Ҫул-йӗр
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Шупашкар-Ҫӗрпӳ» 125-мӗш маршурт ҫине вӗр ҫӗнӗ 18 автобус тухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ саппасра пулӗҫ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви 125-мӗш маршрут валли ҫӗнӗ перевозчика суйланӑ. Ҫӗнтерӳҫи — «АвтоУспех» тулли мар яваплӑ общество. 125-мӗш маршрут ҫинче вӑл 5 ҫул ӗҫлӗ. Лармалли 17 вырӑнлӑх, пӗтӗмпе вара 22 пассажирлӑх «Газель city» ҫӗнӗ автобуссем кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ. Салонта кондиционер ӗҫлет, автобус ӑҫта ҫитнине пассажирсене цифрӑллӑ маршрутизатор пӗлтерсе пырать. Шупашкартан Кӳкеҫе турттаракан маршрут ҫинче хальлӗхе ҫӗнӗ перевозчика палӑртман-ха, Софроновпа вара маларах килӗшӗве татнӑ. Асӑннӑ поселока пурӑнакансем автобуссем начар ҫӳрени пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче тӑтӑшах евитлеҫҫӗ. Маршрут ҫинче автобуссем епле ҫӳренине Шупашкар район администрацийӗ кунсерен тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |