Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш мультфильмӗсен кунӗ иртнӗ. Килӗсенче ачасем чӑвашла мультфильмсем пӑхнӑ. «Ӑслӑ хӗр», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Улпут лаша пулнӑ пирки», «Тӑлӑх тилӗ», «Йӑван паттӑр», «Мӗнле тӑвас е Куйкӑрӑш» тата ыттине курса вӗсенче мӗн калас тенине ӑша хывма тӑрӑшнӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑхнӑ мультфильмсем тӑрӑх инҫет мелпе ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. 6-мӗш класри Ульяна Федотова вара курава чӑваш тӗрриллӗ уйрӑм ӳкерчӗк туса, ӑна сӑвӑпа илемлетсе ярса панӑ. Пултаруллӑ ачасен йышӗнче Алина Николаева ҫаксене асӑннӑ: 5-мӗш класри Дима Ильин, 6-мӗш класри Катя Павлова, Ангелина Васильева, Ульяна Федотова, Игорь Бардасов, 7-мӗш класри Павел Борисов, 8-мӗш класри Дарья Бойкова, Роман Фомин, Августина Семенова, 9-мӗш класри Даниил Степанов. 3-мӗш класри Виталий Фомин Роман пиччӗшӗнчен юлас темен — мультфильм курнӑ хыҫҫӑн хавхаланса ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://7x7-journal.ru/posts/2020/04/27/bolshe-sta-sotrudnikov-gorodskoj-stomatologii-cheboksar-otpravili-v-otpusk-bez-sohraneniya-zarplaty#илнӗ сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсене ирӗксӗр кантараҫҫӗ текен сас-хура сарӑлнӑ. Республикӑн парламенчӗн депутачӗ Константин Степанов, тӗслӗхрен, Шупашкарти Хула стоматологийӗн поликлиникин тытӑмӗнчи 100 ытла ҫынна хӑй ирӗкӗпе канма кайма хистенине пӗлтернӗ. Вӑл прокуратурӑна та ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн. Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те ӗҫ законодательствине пӑснине палӑртман. Поликлиникӑн ертӳҫисем те саккуна пӑхӑнса пурӑннине, ҫынсем хӑйсем канасшӑн пулнине, ҫавӑн пирки ыйтса ҫырнине ӗнентернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев стоматологсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хӑй тӗрӗслеме палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ревизи службине лару-тӑрӑва тишкерсе ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтерме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() mk.tula.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ татах ӳснӗ: пӗтӗмпе – 502 ҫын. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Паянхи кун тӗлне 1567 ҫынна тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Пульницӑран 59 ҫын киле кайнӑ – вӗсем сывалнӑ. Ку таранччен 8 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Сӑмах май, паян Раҫҫейре 6411 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Пӗтемпе Раҫҫейре 93558 ҫын инфекциленнӗ, 8456 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 867 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() kremlin.ru сайтри сӑн Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин килте хамӑр тӗллӗн лармалли вӑхӑта ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсни пирки пӗлтернӗ. Владимир Владимирович кӑшӑлвирус ыйтӑвӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта пӗтӗм кӗпӗрнаттӑра чӗннӗ. Президент палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе вирус сарӑлас хӑвӑртлӑха кӑштах чакарма май килнӗ. Анчах чи хӗрӳ самант иртсе кайман-ха. Вӑл ку инфекци ерес тапхӑр хӗрӳленсе пынине каланӑ. Халӑх ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен килте ларӗ. Ҫу уйӑхӗн 6, 7 тата 8-мӗшӗсем те – ӗҫлемелле мар кунсем, анчах шалу пӗрех тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри виҫӗ пульницӑна урӑх ертӳҫӗсем ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви паян хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, йышӑнупа сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче паллаштарнӑ. Республикӑн сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрне тӗп тухтӑр пулса Вениамин Родионов ертсе пырӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп врачне Алексей Демакова ҫирӗплетнӗ, Республикӑн клиника онкологи диспансерӗн тӗп врачӗ пулма Игорь Долгова шаннӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Владимир Степанов министр ҫӗнӗ ертӳҫӗсене ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.by сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри пульницӑсене кӑшӑлвируслисене йышӑнма хатӗрлесе ҫитернӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче хыпарланӑ. Асӑннӑ амакпа чирлисем валли унччен те вырӑнсем йӗркеленӗ-ха. Кайран та тӗрлӗ ҫӗрте ҫӗнӗ вырӑнсем уйӑрма тытӑнчӗҫ. Ҫӳлтен, Мускавран, регионсене ҫавӑн пек хушу килнипе те ӗҫе хӑвӑртлатма, майсене тупма тиврӗ. Халӗ пирӗн республикӑра кӑшӑлвируслисем валли 607 койка вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. «Федераци центрӗ пире шӑпах ҫавӑн чухлӗ койка-вырӑн хатӗрлеме хушнӑччӗ«», — пытарман Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. «Лару-тӑру япӑхсан та пирӗн тӑрӑхра никам та пулӑшусӑр юлмӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ те кӑшӑлвируспа чирлекен пациентсене йышӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унти вырӑнсем ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗр пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Онлайн
Чӑвашлӑх
![]() Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ирӗксӗрех килте ларма тивнӗрен хастарсем пуҫарӑвӗпе Виталий Станьяла тата ыттисене апат-ҫимӗҫпе пулӑшма тӗв лартрӑмӑр. Пурӗ 11 707 тенкӗ пухӑнчӗ. Апат-ҫимӗҫе вӗсем патне паян ҫитерсе пама пуҫласшӑн. Ку ӗҫ мӗнле пыни пирки онлайн хыпарласа тӑрӑпӑр. Аçтахар Плотников16:24
ru.chuvash.org/news/5095.html — Тимӗр Акташ вырӑсла хыпар ҫырса пачӗ. Аçтахар Плотников14:56
Сӑмах май, ҫак кунсенче тата темиҫе ҫын куҫарса пачӗ. Ҫапла май пӗтӗмӗшле сумма 14 207 тенке ҫитрӗ (эрнекунччен ҫеҫ йышӑнатпӑр тесе пулин те ҫавах куҫарусем килеҫҫӗ-ха..). Аçтахар Плотников14:50
![]() Чи малтанах Николай Иванович Егоров патне ҫитнӗ. Пирӗн паллӑ тюрколог хальхи вӑхӑтра чирлекелет. Ҫавна май эпир ӑна сывлӑх сунатпӑр. Аçтахар Плотников14:48
![]() Атнер Петровичпа Николай Иванович патне нимеҫӗсем паян ҫеҫ ҫитме пултарчӗҫ. Ытти кунсенче май пулмарӗ. Сӑнӳкерчӗкре вара паян ҫитернӗ апат-ҫимӗҫе куратӑр. Аçтахар Плотников2020.04.25 21:06
Ыран ҫак акципе Атнер Петрович Хусанкайпа Николай Иванович Егоров патне кайса килме палӑртаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫе ҫитернӗ хыҫҫӑн эпир сире пӗлтерӗпӗр. Аçтахар Плотников2020.04.25 21:01
Сӑмах май, медицина маскипе те тивӗҫтерес шухӑш пурччӗ, анчах шел те аптекӑсенче ку япалана тупма питӗ хӗн. Ахаль перчаткӑсем те ҫук. Юрать-ха Елчӗксен чӑнкӑ ачи Николай пулӑшрӗ, Кушкӑ ялӗнчен. Владимир Агеев патне ҫитме вӑхӑт чылай иртни шӑп ҫавӑнпа ҫыхӑнчӗ — маскӑсем илсе килсе парасса кӗтме тиврӗ. Аçтахар Плотников2020.04.25 20:49
![]() Виталий Станьялпа Праски Витти патне апат-ҫимӗҫ илсе ҫитернӗ вӑхӑтӗнчи тепӗр самант. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр ҫуртрах пурӑнаҫҫӗ. Эпир ҫитнӗ вӑхӑтра Виталий Петрович уҫӑлма тухнӑччӗ — ҫурт картишӗнче хаҫат вуласа ларатчӗ. Кайран вара унтах Праски Виттине тухма чӗнтӗмӗр. Кӑшӑлвируса пула, паллах, ҫурт картишне тирпей-илем кӗртме ӗлкереймен — ҫавна май тавралӑх ытла та ҫуп-ҫаплӑччӗ. Аçтахар Плотников2020.04.25 16:32
Телефонри «Яндекс.Клавиатура» самаях чӑрмав кӳчӗ — хӑш-пӗр сӑмахсене хӑй ӑнланнӑ пек ҫырнӑ.. Аçтахар Плотников2020.04.25 15:50
Пирӗн пакетсем тата та юлчӗҫ. Вӗсене Тимӗр малалла валеҫӗ. Эпӗ вара киле таврӑнатӑп. Аçтахар Плотников2020.04.25 15:21
![]() Чӑваш журналистикин ветеранне — Тимӗр Акташа — апат-ҫимӗҫпе пулӑшас терӗмӗр. Аçтахар Плотников2020.04.25 13:32
Малалла кайрӑмӑр. Лавккана кӗтӗмӗр. Аçтахар Плотников2020.04.25 13:12
Праски Виттине кӗтетпӗр. Аçтахар Плотников2020.04.25 13:09
Ҫиччас Праски Витти тухӗ. Аçтахар Плотников2020.04.25 13:06
Станьял шӑп та лӑп уҫӑлма тухнӑ. Аçтахар Плотников2020.04.25 12:29
Ҫавра сӗтел вӗҫленчӗ. Халь ӗнтӗ ку ӗҫе пурнӑҫлӑпӑр. Аçтахар Плотников2020.04.25 09:33
Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе видеоканашлу майӗпе «Язык как средство и фактор сохранения национальной культуры» ҫавра сӗтел иртӗ. Манӑн унта хутшӑнма тивӗ. Станьяла тата ыттисене апат-ҫимӗҫе ҫав ҫавра-сӗтел хыҫҫӑн илсе ҫитерме палӑртатпӑр. //нимеҫӗсем ытлашшиех тупӑнмаҫҫӗ те хамӑнах ҫак ӗҫе хутшӑнмалла тесе шутлатӑп. |
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Университет» микрорайонта кӑҫалах шкул тума пуҫласшӑн. Ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа иртнӗ палнеркӑра сӳтсе явнӑ. Олег Николаевич палӑртнӑ тӑрӑх, ку ыйту татӑлнӑпа пӗрех. Халӗ республика правительстви РФ Ҫутӗҫ министерствипе объект строительствине кӑҫалах укҫапа тивӗҫтересси пирки калаҫать. Йӑлтах йӗркеллӗ кайсан ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче асӑннӑ микрорайонта ҫӗнӗ шкул уҫӑлмалла. Олег Николаев Шупашкар хула администрацине ку ӗҫе хатӗрленме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.com сайтри сӑн Паян Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 463 ҫынна ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне 44 пациент сывалса киле кайнӑ. 8 ҫын вилнӗ. 8-мӗш вилнӗ ҫын – 90 ҫулта. Халӗ республикӑра 1522 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Паян Раҫҫейре 6198 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ку таранччен пӗтӗмпе 87 пин ытла ҫын инфекциленнӗ. Кӳршӗ регионсенче лару-тӑру мӗнлерех? Мари Элте 462 ҫын чирленӗ, 3 ҫын вилнӗ. Тутарстанра 46 пациент сывалнӑ, пӗтӗмпе 632 ҫын чирленӗ. Чулхула облаҫӗнче 1574 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, 109-шӗ сывалнӑ, 9-ӑн вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗ Станислав Антонов отставкӑна кайнӑ текен сас-хура тухнӑ. Чӑнах та, ведомство сайтӗнчи структурӑра унӑн ячӗ ҫук. Ку тивӗҫе ун вырӑнне кам пурнӑҫлани пирки те ҫырман унта. Станислав Антонова ӗҫрен ярасси пирки калакан хушу та ҫук, ӑна Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуман. Палӑртса хӑварар: Станислав Антонов пирӗн тӑрӑха киличчен Пенза облаҫӗнчи Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Чӑваш Енри ведомствӑна 2009 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |