Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ирӗклӗх» общество организацийӗн хастарӗсем Чӑваш Енӗн Конституцийӗн кунне йышӑнтарасшӑн. «Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче раштавӑн 9-мӗшӗнче (ку куна тӗрӗссипе раштавӑн 12-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ-ха) Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗпе ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе салам пичетленӗ. Ҫӗршыв шайӗнче «Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ҫинчен» 1994 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йышӑннӑ саккун пур», — ӑнлантарса ҫырнӑ Чӑваш халӑх сайтне асӑннӑ пӗрлешӳ хастарӗсем.
«Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ кун та (2000 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ), унччен те, маларах та Чӑваш Республикин Элтеперӗн сайтӗнче те, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те республикӑн тӗп саккунӗпе Михаил Игнатьев саламлани пулмарӗ», — пӑшӑрханаҫҫӗ «Ирӗклӗх» пайташӗсем.
Унтан вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗ патне Чӑваш Ен Конституцийӗн кунне йышӑнма ыйтса ҫыру ҫырнине пӗлтернӗ.
