Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ӗҫлекен рабочи икӗ куҫне те пӗҫертсе янӑ. Предприятире ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснӑшӑн халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Инкек кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. 55 ҫулти арҫын йӳҫек кӑларакан цехра насус ылмаштарнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл йӳҫекпе икӗ куҫне те пӗҫертсе янӑ. Тем чухлӗ сипленсен те пӗр куҫӗ халӗ те курмасть. Ҫакӑ ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳни шутланать. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑманран тата рабочие хӳтлӗх хатӗрӗпе тивӗҫтерменрен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ыран, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енре ҫил вӑйланасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑл ҫеккунтра 17-19 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫӗрле ҫумӑр ҫумӗ, ыран кӑштах вӗтӗртетӗ. Атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленӗ: 736 миллиметр пулӗ. Термометр ыран 5-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫил вӑйлӑ вӗрнӗрен, тӗтре карса илме пултарнӑран Гидрометцентр хӑрушлӑхӑн сарӑ шайне палӑртнӑ. Паян ҫӗрле 0-5 градус ӑшӑ пулӗ. Сывлӑшри нӳрӗклӗх 88 процентпа танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cheboksary.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта слесарь-юсавҫӑ ӗҫре сарӑмсӑр вилнӗ. РФ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Слесарь-юсавҫӑ ҫӳп-ҫапа преслакан станок ҫине ӑнсӑртран ӳкнӗ. Ку инкек чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехет тӗлнелле пулнӑ. 54 ҫулти арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вырӑна тӗплӗн тӗрӗсленӗ, инкеке курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Судпа медицина экспертизи те ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ҫын хӑйне чӗртсе ярас тенӗ. «Про Город» хаҫат пӗлтернине шута илсе «В Татарстане» тӗнче тетелӗнчи МИХ хыпарланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах хулари Винокуров урамӗнче пулса иртнӗ. Инкеке асӑрхакансем хаҫатҫӑсене пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын хӑйне чӗртсе янӑ. Ҫавна курнӑ ҫын арҫыннӑн курткине хывса илнӗ. Хӑйне чӗртсе янӑ арҫын вырӑнтан тапса сикнӗ. Пӑтӑрмах пирки МИХ пӗлтернӗ хыҫҫӑн ку ӗҫпе Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем кӑсӑкланнӑ, вӗсем тӗпчеҫҫӗ иккен. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑмах май, ведомствӑн сайтӗнче официаллӑ комментари хальлӗхе асӑрхамарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче Чӑваш Енрп «Атӑл юмахӗ» регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ. Ача-пӑча тата ҫамрӑксен театрӗсен фестивальне культура учрежденийӗ юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех йӗркелет. Программӑна ҫӗршыври паллӑ сцена ӑстисен лекцийӗсене, семинарӗсене, тренингӗсене кӗртнӗ. Фестивале 6 театр хутшӑнӗ: Хусанти Габдулла Кариев ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ «Микулай» монодрамӑпа, Пушкӑртстанри Мустай Карим ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ «Я – кулак. Я А-Н-Н-А» социаллӑ драмӑпа, Ӗпхӳри ҫамрӑксен театрӗ «Всем кого касается» шкул хроникипе, Мордвари драма театрӗ «Куйгорож» юмахпа, Мари Элти ҫамрӑксен театрӗ «Сöсна поминка деч вара» сатирӑллӑ камитпе тата «Мойдодыр» юмахпа. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ фестивале «Чи хаклӑ пуянлӑх» истори легендипе уҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() sozvezdie-tour.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор пуҫлӑхӗ Анна Попова Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсене Ҫӗнӗ ҫулхи каникулсене килте ирттерме сӗннӗ. Кун пирки вӑл «Россия 1» каналпа пыракан «Вести» программӑна интервью панӑ чухне каланӑ. Ку, паллах, кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене килте ирттерсен, ют ҫӗршыва каймасан аван. «Ку уявсене эпӗ килте тата уҫӑ сывлӑшра ирттерме сӗнетӗп. Дачӑна кайма май пулсан питӗ лайӑх. Ют ҫӗршыв чикки урлӑ каҫса тепӗр ҫӗршывра карантина лекме пулать», - тенӗ Анна Попова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки ултӑ кунта кӑшӑлвирусран пӗрмаях виҫшер ҫын вилет. Ковид алхасма тытӑннӑранпа пирӗн тӑрӑхра 167 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку цифрӑсене федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑшӑлвируспа 65 ҫын чирленине шута илнӗ. Эпидемиологи сезонӗ пуҫланнӑранпа – 10 327. Пӗтӗмпе 8 856 пациент сывалнӑ, ҫав шутран юлашки тапхӑрта – 66. Кӑшӑлвирусран килте сипленекенсем валли пирӗн республикӑна ҫитес икӗ эрнере эмел кӳрсе килмелле. Аса илтерер: укҫана федераци бюджетӗнчен, пурӗ 48,5 миллион тенкӗ, уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче пирӗн республикӑри паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ – пин экземпляр. Кӗнеке авторӗ – Николай Сидоров. Хӑйӗн кӑларӑмне вӑл «Пӗрремӗш учитель» ят панӑ. Асӑннӑ ӗҫ пӗлтӗр Чӑваш Енӗн Информполитика министрӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракансен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ӑна кӑларма хыснаран укҫа уйӑрнӑ. Кӗнекене тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе паллаштаракан «Пӗрремӗш учитель» пьеса кӗнӗ, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ мухтавлӑ китаевед ҫинчен – «Никита Бичурин (Иакинф атте)», вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен – «Слакпуҫ ачи». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинчи икӗ муниципалитеа пӗрлештерес шухӑшлӑ. Ӗнер Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче Ҫӗмӗрле районӗпе хулин ҫитес пилӗк ҫулхи аталанӑвне тишкернӗ. Унта хутшӑннисем икӗ муниципалитета пӗрлештерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Аслӑ экономика канашӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков районпа хулана пӗрлештерес шухӑш вырӑнти пуҫлӑхсемпе тата предприяти ертӳҫисемпе калаҫнӑ май ҫуралнине пӗлтернӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ку шухӑша ырлать. Ыйтӑва татса париччен ӑна вырӑнти халӑхпа тӗплӗн сӳтсе явмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи Г.Р. Державинӑн музей-ҫуртӗнче «"Отмеченная зима". 1982. История издания книги» курав уҫӑлӗ. Ҫак кӗнекен авторӗ камне вулакансем ятӗнченех ӑнланчӗҫ ӗнтӗ. Ҫапла, тӗнчипе паллӑ чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи. Курава поэтӑн хӗрӗ Вероника та хутшӑнӗ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Вероника Айги Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ. Поэтӑн хӗрӗ ашшӗн сӑввисене тата Вероника Лосская патне шӑрҫаланӑ ҫырӑвӗсен сыпӑкӗсене вулӗ. Вероника Айхи — театр тата кино актриси, телеертӳҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлекен курав Геннадий Айхин иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен ҫурри хыҫҫӑнхи тапхӑрӗпе паллаштарнӑ май чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскерӗн пултарулӑхӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсем таран епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Поэтӑн ҫав ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисене пӗр ҫӗре пухса Францири «Синтаксис» издательствӑра 1982 ҫулта «Отмеченная зима» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн умсӑмахне Пьер Эммануэл, Францири паллӑ поэт, ҫырнӑ. Анӑҫра, эмигрантсен издательствинче, кӗнеке кӑларни авторшӑн инкекпе вӗҫленме пултарнӑ. Тӑван тӑрӑхра ҫул паман енне ҫакӑн пек тунӑ поэт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |