Сывлӑх
![]() n-vartovsk.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, чирленисен йышӗ 1,8 хут нумайланнӑ. Кӑҫал ОРВИпе тата гриппа чирленӗ 4447 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. 124 ҫын пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен 93-шӗ – ачасем. Чирлес мар тесен мӗн тумалла? Роспотребнадзор акӑ мӗн сӗнет: ҫын нумай пухӑннӑ вырӑнсене ҫӳреме тӑрӑшмалла мар, медицина маски тӑхӑнмалла, тутана, сӑмсана, куҫа алӑпа тытмалла мар, урамран кӗрсен тата апатланас умӗн алла супӑньпе ҫумалла. Ҫавӑн пекех килте тусан сӑтӑрмалла, пӳлӗме уҫӑлтармалла, урама уҫӑлма тухмалла, апатлану тата кану йӗркине пӑхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫӗмӗрле хулинче 20 ҫулти водитель ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. 3-мӗш класра вӗренекен шӑпӑрлан кустӑрма айне лекнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Ленин урамӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Водитель ҫул хӗресленекен вырӑнтан иртнӗ чухне ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. 10 ҫулти арҫын ача светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ. Кустӑрма айне лекнӗскер суранланнӑ: сылтӑм чӗркуҫҫи, пуҫӗ аманнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Канаш районӗнчи биологсем сайра тӗл пулакан поляр тӑманине асӑрханӑ. Палӑртмалла: юлашки 20 ҫулта ҫак кайӑка республикӑра виҫӗ хутчен кӑна курнӑ, 2010 ҫулта ӑна Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Ҫак тӑманана чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекцин директорӗн ҫумӗ Геннадий Исаков асӑрханӑ. Вӑл кайӑксене 20 ҫул тӗпчет, ку таранччен вара поляр тӑманине республикӑра пӗрремӗш хут курнӑ. Унччен ӑна Чӑваш Енре сӑн ӳкерме май килмен. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра юр сахал пулни, шӑши евӗр кӑшлакан чӗрчунсем ӗрчесе кайни ҫак тӑманашӑн лайӑх, ҫавӑнпа вӑл кунта тупӑннӑ та. Шел те, хитре тӗслӗ тӑманана браконьерсем тытма кӑмӑллаҫҫӗ, унран катемпи тӑваҫҫӗ. Кайӑка вӗсенчен сыхлас тӗллевпе ӑна Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ те ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пӗрремӗш канал тунӑ видео скринӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильева Раҫҫейӗпех пӗлеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Ара, ӑна федераци каналӗсемпе пӗрре мар кӑтартнӑ. Халӗ ав маттур арҫынпа «Пӗрремӗш каналпа» пыракан «Ырӑ ир» кӑларӑм валли сюжет ӳкернӗ. Хальхинче Вячеслав Васильев хӑй шухӑшласа кӑларнӑ кӗреҫепе тӗлӗнтернӗ. Унпа юр хырма питӗ меллӗ. Кӗреҫе юр тасатнӑ чухне йӗлтӗр пек шӑвать, ҫавна май харӑсах 80 килограмм ҫӗклеме пулать-мӗн. Сӑмах май, малтан федераци каналӗпе Вячеслав Васильев шухӑшласа кӑларнӑ «курака», ҫырла йӑранӗсене сыхлаканскере, кӑтартнӑ. Чӑштӑртатаканскер каюрасене те хӑратать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() zelenodolsk.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта «Христос ҫутти» конкурс иртет. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче концерт залӗнче 13 сехетре уҫланӗ. Конкурса сусӑрсем хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче тӗлӗнмелле каччӑ пулӗ. Вӑл – Тутарстанран. 19 ҫулти Алексей Романов – 1-мӗш ушкӑн сусӑрӗ, унӑн алӑ тупанӗ, пӳрнисем ҫук. Ҫӳлерех асӑннӑ шкул директорӗ Наталья Ванеркина каланӑ тӑрӑх, ҫапах каччӑ пианино калать. Палӑртмалла: кунашкал конкурс Шупашкарта пӗрремӗш хут иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Культура министрӗн ҫумӗн пуканӗ пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче конкурс иртнӗ-ха, анчах ун чухне комисси никама та суйламан. Тинех ҫак должноҫе йышӑннӑ ҫын тупӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче комисси каллех пуҫтарӑннӑ. Хальхинче конкурса виҫӗ ҫын хутшӑннӑ: этнокофесиллӗ хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Кирилл Павлов, строительство тата культура еткерлӗхӗн объекчӗсене упрас енӗпе ӗҫлекен пайра унччен ӗҫленӗ Алексей Салмин, Шупашкарти 29-мӗш шкулӑн директорӗ пулнӑ Илья Тумаков. Конкурсра Алексей Салмин ҫӗнтернӗ. Кирилл Павлова вара ҫак должноҫре кадрсене резервне кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Г.А. Ильенко ячӗллӗ «Элара» предприятин тӗп директорне Андрей Углова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Андрей Углов 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Питӗр хулинче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта вӑл Мускаври Патшалӑх управленийӗн университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2003-2007 ҫулсенче «Элара» акционерсен обществинче, каярах ытти компанире ӗҫленӗ. Педприятие 2011 ҫулта тӗп директор пулса таврӑннӑ. Андрей Углов — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Унпа республика, унӑн ҫыннисем умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, регион аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене, паттӑрлӑх кӑтартнисене тата ытти ҫавӑн йышши маттура чыслама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин музейӗнче Анастасия Андреева ӑстан «Анастасийӑн тӗрӗри пурнӑҫӗ» куравӗ уҫӑлнӑ. Анастасия Васильевна «Паха тӗрӗ» художество промыслисен фирминче ӗҫлет. Кураври унӑн ӗҫӗсем художникӑн пурнӑҫ ҫулне кӑтартаҫҫӗ. Куравра унӑн ҫамрӑк чухнехи ӗҫӗсем те вырӑн тупнӑ. Ал тутрисем те, алшӑллисем те, хыҫлӑ ҫемҫе пукан ҫине сармаллисем те ӑсталать, тӗртет. «Паха тӗрӗне» ӗҫе вырнаҫсанах сӑнавлӑ лабораторире пир тӗртекенте тӑрӑшнӑ. Курав уҫнӑ ҫӗре Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи «Атай» халӑх юррин ансамблӗ (ертӳҫи — Геннадий Якимов) пырса ҫитнӗ. Курава ӑшӑ сӑмах каласа уҫма республикӑн Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хутшӑннӑ. Художника вӑл культура министрӗн Тав хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ун валли маларах ҫынсен сӗнӗвне йышӑнчӗҫ. Элтепер Ҫырӑвӗпе кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллашма пултарӑпӑр. Шӑпах ҫав кун Михаил Игнатьев Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ҫырура вӑл Чӑваш Ен Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗнче мала хумалли тӗллевсене палӑртӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ журналистсене ҫав мероприятие аккредитацилеме заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Заявкӑсене ag-press@cap.ru адреспа ӑсатма пулать. Вӗсене кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчи 14 сехетчен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне «Моя жизнь – театр / Пурнӑҫӑм — театр» кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Кӗнекене СССР халӑх артистне, маларах асӑннӑ театрӑн тӗп режиссерне Валерий Яковлева халалланӑ. Хӑтлав 17 сехетре пуҫланӗ. Кайран «Эс ман чунра (Пихампар чунӗ манра)» спектакль кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе режиссер тата художник-постановщик пулса Валерий Яковлев лартнӑ. СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче 80 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Чӑваш кӗнеке издательствинче «Моя жизнь – театр/ Пурнӑҫӑм – театр» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна издательство Федерацин пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентствин гранчӗпе пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |