Хулара
![]() Шупашкарта таксистсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавӑн пирки «Про город» хаҫат тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗсем видео ӳкернӗ. Рейда тухнӑ специалистсем такси тесе ҫырнӑ машинӑсене чарнӑ, вӗсем маскӑсӑр водительсене тӗрӗсленӗ. Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра общество транспортӗнче маска тӑхӑнмалла. Лавккасенче те, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта та ҫавӑн пек. Апла пулин те йӗркене пурте пӑхӑнасшӑн мар. Пӗр енчен, кунӗпе маскӑпа ҫӳреме йывӑррине ӑнланма пулать-ха. Ҫав вӑхӑтрах ковид-уйрӑмӗсенче талӑкӗпе маскӑпа, ятарлӑ тумтирпе ҫӳрекен тухтӑрсем тӳсеҫҫӗ-ҫке... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() UIHere сӑнӳкерчӗкӗ Турцинчен таврӑннӑ Шупашкар хӗрарӑмне анализшӑн штрафланӑ. Тӗрӗсрех каласан, тӗрӗс мар анализшӑн явап тыттарнӑ. Ют ҫӗршывран килекенсен кӑшӑлвирусран виҫӗ кун хушшинче тӗрӗсленсе ӗлкӗрмелле, ҫавӑн пирки патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнче пӗлтермелле. Турцинчен килнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫӳлтисем хушнине итленӗ-ха, пульницӑна кайнӑ. Анчах вӑл ИФА меслечӗпе тӗрӗсленнӗ. Ку мел организмра кӑшӑлвируса хирӗҫ ятарлӑ белок (вырӑсла ӑна антитела теҫҫӗ) пуррине палӑртма май парать. Хӗрарӑмӑн ПЦР мелӗпе тӗрӗсленмелле пулнӑ. Вӑл анализ ҫын чирленипе чирлеменнине кӑтартать. Йӗркене административлӑ майпа пӑснӑ тесе хӗрарӑма суд 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. |
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула пӗрмай татӑлать. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ку амак 164 ҫынна ьеш тӗнчене ӑсатнӑ. Ку вӑл – официаллӑ статистика ӗнентернӗ тӑрӑх. Чӑваш Республики чирлекенсен йышӗпе лайӑх регионсен йышӗнче шутланать. Апла пулин те вирус пирӗн тӑрӑхра та хӑйне аван туять. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑна ку чире тепӗр 64 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Эпидеми пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра 10262 ҫын чирленине шута илнӗ. Халӗ кӑшӑлвирусран 1308 сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна ҫӗршывӑн Аслӑ сучӗн президиумне надзор ҫӑхавӗпе ҫитнӗ. Аса илтерер: Михаил Васильевичӑн арӑмӗ вилнӗ упӑшкин ырӑ ятне тавӑрассишӗн Раҫҫейӗн Аслӑ судне унччен икӗ хутчен тавӑҫ ҫырнӑччӗ, анчах ӗҫе пӑхса тухманччӗ. Лариса Игнатьева мӑшӑрне Раҫҫей Президенчӗ «шанчӑкран тухнӑ» тесе ӗҫрен кӑларнипе ҫырлахасшӑн мар. Чӑваш Енӗн экс-Элтеперӗн арӑмӗ надзор ҫӑхавне РФ Аслӑ сучӗн президиумӗ ячӗпе шӑрҫалани пирки «Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ. Лариса Игнатьева Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европӑри суда та ҫитме хатӗр-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Верблюдовӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Вячеслав Тихонов генерал пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Александр Белов журналистӑн Фейсбукри лентинче асӑрхарӗ. «Лайӑх ҫынсем вилни ҫинчен час-часах пӗлтеретӗн тесе мана каларӗҫ-ха. Паян та ак чуна ыраттарскан хыпар пӗлтӗм», – тесе ҫырнӑ республикӑри паллӑ журналист. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управление Вячеслав Тихонов иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ертсе пынӑ. Александр Белов Вячеслав Тихоновпа 30 ҫула яхӑн туслӑ пулнине, кӑткӑс вӑхӑтсенче генерал хӑйне темиҫе хутчен пулӑшнине, журналист вара ӑна мемуарсен кӗнекине хатӗрлеме пулӑшнине аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() web.archive.org сӑн ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Мускав – Чулхула – Хусан» маршрутпа хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тӑвас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ ушкӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Оперативлӑ штаба республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи ертсе пырӗ. Унӑн ҫумӗ пулма транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрне шаннӑ. Ӗҫлӗ йыша хамӑр регионти тӗрлӗ министерствӑпа ведомство ертӳҫисене кӗртнӗ. Хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул иртекен районсен: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай – администрацийӗн пуҫлӑхӗсем оперштаба кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Анатолий Аксаковӑн халӑх тетелӗнчи страницинчи сӑн 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче шкул ҫунма тытӑннӑ. Инкекре 106 ача тата 4 вӗрентекен вилнӗ. Унтанпа нумай ҫул иртнӗ, ҫапах хуракассем ҫак хура кун алӑк умне пухӑнса митинг ирттереҫҫӗ. Паян та Хуракассинче вилнисене асӑнса митинга пухӑннӑ. Ҫав кун, 1961 ҫулта, шкулта акт залӗнче уяв концерчӗ иртнӗ. Кӳршӗ пӳлӗмре физика вӗрентекенӗ аслӑ класра ӑс пухакан икӗ ачапа пӗрле кинофильм кӑтартма хатӗрленнӗ. Бензинпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран ҫулӑм тухнӑ. Вилнисене тепӗр кун тӑванла масар ҫине пытарнӑ. 1994 ҫулта инкек пулнӑ вырӑнта палӑк лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Лидия Филипповӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи вуланӑкан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи вуланакан кӗнеке – Александр Артемьевӑн «Салампийӗ». Наци вулавӑшӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Спиридоновичӑн романӗ 1271 сасӑ пухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова тата Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне Александр Артемьевӑн хӗрне Александра Артемьевӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑвашинформ сӑнӳкерчӗкӗ «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирма ҫӗрулми вӑрлӑхне пробиркӑра ӳстерме пуҫланӑ. Кун пирки влаҫ органӗсен порталӗнче хыпарлаҫҫӗ. Анчах лабораторире ҫитӗнтернӗ миниҫӗрулмисен темиҫе стади витӗр тухмалла. Вӑрлӑха микроклоналлӑ мелпе ӳстерсен ҫимӗҫе тӗрлӗ инфекци ересрен пӑшӑрханма тивмӗ, мӗншӗн тесен пробиркӑра стерильлӗ. Агрофирма ларбораторийӗнче ҫулталӑкне 100 пине яхӑн туна ӳстерме пулать. Чӳкӗн 3-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Комсомольски районӗнче пулнӑ. Вӑл ун чухне ял хуҫалӑх прудукцийӗпе ӗҫлекен предприятисене пулӑшассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gastritinform.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилнӗ ҫынсем пулнӑ. Ҫав тапхӑртан пуҫласа 48 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе 161 ҫын кӑшӑлвирса пула вилнӗ. Ку таранччен 10198 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 8701-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 63 ҫын чирленӗ, 39 ҫын сывалнӑ, 3 ҫын вилнӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 1336 ҫын килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |