьев, Геронтий Никифоров, Зоя Яковлева, Николай Лукианов, Анатолий Ухтиаров тата ыттисем пулчӗҫ.

Чыслав Чӑваш наци музейӗн пысӑк залӗнче иртрӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, чӑваш ҫыравҫи Анатолий Кипеч, Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен автономине ертсе пыракан Олег Мустаев тата ыттисем пулчӗҫ. Анатолий Кипеч, сӑмахран, республикӑмӑрӑн тӗп хулинче чӑвашлӑх сахалланса пыни пирки чарӑнса тӑчӗ, Олег Алексеевич ку ыйту тавра ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ.

Аса илтеретпӗр, чӑвашлӑхшӑн самай вӑй хунӑ Виталий Петровича кӑҫал ҫавӑн пекех «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята та панӑччӗ. Ку вӑл ҫу уйӑхӗнче пулса иртрӗ. Каласа хӑвармалла, Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралнӑ Виталий Петрович кӑҫал 80 ҫул урлӑ каҫрӗ.

#политика, #Элтепер, #ЧНК, #чыславсем, #Станьял, #Шупашкар, #наци музейӗ

 

Сӑнсем (28)