Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи
Александр Степановӑн «Контактра» страницинчи постран илнӗ скриншот
Александр Степановӑн «Контактра» страницинчи постран илнӗ скриншот

«Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?» — ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов.

«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Александр Степанов ҫапларах ҫырса пӗлтернӗ: «Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви нумаях пулмасть сӗнӳ кӑларчӗ. Ун тӑрӑх, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине 3 сехетрен кая мар вӗрентмелле. Ку пӗр енчен ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар, мӗншӗн тесен хула шкулӗсенче е пачах та чӑваш чӗлхине вӗрентмен, е 1-2 сехет кӑна пулнӑ. Ырламалла ҫеҫ пек. Тепӗр енчен ялти шкулсен хӑй евӗрлӗхне шута илмест ку документ. Ялти шкулсенче, тӗслӗхрен, 5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе литератури валли 5 сехет уйӑрнӑ пулнӑ. Эппин, вӗсен сехечӗсем чакаҫҫӗ-и? Ку мӗн туни пулать вара? Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?»

Ку ыйту хуравне республикӑн Вӗренӳ министерствинче пӗлеҫҫӗ пулинех...

 

Чӑваш чӗлхи
онлайн-курс страницинчен илнӗ скриншот
онлайн-курс страницинчен илнӗ скриншот

Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Алпарух (Александр Блинов) чӑваш чӗлхине хӑвӑрт вӗренмелли тӳлевсӗр курса ҫырӑнма сӗнет.

Чӑваш чӗлхине Алпарух хӑй вӗрентӗ. Заняти эрнере икӗ хутчен, каҫсерен, иртӗ. Онлайн-вӗренӗве авӑн тата юпа уйӑхӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ.

Чӗлхене вӗренес текенсен ҫак каҫӑпа иртсе заявка хӑварма май пур.

 

Спорт

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта ҫурмамарафон иртӗ. Спортсменсем кӳлмекре тата Мускав ҫыранӗнче чупӗҫ.

Ку ҫурмарафона 2020 ҫултах ирттерме палӑртнӑ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула урӑх вӑхӑта куҫарма тивнӗ. Акӑ тинех иртӗ вӑл.

Спортсменсем 3 дистанцие парӑнтарӗҫ: 5, 10 тата 21,1 ҫухрӑма. Ӑмӑртӑва хутшӑнма тӳлевлӗ. Хальхи вӑхӑтра кирлӗ чухлӗ спортсмен пухнӑ: 500 ҫын. Авӑнӑн 3-мӗшӗнче заявкӑсене татах йышӑнӗҫ, анчах пушӑ вырӑнсем тупӑнсан кӑна.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Шупашкарта патрульпе пост службин нарячӗ пысӑк михӗ йӑтса утакан арҫынна чарнӑ. Михӗре мороженӑй пулнӑ. Ӑҫтан тупнӑ вӑл ӑна?

Михӗре 70 мороженӑй пулнӑ. Ҫак ӳсӗр арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл вӗсене Президент бульварӗнчи морозильник контейнерӗнчен вӑрланӑ. Пӗтӗмпе 90 мороженӑй йӑкӑртнӑ. Ыттине урампа утнӑ чухне ҫынсене валеҫсе пӗтернӗ.

Ҫак арҫын кунти мар, вӑл - Киров облаҫӗнчен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Сывлӑх
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан арҫын хӑйӗн кӳршине, 56 ҫулти хӗрарӑма, кӳрентерсе пӗтернӗ. Хӗрарӑм 33 ҫулти кӳршӗ арҫыннине подъездра пирус туртнӑшӑн тата 23 сехет хыҫҫӑн шавланӑшӑн асӑрхаттарнӑ.

Вӑйпитти этем каҫару ыйтас вырӑнне хӗрарӑма кӳрентерме тапранса кайнӑ.

Кӳршин сӑмахне хӗрарӑм чӗре ҫывӑхне илнӗ, ӑна япӑх пулса кайнӑ. Хӗрарӑм патне васкавлӑ пулӑшу машини чӗнсе илнӗ, ӑна больницӑна вырттарма тивнӗ.

Хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ арҫынна суд административлӗ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф хуса пама йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш хулинче пӗр арҫын хӑйӗнпе пӗр класра вӗреннӗ тусне вӗлернӗ.

59 ҫулти арҫын кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канашри общежитисенчен пӗринче тусӗпе тӗл пулнӑ. Ҫав арҫынпа вӗсем пӗр класра вӗреннӗ. Ытти чухне ялан юлташлӑ пурӑннӑскерсем ҫав каҫхине тавлашса кайнӑ. Хӑна алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа чикнӗ.

Шар курнине больницӑна ӑсатнӑ-ха. Анчах тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман. Йывӑр суранланнӑ арҫын тепӗр икӗ кунтан вилсе кайнӑ.

Алла ҫӗҫӗ ярса илсе унпа ҫынна чикнӗ этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Культура
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Канаш ен» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗ – чылай хаҫатшӑн паллӑ уйӑх.

Канашсен хаҫачӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 ҫул тултарнӑ.

Унӑн пӗрремӗш номерне 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Ун чухне хаҫат эрнере виҫӗ хутчен тухнӑ. Паян вӑл эрнере пӗр хутчен пичетленет.

«Канаш ен» унчченхиллех район тата ял ҫыннин пурнӑҫӗпе паллаштарать. Самана таппипе тан пырас тесе хаҫатҫӑсем тӗнче тӗтелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйсен страницисене хастар тытса пыраҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
www.chuvash.org сайта маларах вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
www.chuvash.org сайта маларах вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 5 ҫулти ача 9-мӗш хутран ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкек Юханшыв урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пулнӑ.

Ӗнерхи хыпарта ача чӗрӗ пулнине хыпарланӑччӗ те, анчах йӑнӑшнӑ иккен. Пӗчӗкскер куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Пӑтӑрмах хыҫҫӑн прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, профилактика органӗсем епле ӗҫлени таранах тӗрӗслӗҫ.

 

Республикӑра
runews24.ru сайтри сӑн
runews24.ru сайтри сӑн

ЧР Транспорт министерстви ҫумӗнче ведомствӑсен хушшинчи ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелӗҫ, вӑл пассажирсене илсе ҫӳрекен транспортсене тӗрӗслӗ. Ку ушкӑна йӗркелеме ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ.

Олег Алексеевич транспорт министрӗпе Владимир Осиповпа Шупашкарта 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ тӗслӗхе сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: ку пӑтӑрмах ҫурлан 17-мӗшӗнче 13 сехетре Мир проспектӗнче пулнӑ. Автобус пынӑ чухне мотор отсекӗнче ҫулӑм тухнӑ. Салонра 15 пассажир пулнӑ, пурте урама тухса ӗлкӗрнӗ.

Ӗҫлӗ ушкӑн йышӗнче Инкеклӗ лару-тӑру министерстви, прокуратура, ШӖМ, Транспорт министерстви, Шупашкар хула администрацийӗн элчисем пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81124
 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗсем вӑя кӗрӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, шкул ачисем финанс пӗлӗвне ӑса хывӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫакнашкал уроксем пулӗҫ.

Уроксем 9-11-мӗш классенче иртӗҫ. Республикӑра пӗтӗмпе 22 пин ача ҫак темӑна итлесе ларӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уроксене Финанс министерствин ӗҫченӗсем ирттерӗҫ. Ытти ҫӗрте вара – вырӑнти администрацисен финанс пайӗн ӗҫченӗсем, централизациленӗ бухгалтерире тӑрӑшакансем. Ҫавӑн пекех ку енӗпе нимеҫӗсемпе экспертсене чӗнӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1116, 1117, 1118, 1119, 1120, 1121, 1122, 1123, 1124, 1125, [1126], 1127, 1128, 1129, 1130, 1131, 1132, 1133, 1134, 1135, 1136, ... 4242
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 29

1891
135
Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1916
110
Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Чернышев Александр Александрович, опера юрӑҫи, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1963
63
Маттикасси, Хырлӑх, Чӑршӑ тата Чӗрӗп ялсене пӗрлештерсе Вомпӑкасси ялне йӗркеленӗ.
1968
58
Былинкина Лариса Геннадьевна, актриса, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
2010
16
Игнатьев Михаил Васильевич президент вырӑнне йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...