Спорт
![]() Чӑваш Енри икӗ спортсмен Фристайл енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӗсем — олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнчи фристайл уйрӑмӗн воспитанникӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Виза илес енӗпе йывӑрлӑх пулнӑран спортсменсем АПШна кая юлса тухса кайнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем «слоуп-стайл» ӑмӑртӑвне хутшӑнайман. Фристайлӑн «биг-эйр» дисциплининчи ӑмӑртура Раҫҫейри икӗ спорстмен малти икӗ вырӑна йышӑннӑ. Мускаври Анастасия Таталина ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, Лана Прусакова – кӗмӗл. Тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей спортсменӗсем «биг-эйр» дисциплинӑра малти вырӑна тухни пулман. «Ҫӗнтернине халӗ те ӗненес килмест! Мана шаннӑшӑн тата ӗненнӗшӗн пурне те пысӑк тав! Йывӑр ӗҫ хакне кӑларчӗ! Эпӗ питех те телейлӗ! Хам пултарнине йӑлтах турӑм», – тесе ҫырнӑ ентешӗмӗр Инстаграмра. Дмитрий Мулендеев тата Раҫҫейри тепӗр спортсмен Дмитрий Макаров ӑмӑртӑвӑн финалне лекеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |