Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк
ptoday.ru сайтри сӑн
ptoday.ru сайтри сӑн

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ыран асӑрханма ыйтать: кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине палӑртнӑ.

Ыран Чӑваш Енре йӗпе юр, хушӑран ҫумӑр ҫӑвать, тӑрук сивӗтме пултарать. Хӑш-пӗр районта ҫил-тӑман вӗҫтерет.

Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ҫил ҫеккунтра 11-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет, сывлӑш температури ҫӗрле 4 градус сивӗрен пуҫласа 1 градус ӑшӑ пулӗ, кӑнтӑрла – 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус таран ӑшӑ.

Палӑртмалла: синоптиксем ку эрнере ҫанталӑк сивӗтессе систереҫҫӗ. Эппин, чӑннипех те хӗллехи пек пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62142
 

Республикӑра

«Юрма» агрофирма каяшӗ Шупашкар районӗнчи Шемшер тата Шорчекасси ялӗсенче пурӑнакансене те тарӑхтарма тытӑннӑ. Ку ыйтӑва Халӑх фрончӗн хастарӗсем тата «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем тишкернӗ.

Ҫынсем каяш шӑршине туйсанах кун пирки Шемшер ял старостине пӗлтернӗ. Халӑх ҫав КамАЗсем, Шемшерпе Шорчекасси хушшинчи уя чӑх каяшӗ пырса тӑкаканскерсем, Лапсартан пулнине уҫӑмлатнӑ, «Юрмана» шӑнкӑравланӑ – машинӑсем чӑнах та вӗсен иккен. Шемшер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Иванов хапрӑк ертӳлӗхне каяша тӑкма чармашкӑн ыйтнӑ, лешсем итленӗ.

Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратурӑна ыйтупа тухнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специлисчӗсем те лару-тӑрӑва уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи VIII-мӗш фестиваль-конкурс иртӗ.

Асӑннӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль-конкурс секцийӗсем ҫаплисем пулӗҫ: «Чӑваш чӗлхи вӑрттӑнлӑхӗ» — чӑваш чӗлхи урокӗсен конкурсӗ; «Тӑван сӑмахлӑх пуянлӑхӗ» — чӑваш литература урокӗсен конкурсӗ.

Конкурс пӗлтерӗшне ӑна йӗркелекенсем «пӗтӗмӗшле тӗп, вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенчи чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен пултарулӑхне аталанма пулӑшмалли, вӗсен опытне сармалли мел» тесе хаклаҫҫӗ. Тӗллевне вара «чӑваш чӗлхипе литература урокӗсен пахалӑхне ӳстерессинче» кураҫҫӗ.

Фестиваль-конкурс 9 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен фестиваль-конкурсне Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗ йӗркелет.

 

Хулара

Пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти «Радужный» микрорайонта чӑваш ҫыравҫине Василий Алендея халалласа урам ятне панӑ. Унӑн чӑн хушамачӗ – Алендеев, урам ячӗ те ҫавнашкалах пулнӑ. Халӗ вара унӑн ятне улӑштарма йышӑннӑ: Василий Алендей. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.

Василий Алендей – чӑваш ҫыравҫи, прозаикӗ, публицисчӗ тата критикӗ. Вӑл Чӑваш халӑх писателӗн ятне тивӗҫнӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ.

Василий Алендей ытларах калавсем, повеҫсем, романсемпе очерксем ҫырнӑ. Унта чылай чухне ял пурнӑҫне, фронтри салтаксен йывӑрлӑхӗсене сӑнланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗпе, Олегпа, ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ вӗҫленнӗ теме юрать те пулӗ. Паян, малтан эпир пӗлтернӗ пекех, Муркаш районӗн судӗнче приговор вуланӑ. Ҫакна та палӑртар: приговорпа килӗшмесен енсен Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ҫитме ирӗк пур-ха.

Аса илтерер: прокуратура Олег Ладыкова колоние пилӗк ҫуллӑха ӑсатма ыйтнӑ. Район сучӗ 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговора йышӑннӑ чух Муркашри суд Олег Ладыков тӗлӗшпе Шупашкарти Ленин район сучӗ О. Ладыков полицейские хӗненӗшӗн унчечн кӑларнӑ приговора та шута илнӗ.

Муркаш районӗнче машинӑпа аварие лекнӗ Олег Ладыкова ваккат айӑпсӑр тесе хӳтӗленӗ, ӑна тӳрре кӑларма ыйтнӑ.

 

Вӗренӳ

Ӗнер, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче «Совет салтакӗ» квест ирттернӗ.

«Шкулти шыравҫӑсен отрячӗ паян кӗҫӗннисене валли квест ирттерчӗ. Квест теми Аслӑ вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ. Ачасем совет салтакӗсем епле тумпа ҫӳренине, мӗнле хӗҫ-пӑшалпа усӑ курнине пӗлчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ ҫулӗсенче салтаксене мӗнле орден-медальпе чысланине, амансан мӗнле пулӑшу кӳнине аса илчӗҫ», — пӗлтернӗ вӗренӳ учрежденийӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче.

Шкулти «Ҫӗнӗ хум» прессцентр иртнӗ уйӑхра мультфильмсене чӑвашлатма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ачасем «Морошка» юмаха чӑвашлатнӑ. хаҫатне кӑларать, фоторепортажсем хатӗрлет, Прессцентр тӗрлӗ видеоролик хайлать, «Култаракан арча» видеожурнала ертсе пырать, ытти енӗпе те ачасем хастар.

 

Хулара

Шупашкар хулинчи Хӗвеллӗ (вырӑсла ӑна «Солнечный» теҫҫӗ) микрорайонта пурӑнакансене малашне 35-мӗшт маршрут турттарма пуҫлӗ. Ҫав района автобуссене ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче ярса пахӗҫ. Кун пирки Шупашкар хул администрацийӗ пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.

Сити-менеджер халӑх ушкӑнӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, 35-мӗш маршрут Хӗвеллӗ микрорайонти ҫӗнӗ урамсем тӑрӑх иртӗ.

Чарӑну ячӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсене ятарлӑ комиссинче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ. Хӗвеллӗ микрорайонти общество транспорчӗн чарӑнӑвӗн ячӗсем ҫапларах: Асламас урамӗ (вырӑсла улица Асламаса), Тани Юн урамӗ (вырӑсла улица Тани Юн), Петр Егоров зодчи бульварӗ (вырӑсла Бульвар зодчего Петра Егорова), Хӗвеллӗ микрорайон (вырӑсла микрорайон Солнечный).

www.hypar.ru

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/B7khakeKlVf/
 

Вӗренӳ
Патӑрьел район администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Патӑрьел район администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула 70 ҫул каялла, 1950 ҫулта, уҫнӑ. Тӗлӗнмелле те, пӗлӳ ҫурчӗ халӗ те ӗҫлет, унта халӗ 9 класра 74 ача вӗренет.

Икӗ хутлӑ ҫурт конструкцийӗ самаях кивелнӗ, стенасем юрӑхсӑра тухнӑ, тимӗр тӑрӑ тутӑхнӑ. Спорт тата акт залӗсем ҫук.

Патӑрьел район администрацийӗ «Ҫеҫпӗл» ача пахчи ҫумне (ӑна 1989 ҫулта хута янӑ) пристрой тума сӗнет. Ҫурта икӗ пая уйӑрасшӑн, пӗринче пуҫламӑш классем вӗренмелле, тепринче – икӗ ушкӑнлӑ ача пахчи. Унта спортзал та пулмалла.

ЧР Вӗренӳ министерстви ҫакна ырланӑ. Пристроя кӑҫал тума тытӑнмалла.

 

Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 13 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче троллейбуспа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. Ку пӑтӑрмах «Куҫ микрохирургийӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» водителӗ руле итлеттереймен – ҫул айккинелле тухса кайнӑ. Ҫывӑхра пыракан троллейбус водителӗ «Нивӑпа» ҫапӑнас мар тесе ҫул ҫинчен пӑрӑннӑ.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире никам та шар курман. Ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/62147
 

Чӑваш чӗлхи
Ара Мишши сӑмах каланӑ самант. «ПравдаПФО» тунӑ сӑн
Ара Мишши сӑмах каланӑ самант. «ПравдаПФО» тунӑ сӑн

Нумай пулмасть Шупашкар администрацийӗн урам ячӗсене парас тата асӑну хӑмисем вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ комисси пухӑннӑ. Унта тӗп хуламӑрти пӗр-пӗр урама Хӗветӗр Уяр ятне парас ыйтӑва ҫӗкленӗ.

«ПравдаПФО» интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх ку тӗлӗшпе Ара Мишши (Михаил Краснов) сӑмах тухса каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл урам ятне «Фёдор Уяр урамӗ» теме сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе имӗш, «Хӗветӗр Уяр урамӗ» тесе ҫырас пулсан чӑваш чӗлхинчи кӑткӑс саспаллийӗсемпе усӑ курма тивӗ. Ахӑртнех, Ара Мишши «ӗ» саспаллишӗн пӑшӑрханнӑ.

«Хӗветӗр тесе ҫырас пулсан, чӑвашла транскрипцире питӗ кӑткӑс чӑваш саспаллисемпе усӑ курма тивӗ» («Если писать Хведер, то в чувашской транскрипции придется использовать очень сложные буквы»), — илсе кӑтартать Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн элчи пулса пынӑ Михаил Николаевичӑн сӑмахӗсене «ПравдаПФО» кӑларӑм.

«Чӑваш халӑх сайчӗшӗн» питӗ интереслӗ: «Й» тӑррине мӑйрака (бревис) лартассипе «Ӗ» тӑррине ҫавнашкалах мӑйрака лартасси хушшинче мӗн йывӑрлӑхӗ пур-ши? Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗнче чӑн та вара чӑваш саспаллисенчен хӑраҫҫӗ-ши? Е ку Ара Мишши шухӑшӗ кӑна-и?

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 1582, 1583, 1584, 1585, 1586, 1587, 1588, 1589, 1590, 1591, [1592], 1593, 1594, 1595, 1596, 1597, 1598, 1599, 1600, 1601, 1602, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...