Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
«Правда ПФО» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Правда ПФО» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Шупашкарти Мускав прспектӗнче автобус хыпса илнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене 26-мӗш маршрутпа турттарнӑ.

Инкек вӑхӑтӗнче салонта пулнӑ 30 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те шар курман.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пӑтӑрмах 17 сехет те 20 минутра «Оперӑпа балет театрӗ» чарӑнура пулса иртнӗ.

Инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пушар хуралӗн ӗҫченӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ-ха, анчах автрбусран ним те юлман темелле. Общесство транспорчӗн кӑшкарӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем следстви умӗнхи тӗпчев пуҫарнӑ. Ахӑртнех, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек вырӑнне Шупашкарти Мускав районӗн прокурорӗ Николай Осипов та пырса ҫитнӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне асӑннӑ надзор органӗ те тӗпчӗ.

 

Культура

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута ярӗҫ. Вӑл 150 вырӑнлӑх пулӗ. Ку ялта 300 яхӑн ҫын пурӑнать.

Культура ҫуртне кӗркунне уҫма палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 33,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Клуб пӗр хутлӑ пулӗ. Унта фойе, ташӑ каҫӗ ирттермелли пӳлӗм, артистсен пӳлӗмӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗм, администратор пӳлӗмӗ вырнаҫӗҫ.

Килӗшӳ алӑ пуссанах подрядчик ӗҫе пуҫӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра никӗсне янӑ, тытӑнса тӑракан конструкцие тӑваҫҫӗ. Ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать

 

Вӗренӳ
gazetaingush.ru сайтри сӑн
gazetaingush.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре 65 яш-хӗр Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ икӗ экзаменра 200 балл илнӗ.

Пӗр ҫамрӑк аппеляцире хушма 1 балл илнӗ. Аса илтерер, икӗ предметпа 200 балл пухакансем ҫак шкулсенче вӗреннӗ ҫамрӑксем пулнӑ: Шупашкарти 3-мӗш лицей (физика тата математика), Шупашкарти 5-мӗш гимнази (хими тата вырӑс чӗлхи), Шупашкарти 2-мӗш гимнази (вырӑс чӗлхи тата обществознани), Шупашкарти 61-мӗш шкул (вырӑс чӗлхи тата информатика), Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул (вырӑс чӗлхи тата обществознани), Канашри 8-мӗш шкул (истори тата обществознани).

 

Ял пурнӑҫӗ
«Дзен|Чувашия» пабликри Инна Ильина сӑнӳкерчӗкӗсем
«Дзен|Чувашия» пабликри Инна Ильина сӑнӳкерчӗкӗсем

Ылтӑн алӑллӑ та илеме туйма пӗлекен ҫынсем нимрен илем ӑсталама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттурсем Красноармейски районӗнчи Малти Карӑкра пурӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ ял ҫывӑхӗнчи хире пӗрисем ҫамрӑк ҫемье, хӗрлӗ парӑс тата ытти тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарнӑ.

Ҫамрӑк ҫемье чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ. Вӗсен ачи ҫӑпатапа ларать.

Илеме асӑрханисем сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» пабликра вырнаҫтарнӑ. Сӑнӳкерчӗксен авторӗ — Инна Ильина.

Илемлӗ кӳлепесене кам ӑсталанине пабликра палӑртман.

 

Ҫурт-йӗр
fishki.net сайтри сӑнӳкерчӗк
fishki.net сайтри сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫемье асӑннӑ тӑрӑхра вӑрманта пурӑнать.

Василий ятлӑ арҫын унта пурӑнма тытӑнни ултӑ ҫул ытла иккен. Малтан ҫемье хваттер тара илсе пурӑннӑ, кайран, аренда хакланса кайсан, вӑрмана тухса утнӑ. Унта арҫын ал айӗнчи хатӗр-хӗтӗртен (пӗренепе полиэтиленран) пӗчӗк хуралтӑ туса лартнӑ.

Василий ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл та, унӑн арӑмӗ те ӗҫлеҫҫӗ. Вӑрманти хуралтӑра хӗл каҫма уйрӑмах йывӑр иккен. Хӗлле ҫемье газ баллонӗпе ӑшӑнать. Ҫутӑ валли мӑшӑр генераторпа усӑ курать. Апатланма ҫурма фабрикат туянаҫҫӗ: пельмен, хутаҫри яшка, котлет. Шыв ӑсма тата ҫӑвӑнма юханшыв хӗрне анаҫҫӗ. Вӑл ҫуртран 1 километрта вырнаҫнӑ.

Чӑваш Енрен мӗншӗн тухса кайнӑ тесе кӑсӑклансан Василий: «Унта нимӗнле ӗҫ те ҫук. Пачах та», — тесе хуравланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисенчен иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче 20 ҫулти каччӑ пулӑшу ыйтнӑ. Ҫартан тин ҫеҫ таврӑннӑ яшӑн банк картти ҫухалнӑ. Ун ҫинче укҫа пулнӑ. Ҫухалнӑ карттӑ ҫинчи 4 пин тенкӗ укҫа та кӗҫех ҫӗтнӗ.

Йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫын карттипе усӑ курнӑ ҫынна 6 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать.

Банк счёчӗ ҫинчен укҫа вӑрланӑ хӗрарӑм 55 ҫулта иккен. Хайхискер ют ҫын карттипе усӑ курма юраманнине пӗлнӗ, ҫапах та лавккара унпа тӳленӗ.

Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ вӑхӑтра хӗрарӑма килтен тухса ҫӳреме юрамасть тесе алӑ пустарнӑ.

 

Политика
 «Правда ПФО» сӑнӳкерчӗкӗ
«Правда ПФО» сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ ҫынна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков алӑ пуснӑ. Вӑл министр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑ.

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина Трофимова ку пукана 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑра инвестици пайӗнче вӑрман хуҫалӑхӗн экономикин секторӗн заведующийӗ пулнӑ.

Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнченпе республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне Мари Элӑн тава тивӗҫлӗ вӑрман ӗҫченӗ Эмир Бедертдинов пурнӑҫлать. Унӑн халӗ икӗ ҫум: Елена Хомченко тата Сергей Чепурнов.

 

Пӑтӑрмахсем
mybookit.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mybookit.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын Геленджикра канас тенӗ. Краснодар крайӗнчи хулана тухса кайиччен вӑл уйрӑм ҫын ҫуртне броньленӗ. Ҫав ҫурт Хура тинӗс хӗрринче пулнӑ. Ҫуртшӑн каччӑ хакӑн пӗр пайне — 9 пин тенк — тӳлесе хунӑ.

Кавказ тӑрӑхӗнчи курорт хулине 24 ҫулти ҫамрӑк хӑйӗн ҫемйипе ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухса кайма ӗмӗтленнӗ. Анчах шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑштахран ҫула тухаймассине ӑнланса илнӗ. Ҫурт хуҫине укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ килӗшмен. Тарӑхнипе каччӑ ӗнер йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Шупашкарти йӗрке хуралҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
 Geopro сӑнӳкерчӗкӗ
Geopro сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра кантурта ӗҫлекен чипер пикесен конкурсӗ иртнӗ. «Мисс Офис – 2021» ят панӑ ӑмӑртӑва пирӗн тӑрӑхри 20 компани хӗрӗсем хутшӑннӑ. Асӑннӑ ӑмӑртура Офис ӗҫченӗсен пӗтӗм тенчери конкурсӗн 12-мӗш сезонне хутшӑнма суйласа илнӗ.

Кастинга 20 организацирен хутшӑннӑ, анчах конкурсӑн ҫурма финалне виҫҫӗн ҫеҫ лекейнӗ. Ҫав пикесем сӑнӳкерчӗкре (сулахайран сылтӑмалла) сӑнланнӑ: Ольга Дмитриева, суту-илӳ менеджерӗ; Дарья Моисеева, реклама менеджерӗ; Анастасия Семенова, менеджер.

Авӑн уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче сасӑлав иртӗ. Финала 30 хӗр ҫеҫ лекейӗ. Кайран вӗсенчен пӗрне, ҫӗнтерӳҫе, «Мисс Офис – 2021» титул парӗҫ тата 2 миллион тенкӗ (налукне конкурса йӗркелекенсем хӑйсем тӳлӗҫ) парса хавхалантарӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-хӗр конкурс учредителӗн тата тӗп спонсорӗн реклама кампанийӗн сӑнӗ пулса тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/72900
 

Республикӑра
Тӑванӗн архивӗнчи сӑн
Тӑванӗн архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре 35 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл Питӗртен Шупашкара килме тухнӑ та ҫухалнӑ. Хӑй вӑл – Комсомольски районӗнчи Тукай Мишертен.

Арҫын Питӗртен ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килме тухнӑ. Анчах паянхи кун та Шупашкара ҫитеймен. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче вӑл аппӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ, Шупашкара ҫитсе пыни пирки пӗлтернӗ. Ҫавӑнтанпа унран сас-хура пулман.

Зайнуллин Рестем Минсаеетович 180 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, пичӗ тӑрӑхлӑ. Ҫухалнӑ кун кӑвак тӗслӗ спорт костюмӗ, калуш тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 89603060411, 89278584734 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72868
 

Страницӑсем: 1 ... 1312, 1313, 1314, 1315, 1316, 1317, 1318, 1319, 1320, 1321, [1322], 1323, 1324, 1325, 1326, 1327, 1328, 1329, 1330, 1331, 1332, ... 4084
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 30

1918
108
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...