Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан арҫын хыснаран суйса укҫа илнӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухса унӑн ҫав укҫана каялла тавӑрса пама тивнӗ, ҫийӗнчен ӑна суд 120 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче арҫын автосервис уҫасшӑн тесе социаллӑ контракт алӑ пуснӑ. Ун валли вӑл республика хыснинчен 350 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Кӑштахран сӑмаха ҫирӗплетсе пама документсем те тӑратнӑ. Анчах вӑл хут суя пулнӑ иккен. Арҫын нимӗнле автосервис та уҫман, укҫана хӑй пӗлнӗ те тӑкакланӑ.
Ултав ҫиеле тухсан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Вӑл хыснана тӑкак кӳнине пӗтӗмпех саплаштарнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна суд штраф хурса панӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 120 пин тенкӗ. Вӑл укҫана та арҫыннӑн кӑларса хума тивнӗ.
