Сывлӑх
![]() rt13.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирус статистики мӗнлереххине тишкерер. Паянхи кун тӗлне республикӑра 25340 ҫын ҫак мурпа чирленӗ. Вӗсенчен 23134-шӗ сывалнӑ. Ку 91,3 процентпа танлашать. Юлашки вӑхӑтра ку чире пула вилекенсем самай чакнӑ. Юлашки вӑхӑтра 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 1408 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫапах талӑкра вилекенсен йышӗ кӑшт нумайланнӑ: паян 51 ҫын чирленӗ. Сывалакансем 48-ӑн пулнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кашӑлвирусран 798 пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Юлашки ҫулсенче ҫынсем электросамокатпа ҫӳрме хӑнӑхса кайрӗҫ. Анчах унпа ҫӳреме те пӗлмелле. ҪҪХПи пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Коммунистсен урамӗнче йӗрке хуралҫисем электросамокат водительне чарнӑ. Транспортӑн хӑвачӗ 0,5 кВт пулнӑ. Водителӗн вара ку транспортпа ҫӳреме ирӗк паракан права пулман. Ведомство Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Канаш районӗнчи Сиккассинче хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Ӑна вакласа пенӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Хӗрарӑм 59 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине юханшыв хӗрринче тупнӑ. Ывӑлӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗлтӗр раштавӑн 11-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Следстви версийӗ тӑрӑх, ӑна тӑванӗ вӗлернӗ. Ҫав кун хӗрарӑм Сиккассинче тӑванӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ те хирӗҫсе каҫнӑ. Арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен пуртӑпа икӗ хутчен ҫапса вӗлернӗ. Унтан вилене пахчана илсе тухнӑ, вакланӑ та 3 миххе чикнӗ. Вӗсене юханшывра вак касса пенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cheb.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ялӗнче ферма уҫӑлнӑ. Унта 500 ӗне вырнаҫать. Ферма тумашкӑн 200 миллион тенке яхӑн тӑкакланнӑ. Фермӑна тӳре-шара та ҫитсе курнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аграрисем тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма пултараҫҫӗ, РФ Ял хуҫалӑх министерствин конкурсне хутшӑнмалла ҫеҫ. Комисси витӗр тухнисем федераци хыснинчен – тӑкакӑн 25 процентне, регион хыснинчен 16 процентне илме пултараҫҫӗ. Конкурс суйлавӗ витӗр тухманнисен регион хыснинчен тӑкакӑн 30 процентне саплаштарас шанчӑк пур. Аса илтерер: Ҫӗрпӳ районӗнче тислӗкпе пӗрле пӑру виллисене уя кӑларса ывӑтни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() bessarabiainform.com сайтри сӑн ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланса вӗсене самаях пысӑк укҫа куҫарса панӑ Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе полицейски тесе паллаштарнӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн пухӑннӑ укҫине хурахсенчен хӳтӗлемелли пирки каланӑ. Ку вара ӑна ӗненнӗ. Ватӑ хӗрарӑм ҫав ҫынна 700 пин ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ултавҫӑ кам пулнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чеб.ру сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ масара пысӑклатӗҫ. Ҫавна май аукцион иртет. малтанхи хак – 2,3 миллион ытла тенкӗ. Подрядчике ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Вӑл тӳрех масара пысӑклатма тытӑнӗ. Икӗ уйӑхра 690,2 тӑваткал метр ҫинче ҫул тата тротуар тумалла, йывӑҫсене касмалла, шыв юхмалли канав хатӗрлемелле. Юлашки хутчен масара 2017 ҫулта пысӑклатнӑ. Ун чухне ку ӗҫе «Доркомсервис» 1,8 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта 424 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта – 341 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сӑнӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме «хӗрлӗ зонӑсенче» койкӑсен шутне ӳстереҫҫӗ. Ҫакӑ йывӑр чирлӗ пациентсем нумайланнипе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ икӗ эрнере ковид-госпитальсенче 110 хушма койка хатӗрленӗ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи кӑтартупа танлаштарсан, чирлисен йышӗ 20 процент ӳснӗ. Халӗ чирлисене сиплеме 1160 койка пур, унччен 1050 пулнӑ. 156 койка хальлӗхе пушӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта 1004 ҫын сипленет. Вӗсенчен 633-шӗ – 60-тан иртнисем. 45 ҫын питӗ йывӑр чирлӗ. Килте амбулатори мелӗпе сипленекенсен йышӗ вара чакнӑ – 1307 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Надежда Столярова «Чӑваш Республикин аталану корпорацийӗ» ПАОн директорсен канашӗн председателӗ пулма Надежда Столяровӑна ҫирӗплетнӗ. Кун пек йышӑнӑва ӗнер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, тунӑ. Кун пирки компани хыпарланӑ. Надежда Столярова – республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ. Ӗнерхи ларура предприятин директорсен канашӗ темиҫе ыйтӑва тишкернӗ. Ҫав шутра – директорсен канашӗн председательне суйлассине те. Акционерсен ҫулталӑкри пухӑвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Иртнӗ ҫула компани тӑкакпа вӗҫленӗрен дивиденд тӳлес мар тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗр корпораци 2,836 млн тенкӗ тӑкак курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Эмир Бедертдинов. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Наци ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Эмир Бедертдинова шаннӑ. Асӑннӑ ҫын Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. Эмир Бедертдинова министр тивӗҫне пурнӑҫлама шанни ҫинчен калакан 65-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Эмир Бедертдинов Мари политехника институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӑсчах степенӗ пур. Вӑл — техника наукисен кандидачӗ. 2016 ҫулччен Мари Элта тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Кайран Мари Элта Вӑрманпа усӑ куракансен союзӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулнӑ Александр Воробьев должноҫре ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ. Ака уйӑхӗнче вӑл ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш Акатуйӗ иртӗ. Ҫак эрнере ку ыйтӑва республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Олег Мустаевпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Министра Олег Николаевич наци уявне епле хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Чӑваш Ен Чӗмпӗрти Акатуя чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсене ӑсатӗ», — шантарнӑ республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш хастарне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |