Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнӗ май астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ҫав кунах «Ҫӗнтерӳ юрри» курав уҫӑлӗ. Ӑна поэтӑн архивӗнчи кӗнекесенчен, сӑнӳкерчӗксенчен, документсенчен йӗркелӗҫ.
Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырнӑ. Сатирӑллӑ хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫаланӑ, ачасем валли те калӑпланӑ.