Республикӑра
![]() visaapp.ru сайтри сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ ют ҫӗршыв арҫыннине Раҫҫее килме пулӑшас тесе унпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Капла класан тӗрӗсех мар-ха: вӗсем пӗрле пурӑнман та, ҫыхӑну та тытман. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев ирттерсен палӑртнӑ. Ку – фиктивлӑ ҫемье пулнӑ. Ют ҫӗршыв арҫынни Раҫҫее килес тесе Шупашкар хӗрарӑмӗпе пӗрлешнӗ. Куншӑн вӑл ӑна 100 пин тенкӗ тӳленӗ. Прокуратура ку ҫемье фиктивлӑ пулнине ҫирӗплетме суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд прокуратурӑпа килӗшнӗ. Йышӑну саккунлӑ вӑя кӗнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта инвестици проекчӗн иккӗмӗш тапхӑрне уҫнӑ. Сӑмах теплица комплексӗ пирки пырать. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Малашне теплицӑра ҫулталӑкне 20 пин тонна пахча ҫимӗҫ туса илӗҫ. Ҫӗнӗ теплица уҫсан 150 ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ, ҫапла майпа халӗ унта 400 ҫын тӑрӑшать. Теплица 22 гектар ҫӗре йышӑнать. Унта экологи тӗлӗшӗнчен таса помидорпа хӑяр туса илеҫҫӗ. Кашни тӑваткал метртан 70 килограмм ытла помидор, 120 килограмм ытла хӑяр туса илесшӗн. Палӑртмалла: пӗрремӗш теплица пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() media.healthkurs.ru сайтри сӑн Тепӗр икӗ ҫыннӑн пурнӑҫеӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: республикӑра юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе кашни кунах инфекцие пула вилнисене шута илеҫҫӗ. Пӗр кун 4 ҫын таранах пулнӑччӗ. Ҫапла вилнисен йышӗ 135 ҫынна ҫитнӗ. Ку таранччен 9666 ҫын кашӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 8158-шӗ сывалнӑ. Ку 84,4 процентпа танлашать. Хальлӗхе 1373 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Юлашки талӑкра 99 ҫын сывалнӑ, 60 ҫын чирленӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑран Роспотребнадзор маска режимне вӑйлатнӑ. Малашне общество вырӑнӗсенче кӑна мар, ҫын нумай пулакан вырӑнта та маска тӑхӑнмалла. Ку парковкӑсене, лифтсене те пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ май Варнар районӗн тӗп пульници малашне инфекциленнисене йышӑнма тытӑнӗ. Ытти пациентӑн пулӑшу ыйтма урӑх районти пульницӑсене кайма тивӗ. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе Вӑрнар районӗн тӗп пульницин стационар корпусӗ ковид-госпиталь пек ӗҫлеме тытӑннӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене ҫавӑнта сиплеҫҫӗ. Хальлӗхе ача кӗтекен хӗрарӑмсен Ҫӗмӗрлери пульницӑна кайма тивӗ. Хирурги енӗпе Канашри пульницӑна ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта хӗвелпе ӗҫлекен тата тепӗр икӗ светофор вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи шкул ҫывӑхӗнче, ҫул урлӑ каҫнӑ ҫӗрте хӗвел энергийӗпе ӗҫлекен светофор вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫуран ҫӳрекенсем каҫнине, машинӑсен хӑвӑртлӑха чакармаллине светофор выляса тӑракан сарӑ ҫутӑпа асӑрхаттарать. Иртнӗ эрнере хулари икӗ вырӑнта ҫавӑн пек светофор ӗҫлесе кайнӑ. Вӗсем те шкулсен ҫывӑхӗнче. Пӗри – Николаев урамӗнчи 28-мӗш ҫурт тӗлӗнче, 35-мӗш шкул патӗнче; тепри – Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи 3-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, 7-мӗш шкултан инҫе мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗнӗ концерт сезонӗ уҫӑлнӑ. Уяв концертне К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ирттернӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — филармонире юсав ӗҫӗсем пыни. Ҫӗнӗ сезона уҫма Камера оркестрӗ Сергей Григорьев маэстро ертсе пынипе ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Концертра В.А. Моцарт тата Вольфанг Моцартӑн тата Петр Чайковскин хайлавӗсем янӑранӑ. Камера оркестрӗпе пӗрле сцена ҫине Чӑваш Республикин халӑх артистки Маргарита Финогентова (меццо-сопрано) тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Василий Журкин (скрипка) тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ коллаж Шупашкарта маскӑсӑр ҫӳрекенсене юлашки кунсенче ҫине тӑрса штрафлаҫҫӗ. Аса илтерер: хулари общество транспорчӗсенче рейдсем иртеҫҫӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ май пассажирсем маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 11 мобильлӗ ушкӑн ӗҫлет. Тунтикун тата тепӗр пилӗк ҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кӑшӑлвирусран сыхланмалли мерӑсене пӑхӑнман ҫынсене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, должноҫри ҫынсене – 10-50 пин тенкӗ, усламҫӑсене – 30-50 пин тенкӗ, организацисене – 100-300 пин тенкӗ. Ӗнер хулари 107 лавккапа 2 апатлану предприятине тӗрӗсленӗ. Маскӑсӑр виҫӗ сутуҫӑ тата общество транспортӗнчи 2 ҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта тата тепӗр инфекци корпусӗ тӑвасшӑн. Вӑл Республикӑн клиника пульницин тытӑмӗнче пулӗ. Хальлӗхе проект тӑвассине пӗлтернӗ. Укҫа-тенке республика хыснине иккӗмӗш хутчен улшӑну кӗртнӗ чух пӑхса хӑварнӑ. Республикӑн вице-пермьерӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ корпус тума 19,3 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ, ҫав шутран 11,7 миллион тенкине кӑҫал уйӑрӗҫ. Сӑмах май, кӑшӑлвируспа, ӳпке шыҫҫипе, тӗрлӗ вирус чирӗпе аптӑракансем юлашки вӑхӑтра сахал мар. Ҫавна май пульницӑсенче хушма вырӑнсем йӗркелемелле. Ҫапла тума республика Элтеперӗ Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура яваплисене хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vestikavkaza.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран ҫине-ҫинех вилеҫҫӗ. Ҫак каварлӑ вируса пула пурнӑҫран уйрӑлакансем кашни кунах пулаҫҫӗ. Хальхинче – виҫҫӗн. Стопкоронавирус.рф портал пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 133 ҫынна ҫитнӗ. Ӗнер кӑна 130 ҫынччӗ. Пӗр талӑкра 56 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 9606 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 8059-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1414 ҫын вирусран сипленет. Юлашки талӑкра 33 пациент кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӗркунне пире каллех савӑнтарӗ. Ытларикун, ыран, пӗлтӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Каҫхине 5 градус таран сивӗтӗ, кӑнтӑрла 1-6 градус ӑшӑ тӑрӗ. Эрне варринче антициклон Казахстан еннелле кайӗ, пирӗн пата ӑшӑ килӗ. Урамра татах темиҫе градус ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун хӗвел пӑхас шанчӑк пур. Канмалли кунсенче вара каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах кулянмаллиех ҫук. Ҫанталӑк сивӗ тӑмӗ, термометр 4-9 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ку ҫанталӑкӑн ку тапхӑрӗ валли питӗ ӑшӑ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |