 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Чӑваш Енри икӗ спортсмен Фристайл енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Вӗсем – олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнчи фристайл уйрӑмӗн воспитанникӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Раҫҫей командине ҫавӑн пекех Анастасия Таталина (Мускав) тата Дмитрий Макаров (Красноярск тӑрӑхӗ) кӗнӗ.
Фристайлӑн «слоуп-стайл» тата «биг-эйр» дисциплинисенчи ӑмӑртӑвӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пуш уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртӗ. «Слоуп-стайл» квалификацийӗ пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ, 13-мӗшӗнче финал пулӗ. «Биг-эйр» дисциплинипе квалификаци пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ, финал – 16-мӗшӗнче.
Виза илес енӗпе йывӑрлӑх пулнӑран спортсменсем АПШна ыран ҫеҫ тухса кайӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем «слоуп-стайл» ӑмӑртӑвне хутшӑнаймӗҫ.





| Agabazar // 3862.65.8534 2021.03.09 19:16 | |
|  | Мӗн кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ пуль пирӗн, ҫав вӑхӑтрах «воспитанник» тенине  тӗрӗс ҫавӑрттарса хума хӑват ҫитмест.  | 
| Agabazar // 3862.65.8534 2021.03.09 19:28 | |
|  | «Воспитанник» чăвашла «витерĕннĕскер» пулать. 
 Паллах, вăрăмрах. Анчах та, час-час усă курманнине шута илсен, каять. | 
| Agabazar // 3862.65.8534 2021.03.09 19:37 | |
|  | Е витерĕнĕш темелле-ши? Витерĕневçĕ? Апла та, капла та пулать.  | 
| Агабазар мар // 3000.76.3861 2021.03.10 16:22 | |
| Воспитанник кунта - вĕренекен.
 | |
