Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Галина Матвеева кӗнеки диплома тивӗҫнӗ

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Галина Никитина 18.05.2022 17:10 | 476 хут пӑхнӑ
Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Галина Матвеева поэтӑн, писателӗн, куҫаруҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» кӑларӑмӗ Елена Благинина ячӗллӗ литература премийӗн уйрӑм дипломне тивӗҫнӗ.

Елена Благинина (1903-1989) ячӗллӗ конкурса кӗҫӗн тата вӑтам ҫулхи ачасем валли вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе 30 пин тенкӗ преми параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне жюри лайӑх кӗнекесен авторӗсене уйрӑммӑн хавхалантарать.

«Вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене ҫеҫ йышӑннине пӗлсе тӑрсах ҫак конкурса хутшӑнас килчӗ. Укҫа выляса илессишӗн мар. Ку — литература премийӗ, унта автор пултарулӑхне ҫиелтен, аннотаци тӑрӑх ҫеҫ, хакламаҫҫӗ, тӗплӗн тишкереҫҫӗ. Ку — пӗр сӑлтав. Тепӗр сӑлтавӗ — ҫак премие ача-пӑча валли сӑвӑ ҫыракансене хавхалантарас тата Елена Благинина ятне асра тытас, унӑн поэзине пропагандӑлас тӗллевпе йӗркеленӗ. Мана ҫак авторӑн поэзийӗ килӗшет», — тенӗ Галина Алексеевна.

#литература, #ҫыравҫӑсем, #конкурсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Елена Енькка ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ кӗнеке пичетленсе тухӗ
2021, 12, 03
Писатӗльсен союзӗ хӑйӗн ятӗнче «профессионаллӑ» сӑмахпа усӑ курма тивӗҫлӗ-и?
2021, 12, 08
Литература ёлкине чӗнеҫҫӗ
2022, 01, 05
Литература ёлкинче ҫыравҫӑсем малашлӑх плансене сӳтсе явнӑ
2022, 01, 14
«Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнеке пичетленнӗ
2022, 02, 11

Комментари:

Салантай // 1464.11.0770
2022.05.18 17:32
Саламлатап !!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org