Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта ача пахчи уҫӑлнӑ. Унӑн пӗлтӗрех уҫӑлмалла пулнӑ-ха, анчах вӑхӑтра ӗлкӗреймен. Ҫӗнӗ ача пахчинче ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулса курнӑ. «Лучик» ятлӑ ача пахчине 250 шӑпӑрлан ҫӳреме пултарӗ. Унта 14 ушкӑн пулӗ, ҫав шутра – ясли те. Ҫӗнӗ ҫурт хӑтлӑ та хитре: легостуди, музыка тата гимнастика залӗсем, психолог, логопед пӳлӗмӗсем, бассейн пур. Пӗтӗмӗшле илсен, ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма хатӗр, лицензи кӑна ҫук. Ӑна пӗр уйӑхран илӗҫ. Каласа хӑварар: кӑҫал «Солнечный» микрорайонта тепӗр ача пахчи тума палӑртнӑ, унта 110 ача валли вырӑн пулмалла. 2020 ҫулта Шупашкарта 6 ача пахчи хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев профсоюз пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта вӑл пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен ӗҫ укҫи 30 процент ӳсессине пӗлтернӗ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх инкеклӗ лару-тӑру комитетӗнче тата РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче тӑрӑшакансен ӗҫӗ пӗр пекрех, анчах шалӑвӗ самаях уйрӑлса тӑнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсен ӗҫ укҫине республика хыснинчи нухратпа ӳстерме палӑртнӑ. Ҫӑлавӑҫемпе пушарнӑйсен шалӑвне 5 пин тенкӗ хӑпартасшӑн. Хыснана тӳрлетӳсем кӗртнине ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивеҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Раҫҫей 24» федераци каналӗн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Чӑваш Ен ертӳҫипе Олег Николаевпа Вера Красова журналист тӗл пулса калаҫнӑ. Олег Николаев Чӑваш Республикин ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ чух мӗне тӗпе хуни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен умне лартнӑ тӗллевсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫура ҫавӑн пекех ялсенчи тата хуласенчи демографи лару-тӑрӑвӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Интервью хӑҫан эфира тухассине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта асӑнманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Клипри сӑн Алексей Московскийӗн «Ялти пӗрремӗш каччӑ» юрӑн клипне — ӑна ку вӑхӑта ҫити темиҫе теҫетке пин хут пӑхма ӗлкӗрнӗ — мӗнле ӳкерни ҫинчен «ПроГород» кӑларӑм каласа панӑ. Клип хӑй те нумаях пулмасть ҫеҫ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Youtube-ра вырнаҫӑннӑ. Александр Яшков блогер каласа панӑ тӑрӑх, хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ, вӗсем хушшинче вырӑнти ҫынсем те, клипра тӳлевсӗр ӳкерӗннӗ. «Пурте тӳлевсӗр вылянӑ: трактористсем, ялти ҫынсем, чӑхсем те, хурсем те», — тенӗ Богатырь ятпа ытларах паллӑ блогер. Клип ӑнӑҫлӑ пулса тухнин сӑлтавӗ пӗтӗм команда килӗшӳллӗ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. «Куракансем пирӗн ӗҫе хаклани, тав тунине илтни, ҫав шутра яланхи хейтерсенчен те, савӑнтарать», — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ командӑри тепӗр ҫын Евгений Григорьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «#Разделяй» (чӑв. Уйӑр) экоологи проекчӗ пуҫарнӑ. Унта чи малтисенчен пӗрисен йышӗнче ют ҫӗршыври студентсем хутшӑнма тытӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртсе Чӑваш патшалӑх университетӗнче хутпа пластик уйрӑм пухма картон бокссем вырнаҫтарнӑ. Аслӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, корпуссенчи бокссем ҫине тӗплӗ инструкцисем ҫырса пичетленӗ. «Экологи питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тесе каланӑ, тӗслӗхрен, Чӑваш патшалӑх университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Мухаммедали Собиров. Ҫывӑх вӑхӑтра нимеҫӗсем аслӑ шкулти кашни академи ушкӑнӗпе тӗл пулса йӑлари хытӑ каяша уйрӑм пуҫтармалли ҫинчен ӑнлантарса парасшӑн. Студентсене ҫеҫ мар, преподавательсене те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Зоя Маслова (old-chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ) пурнӑҫлать Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссийӗн пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Аса илтерер, иртнӗ эрнере Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева Гостехнадзорӑн пуҫлӑхӗ пулма шанчӗҫ. Ҫавна май вӑл администрацинчи ӗҫе пӑрахрӗ. Анчах Шупашкар районӗ епле ӗҫлесе пынине вӑл сӑнаса пыма шантарнӑ. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗччӗ. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидата суйламалли комисси йышне ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — социаллӑ политика мониторингӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Маскин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов, Чӑвашресовпроф ертӳҫи Василий Харитонов кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gtrk.tv сайтри сӑн Юлашки икӗ кунра Чӑваш Енре ҫил вӑйланчӗ. Асӑрхануллӑ пулма Инкеклӗ лару-тӑру министерстви те асӑрхаттарнӑччӗ. Ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула хӑш-пӗр районти ялсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Анчах нумайлӑха мар, кӗске вӑхӑтрах юсанӑ. Вӑрнар районӗнче тӑватӑ ялта ҫутӑ сӳннӗ. Муркаш районӗнче те тӑватӑ ялта ҫутӑ сӳннӗ. Йӗпреҫре те пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Электричествӑпа ҫыхӑннӑ аварие паян ир валли ҫеҫ пӗтернӗ. Унта 12 кил ҫутӑсӑр пулнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче те авари бригади ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР экономика министрӗ пулнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унпа пӗрле пӗр шухӑшлӑ пулнӑ Сергей Анисимов («Тасатакан биологи сооруженийӗн» экс-директорӗ) тата «Ордер» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Ольга Филиппова та суд сакки ҫине ларнӑ. Судья Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Унӑн кунсӑр пуҫне 3 ҫул патшалӑх тата муниципалитет службинче должноҫ йышӑнма юрамӗ. Анисимовпа Филипповӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Палӑртмалла: прокурор Аврелькина колоние 6,5 ҫуллӑха ӑсатма, 500 пин тенкелӗх штрафлама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти 31-мӗш шкулта Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ертсе пыракан пӗрремӗш кадет класӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. Ҫак кадет класӗнче вӗренекенсем, 5-мӗш классем, присяга тытнӑ. Тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама, педагогсемпе наставниксем ыйтнине яланах тӳрре кӑларма тупа тунӑ ачасене «Юнармия» юхӑман пайташӗсен удостоверенине панӑ. Ҫак класра вӗренекенсем 11-мӗш класчен истори, обществознани, правоведени предмечӗсене тарӑннӑн вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() otzovik.com сайтри сӑн Раҫҫейри макарон туса кӑларакан «Макфа» компани Шупашкарти компанирен 10 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. «Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк производитель пирӗн патри компание пӗр пекрех тавар паллипе усӑ курнӑшӑн суда панӑ. Шупашкарти компани «Вакма» ятлӑ. Вӑл ҫак ятпах макарон туса кӑларать. Ячӗ «Макфа» пекрех. Ҫитменнине, хутаҫӗ те «Макфӑнни» пек симӗс тӗслӗ. Ҫакӑншӑн Мускаври компани Шупашкарти фирмӑна ку ятпа макарон кӑларттарма чарасшӑн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку автор правине пӑсни. Суд ларӑвӗ кӗҫех, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |