Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: «МАТЧ» телеканала биатлонистсен союзӗ тӗрӗслевпе килнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.04.2026 18:32 | 36 хут пӑхнӑ
Спорт
Спорт шкулӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Спорт шкулӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейӗн биатлонистсен союзӗпе «МАТЧ» спорт каналӗ Чӑваш Ене килнӗ. Курма мар, тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ.

Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗ «Контакра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, делегаци Лапсарти биатлон комплексне тӗрӗсленӗ.

Асӑннӑ комплекса нушаланса туни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те хыпарласа тӑнӑччӗ. Дмитрий Губерниев телеертӳҫӗ те биатлона тӳрӗ эфирта комментариленӗ чух республика ертӳҫисене ку ыйту пирки темиҫе хутчен те аса илтернӗччӗ.

Делегаци пайташӗсем объектв техника енчен хакланӑ, пӑшалтан пемелли хатӗрсене пӑхса ҫӳренӗ, инфраструктурӑна пахаланӑ.

Комплекс йӑлтах тивӗҫтерсен кӑҫал кӗркунне, авӑн уйӑхӗнче, унта ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту ирттересшӗн.

#спорт, #биатлон, #МИХсем, #телекуравсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-180157443_2697
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем