|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн йӑлана кӗнӗ ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче унта Тани Юнӑн «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнекине хакланӑ. Чӑваш кӗнеке издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке 2013 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. «Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хӗр чухнехи хушамачӗ – Бурашникова) 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Етӗрне районӗ) Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. Пултарулӑхри малтанхи утӑмӗсене шкулти театр сцени ҫинче тунӑ, ун хыҫҫӑн Хусантан тин ҫеҫ Шупашкара куҫса килнӗ чӑваш театрӗнче вӑй хунӑ, «Чӑвашкино» тата «Востоккино» студисем ӳкернӗ фильмсенче тӗп рольсене вылянӑ. Чӑваш тата вырӑс драма театрӗсенче вылянӑ чухне ӑна Иоаким Максимов-Кошкинский асӑрханӑ. Каярахпа Иоаким Степанович унӑн мӑшӑрӗ пулса тӑнӑ. Тани Юн сцена тата кино искусствинче ытларах палӑрнӑ пулин те, литературӑра та ҫине тӑрсах ӗҫленӗ, вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ, пьесӑсем ҫырнӑ. Унӑн «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнеки пирвайхи хут 1972 ҫулта пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Александр Воробьев архивӗнчи сӑн Ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ Александр Воробьев Фейсбукра ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнӑ заявление сӑн ӳкерсе вырнаҫтарнӑ. Унта паянхи кун тӑрать. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хирӗҫ пулман, заявление алӑ пусса панӑ та должноҫрен кӑларнӑ. Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене Елена Хомченко пурнӑҫлать. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе министр ҫумӗнче ӗҫлет. Аса илтерер: Александр Воробьев ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пурнӑҫланӑ. Вӑл 40 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакансем сӗте йӳнӗпе туяннишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ те, тарӑхаҫҫӗ те. Ял ҫыннисемпе ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев тӗл пулнӑ. Парламентари Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисем сӗте хальхи вӑхӑтра 18 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку вӑл — 1 литр хакӗ. «Лавккари шыв та хаклӑрах», — пӑшӑрханаҫҫӗ ӗне усракансем. Ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи ҫынсем бойкот туса кӑтартасшӑн. Ҫав икӗ кун вӗсем сӗте сутасшӑн мар. Хыснаран уйӑракан субсиди сахал тесе калаҫҫӗ-мӗн ял ҫыннисем. Вӗсен шучӗпе тӗллевлӗрех пулӑшмалла, пысӑках мар кооперативсем йӗркелемелле, сӗте вырӑнта тирпейлемелле, посредниксем кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи культура ҫуртӗнче эстрада юррине юрлакансен «Юратсан юрлас килет» районти фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2015 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалтан ӑна Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Жуков композитор ячӗпе ирттерме йышӑннӑ. Конкурса коллективсемпе солистсем хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче вырӑнти профессионалсем те, ачасем те пулнӑ. Кашниех конкурса тӗплӗн тата тӑрӑшса хатӗрленни палӑрнӑ. Сцена ҫине тухнисен пултарулӑхне хаклакан сумлӑ тӳресен йышӗнче Юрий Жуков та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Муркашри тӗп вулавӑшра «Улькка Эльменӗ – пурнӑҫ ҫыравҫи» литературӑпа музыка тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна ҫыравҫӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекин виҫҫӗмӗш пайне халалланӑ. Улькка Эльменӗ Вӑрнар районӗнчи Авшак Элменре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн строительство организацине ертсе пыма тытӑннӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗскер хӑй вӑхӑтӗнче тӑван районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫри вӑтам шкулта директор ҫумӗнче, район администрацийӗн тӗп специалистӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» кӗнекисене вулакансем юратса йышӑннӑ. «Упраймарӑм сана» кӗнеке вара виҫӗ пайпа пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртӗҫ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ. Сӑмах май каласан, укҫа виҫи пӗлтӗрхи шайах юлнӑ. Конкурса авторсен ӗҫӗсене те, ушкӑнпа шӑрҫаланисене те йышӑнӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ алҫырушӑн 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӑтам шкул тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемшӗн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков 60 ҫулхи юбилейне палӑртать. Пулас артист Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл кӑсӑклӑ сахал мар сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Тӗслӗхрен, Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белугин авланни» спектакльти Белугина, Валери Туркайӑн пьесипе калӑпланӑ «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ» спектакльти Ухватова, Борис Аппаевӑн «Хӗрсене ҫапла вӑрлаҫҫӗ» спектаклӗнчи Руслана. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикассинче пушар пулнӑ, ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем килнӗ ҫӗре кирпӗч ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. Шел те, пӳрте сыхласа хӑварайман, ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем сарай таврашне ҫеҫ ҫулӑм куҫасран сыхласа хӑварнӑ. Ишӗлчӗксене пӑхса тухнӑ чухне арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 1971 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Пушар 500 пин тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнӗ. Халӗ специалистсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,4 млн тенкӗ тӑракан машина туянма хатӗрри пирки, ҫавна май аукцион иртесси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне хыпарланине аса илес тӗк, администраци ҫырнӑ условисем Toyota RAV4 машина пекрех пулнӑ. Виҫӗ кунранах, ӗнер, аукциона пӑрахӑҫланӑ. Ахӑртнех, ку хыпар массӑллӑ информаци хатӗрӗсене ҫитнипе те ҫыхӑннӑ. Машинӑна вырӑнти «Финанс тата хуҫалӑх енӗпе тивӗҫтерекен центр» хысна учрежденийӗ туянасшӑн пулнӑ имӗш. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт район администрацине мар, ҫак центра кирлӗ. Администраци пуҫлӑхӗ кун пирки пӗлсен ку йӗркесӗрлӗхе пӑрахӑҫлама хушнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те хускатаҫҫӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен «Чӑваш Республики» ушкӑнӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнчи ҫул-йӗр пирки пӑшӑрханса пӗлтерекенсем уйрӑмах йышлӑ. Ҫынсем «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫул тӑрӑмӗ начаррине ҫирӗплетекен сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтараҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫула ҫывӑх вӑхӑтра йӗркене кӗртӗҫ. Ӑна юсаса ҫӗнетӗҫ. Шӑтӑк-путӑка сапланипе ҫырлахмӗҫ, пысӑк лаптӑкӑн юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
