Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи Ярославль урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин ҫывӑхӗнчи пӗчӗк вӑрманта ача виллине тупнӑ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑскере полиэтилен хутаҫа чикнӗ. Ача виллине асӑрханӑ вырӑна пакунлисем васкаса ҫитнӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана амӑшӗ наушник пӑралукӗпе пӑвса вӗлернӗ.

Пӗчӗк ачана вӗлернине пӗлсен тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӗсем хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хӑй тӗпренчӗкӗ ҫине алӑ хума хӑйнӑ амӑшне пӗлекенсене йӗрке хуралҫисемпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ «Пӗрле» уяв пӗтӗм Раҫҫейри премие илессишӗн конкурса хутшӑнать. «Золотой пазл» (чӑв. Ылтӑн пазл) премин шорт-листне лекнӗ финалист-проектсене паян суйлӗҫ. Конкурса тӑратнӑ мероприятисене HR, PR компанисен ертӳҫисем, ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври компанисен маркетинг пайӗсен пуҫлӑхӗсем, МИХсенче тӑрӑшакансем, сумлӑ экспертсем хаклӗҫ.

Тӑван республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине халалланӑ мероприяти икӗ номинацире ӑмӑртать: «Массӑллӑ чи лайӑх мероприяти» тата «Пулӑмпа ҫыхӑннӑ туризм енӗпе чи лайӑх мероприяти».

Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ.

 

Персона

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Воюцкая чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 60 ҫул тултарӗ. Ҫав кун К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дпама театрӗнче «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакль кӑтартӗҫ.

Надежда Воюцкая Вӑрнар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ.

Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем кашниех хӑйне евӗр. Сӑмахран, Борис Чиндыковӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакльте вӗҫӗм хӳхлекен Марине ятлӑ ача ролӗнче вылянӑ. Вӑтӑр урлӑ каҫнӑ хӗрарӑма ача сӑнарне ӗнентерӳллӗн калӑплама ҫӑмӑл пулман, анчах тӑрӑшни сая кайман. Ку спектакльпе театр тӗрлӗ хулана ҫитнӗ, конкурссене хутшӑннӑ, сумлӑ вырӑнсем йышӑннӑ.

 

Ӳнер

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑннӑ. Ятарлӑ ярӑма вӑл паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тӗрӗҫӗн кунӗнче, пуҫарнӑ. Ӑна пирӗн республикӑра туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ку уява чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртма йышӑннӑ.

Чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен калакан ярӑма «Чӑваш тӗрри = Чувашские узоры» сайра тӗл пулакан кӑларӑм уҫать. Ӑна 1925 ҫулта Чӗмпӗрти Чӑваш педагогика техникумӗн Этнографи музейӗ кун ҫути кӑтартнӑ.

Альбома музейри чӑваш тумӗн ҫипуҫӗн тӗслӗхӗсемпе илемлетнӗ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗпе Дмитрий Архангельский художник-график, краевед, педагог паллаштарнӑ.

 

Республикӑра
profiz.ru сӑнӳкерчӗкӗ
profiz.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Больничнӑйшӑн паракан укҫана Раҫҫей почти ҫитерсе пама тытӑннӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ку пулӑшупа пирӗн ҫӗршыври 6 пине яхӑн ҫын усӑ курнӑ.

Укҫана почта уйрӑмӗнче илес тесен ӗҫри бухгалтерире ятарлӑ заявлени ҫырмалла. Социаллӑ страховани фончӗ тӳлеве почтӑн уйрӑмне ярса парать. Укҫа ҫитнине пӗлтерсе ҫын патне извещени килет. Тӳлеве почта урлӑ куҫарнӑшӑн ҫынран комисси тытса юлмӗҫ.

Хӑвӑршӑн меллӗ почта уйрӑмӗн адресне Раҫҫей почтин сайтӗнче е унӑн мобильлӗ приложенийӗнче пӑхма пулать.

 

Культура
«Спящая красавица» балет
«Спящая красавица» балет

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗ Валентин Федоров кӑ,алхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Юбилее театрта ӗнер паллӑ тунӑ. Унта Петр Чайковскин «Спящая красавица» балетне кӑтартнӑ.

Художник тӗрлӗ жанрлӑ (опера, балет, оперетта, мюзикл, драма спектаклӗ, концерт) ӗҫсене илемлетнӗ. Вӗсене Мускаври, Ҫӗнҫӗпӗрти, Курскри, Екатеринбургри, Чулхулари, Улан-Удэри, Аҫтӑрханти, Кемӗрти, Шупашкарти ҫеҫ мар, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи сценӑсем ҫинче лартнӑ. Ӳнер ӑстисем каланӑ тӑрӑх, «Спящая красавица» балет художникӑн ҫапах та чи вӑйлӑ ӗҫӗсенчен пӗри шутланать. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XX балет фестивальне уҫнӑ.

 

Республикӑра
Максим Васильев сӑнӳкерчӗкӗ
Максим Васильев сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри «вӑрҫӑ ачисене» укҫан пулӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки паян ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ.

Кӑҫал пирӗн республикӑра тата ытти хӑш-пӗр регионта «вӑрҫӑ ачи» статуса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак ушкӑна кӗрекенсенчен хӑшӗсем ятарлӑ удостоверени те илме ӗлкӗрчӗҫ. Анчах ку хут хальлӗхе нимех те памасть. Укҫан пулӑшу памаҫҫӗ.

«Вӑрҫӑ ачисене» хушма пулӑшу памаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Нуша-тертне самай тӳснӗ ватӑсене пулӑшмалла тесе общество членӗсем пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре йывӑҫ-тӗм лартма тытӑннӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре ҫӑка, хӑва, шурӑ сирень тата ыттисем ӳсӗҫ. Кӗркунне лартмалли йывӑҫ-тӗмсене халех лартнӑ.

Йывӑҫ лартма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Вӑл тата хулари тӳре-шара юман лартнӑ.

«Юман – республика элемӗ, ӑна герб ҫине ӳкерсе хунӑ. Раҫҫейри чи паллӑ йывӑҫ пирӗн тӑрӑхра ӳсет. Юманпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Республикӑн Хӗрлӗ тӳремӗнче ӑна лартни ытахальтен мар», – тенӗ Олег Николаев.

 

Хулара

Шупашкарта халӑх йышлӑ вырӑнсенче маска тӑхӑнман, кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли правилӑсене пӑхӑнман ҫынсене штрафлаҫҫӗ.

Л.И. Арапова уйрӑм усламҫӑн «Красотка» парикмахерскийӗнче ҫӳҫ касакансен ӳт температурине виҫменнине тупса палӑртнӑ. Пӳлӗме сиенсӗрлетнине те унта ҫырса пыман. Т.Г. Петровская усламҫӑн «Акуна Матата» ача-пӑча канӑвӗн центрӗнче ҫынсен пӗр-пӗринпе юнашар тӑма юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем пулман.

«Не Горюй» кафе хуҫисем те йӗркене пӑхӑнман.

Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче маскӑсӑр ҫынна тытса чарса акт ҫырнӑ.

 

Хулара

Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи ЗАГСра ачасене епле ят панине эрнесерен тишкереҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере ҫутӑ тӗнчене килнӗ пепкесенчен пӗрне чӑвашла ят хунӑ. Арҫын ачана Атнер тесе чӗнӗҫ.

Сайра тӗл пулакан ятсенчен ЗАГС ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех Агата, Злата тата Алисия ятсене асӑннӑ. Ачасенчен чылайӑшӗ тулли ҫемьере ҫуралнӑ.

Сӑмах май, иртнӗ эрнере ҫут тӗнчене хӗрачасем нумайрах килнӗ: Калинин районӗнче 27 хӗрачапа 20 арҫын ача ҫуралнӑ. Хула ҫыннисем ывӑлӗсем валли ытларах чухне Кирилл, Максим, Павел, Тимофей ятсем суйланӑ, хӗрӗсем валли – Александра, Виктория, Ксения тата Эмилия.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67862
 

Страницӑсем: 1 ... 1314, 1315, 1316, 1317, 1318, 1319, 1320, 1321, 1322, 1323, [1324], 1325, 1326, 1327, 1328, 1329, 1330, 1331, 1332, 1333, 1334, ... 3878
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...