Вӗренӳ
![]() РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова шкулсен тата ача пахчисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Тӳрех палӑртмалла: нумаях пулмасть Новосибирск хулинче канашлу иртнӗ. Ӑна вӗренӳпе ӑслӑлӑха халалланӑ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Чылай регионта шкулсем ҫитменни палӑрнӑ. Чӑваш Енре те ҫакнашкал лару-тӑру. Пирӗн шкулсем 13 процент ытларах тулнӑ. Лару-тӑру ҫитес вӑхӑтра улшӑнмасть-тӗк ку кӑтарту 25–30 процентпа танлашма пултарать. Тӗлпулура Алена Аршинова кӗҫех ҫӗнӗ шкулсем хута каясси пирки каланӑ. Анчах кадрсем ҫитменни — ҫивӗч ыйту. Вӗрентекенсем ансат сӗнӳ панӑ — ӗҫ укҫине ӳстермелле. Мӗншӗн тесен шкулсемпе ача пахчисене ҫамрӑксем ӗҫлеме килесшӗн мар. Вӗренӳ тытӑмне бюрократизацилес ыйтӑва та хускатнӑ. Новосибирскра Дмитрий Медведев вӗрентекенсен отчечӗсене сахаллатма сӗннӗ. Алена Аршинова кунашкал тӗлпулусем малашне те иртессине пӗлтернӗ. Вӗрентекенсен сӗнӗвӗсене вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗсене калама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Туслӑх» ушкӑнри ачасем Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Муркаш районӗнчи ачасем этноуйлӑхсенче (этнолагерьсенче) каннӑ. Вунӑ кун хушшинче вӗсен тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттермелле пулнӑ. Пурӗ 9 этноуйлӑх ӗҫленӗ. Калайкасси ялӗнче, сӑмахран, «Туслӑх» ятлинче ачасем каннӑ, Ҫатракасси ялӗнче — «Мехел» ушкӑнра. Муркашӗнче хӑйӗнче те уйрӑм ушкӑн пулнӑ — «Чӑнкӑ чӑвашсем» ятли. Этноуйлӑхсенче ачасем мӗн-мӗн туни ҫинчен ҫак каҫӑсемпе кӗрсе паллашма пулать: «Туслӑх» ушкӑн, «Мехел» ушкӑн, «Чӑнкӑ чӑвашсем» ушкӑн. |
Вӗренӳ
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, математика предмечӗпе профиль шайӗнче ППЭ тытнӑ. Ку экзаменран та ҫӑмрӑксене кӑларса янӑ тӗслӗх пулнӑ. Аслӑ шкула кӗмешкӗн ҫеҫ кирлӗ тӗк яш-хӗр математикӑна профиль шайӗнче тытнӑ. Пӗтӗмпе пӗлӗвне 4,2 пин ҫын тӗрӗсленӗ. Республикӑра 31 пункт ӗҫленӗ, вӗсенче 1,6 йӗркелӳҫӗ ӗҫленӗ. Экзамен хальхинче те пӑтӑрмахсӑр иртмен. Шпаргалкӑпа тата кӗсье телефонӗпе усӑ курнӑшӑн 5 ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре экзамен вӑхӑтӗнче 57 ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ. 44-шӗ — 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем, 13-шӗ — 11-мӗш класс пӗтернисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти икӗ шкулти апатланӑшсем кафе пек ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ку проекта хула администрацийӗ ҫирӗплетнӗ, ун валли 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 59-мӗш шкулти тата 4-мӗш лицейри апатланӑшсене ҫӗнетӗҫ. Сӗтелпе пукансене улӑштарӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ тата ачасем сӗннӗ проектра куҫса ҫӳрекен вулавӑш тума та палӑртнӑ. Унта пралуксӑр тӗнче тетелӗ те пулӗ. Ку проекта мӗншӗн пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ? Ачасем пысӑк тӑхтавра кӑритур тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресрен те. Кафере ачасем апатланма ҫеҫ мар, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме те пултараҫҫӗ. Унта тӗрӗс апатлану пирки калаҫӗҫ. Тӗлпулӑва тӗрлӗ професси ҫыннисене чӗнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче Шупашкарта виҫӗ каҫхи шкул ӗҫленӗ: Шевченко урамӗнчи 1-мӗш шкул, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш вӗренӳ центрӗ, Социализм урамӗнчи 2-мӗш вӗренӳ центрӗ. Малашне каҫхи шкулсене реорганизацилесшӗн. Корпуссем ҫӗнӗ кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче пулӗҫ. Вӗсем 2-мӗш вӗренӳ центрӗ ятпа ӗҫлӗҫ. Ку постановление Шупашкар хула администрацийӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ведомство ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пӗр вӗренӳ центрӗн икӗ корпус пулӗ: Трактор тӑвакансен проспектӗнче тата Социализм урамӗнче. Шевченко урамӗнчи шкулӑн вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсене пайласа ярӗҫ. Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров 1-мӗш шкула ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн сӗнӗвне шута илнӗ. Занятисене 8-та мар, 8 сехет ҫурӑра пуҫлама йышӑннӑ. Ара, ҫул ҫине вӑхӑт ытларах тухса каять-ҫке-ха. Ашшӗ-амӑшӗн ачисене хӑш шкула ярас ыйтӑва татса памалла пулӗ. Вӗсене икӗ вӗренӳ центрне те ҫитсе курма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра студентсенчен, 5-мӗш курссенчен, ӗҫе вырнаҫни пирки справка ыйтаҫҫӗ-мӗн. Унсӑрӑн диплом памаҫҫӗ. Кун пирки студентсем хӑйсемех пӗлтереҫҫӗ. «Про Город» редакцине университетри историпе филологи факультетӗнче вӗренекен хӗр килнӗ. Вӑл ку лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Унӑн пӗлӗшӗ урлӑ ача пахчинче ӗҫлетӗп тесе справка тума тивнӗ. Халӗ вӑл патшалӑх экзаменне тытма, диплома хӳтӗлеме хатӗрленет. Ҫав хушӑрах шкулта ӗҫ вырӑнӗ шырать. Хӑшӗ-пӗри справкӑна укҫалла туяннине пӗлтернӗ вӑл. Кунашкал лару-тӑру пирки вӑл ниҫта та илтмен. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакна ЧППУ танлаштарӑмне ӳстерессишӗн тӑваҫҫӗ. Университетра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна Рособрнадзор ыйтать. Ку вӗренӳ мониторингӗ валли кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, математика предмечӗпе патшалӑхан пӗрлӗхле экзаменӗ иртнӗ. Вӑл база шайӗнчи пулнӑ. Анчах экзамен пӑтӑрмахсӑр иртмен. Икӗ ҫамрӑка шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн аудиторирен кӑларса янӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Шупашкарта тата Елчӗк районӗнче пулнӑ. Сӑмах май, математика енӗпе 5212 ҫын экзамен тытнӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлӗҫ. Тепӗр экзамен ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулӗ. Ун чухне 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ яш-хӗр математика предмечӗпе профиль шайӗнче экзамен тытӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче 9-мӗш класран вӗренсе тухакан ҫамрӑксем математика предмечӗпе экзамен тытнӑ. Хальхинче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тата нумайланнӑ. Математикӑпа патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче иртнӗ. Ку предмета 11,4 пин шкул ачи тытнӑ, республикӑра 46 пункт ӗҫленӗ. Кашнинех камера вырнаҫтарнӑ. Экзамен вӑхӑтӗнче техника тӗлӗшӗнчен пӑтӑрмах пулман. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене вара тупса палӑртнӑ. Ҫавна май экзаменран 25 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсем ӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ тытма пултарӗҫ. Сӑмах май, 9-мӗш классем пӗрремӗш экзамен тытнӑ чухне 6 ҫынна кӑларса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Нумаях пулмасть 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ. Чӑваш Енре 36 пункт ӗҫленӗ. Пур ҫӗрте те видеокамера вырнаҫтарнӑ. Экзамена федераци инспекторӗсем, общество сӑнавҫисем, Рособрнадзорнӑн специалисчӗсем тимлӗ пӑхнӑ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ. Вырӑс чӗлхипе экзаменран пилӗк ҫамрӑка кӑларса янӑ. Вӗсем шпаргалкӑран ҫырса илме хӑтланнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Канаш, Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнче харӑсах икӗ ҫынна экзаменран кӑларса янӑ. Экзамена вӗсем ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти шкулсенче «Класри полцейский» акци иртет. Ку мероприятие йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Хальхинче йӗрке хуралҫисем кадет шкулне ҫитнӗ. Полицейскисене кадетсен 14-мӗш шкулӗн ачисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем пакунлисене хӑйсем мӗн тума пӗлнине кӑтартнӑ. Ачасем вара криминалистсем мӗнле ӗҫленине сӑнанӑ, ШӖМ музейӗнчи сайра тӗл пулакан экспонатсене курнӑ. СОБР боецӗсем хӗҫ-пӑшалне кӑтартни ачасемшӗн питӗ интереслӗ пулнӑ. Арҫын ачасем пистолет, хӗҫ-пӑшал курсан вӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Шкул ачисем кун хыҫҫӑн полицире ӗҫлеме каяс кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Вӗрентекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, пакунлисем килсе кайнӑ хыҫҫӑн ачасем тата тӑрӑшса вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |