Культура
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Канаш ен» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗ – чылай хаҫатшӑн паллӑ уйӑх. Канашсен хаҫачӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 ҫул тултарнӑ. Унӑн пӗрремӗш номерне 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Ун чухне хаҫат эрнере виҫӗ хутчен тухнӑ. Паян вӑл эрнере пӗр хутчен пичетленет. «Канаш ен» унчченхиллех район тата ял ҫыннин пурнӑҫӗпе паллаштарать. Самана таппипе тан пырас тесе хаҫатҫӑсем тӗнче тӗтелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйсен страницисене хастар тытса пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |