Республикӑн онкодиспансерӗнче тӗп тухтӑрта икӗ уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Светлана Баландина ку должноҫре тек тар тӑкмӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхула хӗрарӑмӗ ӗҫрен эрнекун пӑрахнӑ.
2018 ҫултанпа асӑннӑ пульницӑра тӗп врач пиллӗкмӗш хутчен ылмашнӑ. Анчах Светлана Баландинӑна ҫитекен пулман – вӑл икӗ уйӑхранах тӗп врач пуканне пушатнӑ. Хӗрарӑма ку тилхепене юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тыттарнӑ, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ.
Онкодиспансерӑн тӗп врачӗнче унччен ӗҫленӗ Сергей Карамаликов тӗлӗшпе ҫулла пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.