Вӗренӳ
Чӑваш Енри икӗ студентка Китайри университетра стажировка тухаҫҫӗ. Дарья Медведева тата Диана Федорова И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхесен факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренеҫҫӗ. Пикесем Гуйчжоури Гуйян ячӗллӗ педагогика университетӗнче стажировка тухаҫҫӗ. Вӗсем пилӗк уйӑхра китай чӗлхине тарӑнрах вӗренӗҫ, чей вӑрттӑнлӑхӗсене тӗшмӗртӗҫ, аҫтаха ташшин занятийӗсене ҫӳрӗҫ тата каллиграфи енӗпе ӑсталӑх класне хутшӑнӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Дарьйӑпа Диана Китайри ҫамрӑксене Чӑваш Енӗн историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарӗҫ. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗнче Китая тепӗр икӗ студента яма палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗнче вара ЧППУна Китайри ҫамрӑксем стажировкӑна килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
100 баллӑ пике Александр Башкирова мӑнаҫланма май панӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнче вунпӗрмӗш класс пӗтерекенсенчен кӑҫал пуҫласа 100 балл пухакан тупӑннӑ. Ҫак хыпара паян асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пысӑк сцена ҫинчен пӗлтернӗ. Чутай тӑрӑхӗнчисем паян муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне тишкернӗ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулхи лару-тӑрӑва тишкерсе доклад тунӑ май район администрацийӗн ертӳҫи вӗренӳ учрежденийӗсене 600 миллион тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ хывнине, ҫакӑ тата ытти самант ачасен шкулта лайӑх вӗренессине витӗм кӳнине палӑртнӑ. Кӑҫал шкул пӗтернисенчен пӗр хӗр патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 100 баллӑх тытнине асӑнса хӑварнӑ. Анчах мӗнле предметпа пике ҫапла маттур пулнине влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта асӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 4-мӗш гимнази Шупашкарти 4-мӗш гимнази Францин Раҫҫейри элчелӗхӗн ҫамрӑксен хрантсус чӗлхиллӗ лингвистика сечӗн партнер шкулсен свидетельствине тивӗҫнӗ. Вӗренӳ учрежденине ку хута Самар хулинчи социаллӑ педагогика университетӗнче иртнӗ пӗтӗм ҫӗршыври семинарта тыттарнӑ. Пӗлӗве туптаса аталантармалли вӗрентӳ ҫӗртме уйӑхӗн 27-29-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта хрантсус чӗлхине вӗрентекенсем квалификацие ӳстерме пухӑннӑ. Хрантсус чӗлхине ӑша хывтарассипе Шупашкарти 4-мӗш гимнази ҫулран ҫул лайӑх кӑтартупа палӑрса пырать. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ. Ку чӗлхене ӑша хывакансем тӗрлӗ олимпиадӑра, чӗлхе ӑмӑртӑвӗнче яланах лайӑххипе палӑраҫҫӗ, тӗрлӗ шайра ҫитӗнӳ кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
Иртнӗ вырсарникун, утӑн 3-мӗшӗнче, «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче «Хавал» уйлӑх (лагерь) ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те унта ҫитсе курчӗ, уйлӑха йӗркелекен Александр Блиновпа калаҫу йӗркелерӗ.
— Кӑҫал «Хавал» уйлӑх ҫиччӗмӗш хут пухӑнчӗ, ҫапла-и? — Ҫапла. — Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан мӗнле ҫӗнӗлӗхсем тата уйрӑмлӑхсем пур? — Пӗтӗмӗшле илсен ҫавах ӗнтӗ. Анчах ман шутпа лекцисем пахалӑх енчен илсен лайӑхрах. Кӑҫал чӑн та кунта хӑйне евӗрлӗ университет пулса иртет. Ҫавӑнпа эпир кӑҫал футболкӑсем те турӑмӑр — вӗсем ҫине «Хавал — чӑвашлӑх университечӗ» ҫыртӑмӑр. Чӑнах та эпир нумай вӗренетпӗр, кунта интереслӗ хӑнасем пыраҫҫӗ. Сӑмах май, енчен те пирӗн хӑна чӑвашла пӗлет пулсан унӑн лекцийӗ чӑвашла иртет. Ыттисем валли эпир ӑна вырӑсла куҫарса паратпӑр. Пурте кунта вырӑсла ӑнлансан та лекцие чӑвашла ирттерни пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ — эпир хӑнасене те чӑвашла интереслӗ темӑсемпе калаҫма хӑнӑхтаратпӑр (хӑйсен специальноҫӗсемпе калаҫма), ҫав вӑхӑтрах эпир хамӑра та ҫӗнӗ терминологине хӑнӑхтаратпӑр. |
Вӗренӳ
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта хӑвартрах юсаса пӗтерме хушу панӑ. Аса илтерер: лицей ҫуртне 4-мӗш лицее панӑ. Унта пуҫламӑш классене вӗрентме тытӑнасшӑн. Юсав ӗҫӗсене нумаях пулмасть тытӑннӑ. Ун валли 50 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пырать. Ҫапах Алексей Ладыков подрядчике васкатнӑ. Корпуса ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен туса пӗтерме хушнӑ вӑл. Алексей Ладыков ытти шкула та ҫитсе курнӑ. 39-мӗш шкулта акт залне ҫӗнетеҫҫӗ. Унта 4,5 миллион тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ. 163-мӗш ача пахчине юсамашкӑн 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Канашри 3-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ Ангелина Иванова Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче хӑйне евӗр рекорд лартнӑ. Вӑл виҫӗ экзаменра чи нумай балл пухнӑ. Ангелина вырӑс чӗлхипе, обществознанипе, историпе 100 балл пухнӑ. Ку хӗрачан пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар. Ангелина 1-11-мӗш классенче шӗкӗр пиллӗкпе кӑна вӗреннӗ. Вӑл олимпиадӑсемпе конкурссенче те малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ангелина правӑпа, обществознанипе, историпе иртнӗ олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Палӑртмалла: Раҫҫейре ППЭне виҫӗ предметпа Кемӗр облаҫӗнчи тепӗр хӗрача та 100 баллшар илнӗ. Вӑл лицейра ӑс пухнӑ. Вӑл та Канаш хӗрӗ пекех ҫав предметсемпех чи нумай балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
РФ Вӗренӳ министерстви аслӑ шкулсен мониторингне ирттернӗ. Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул тата пирӗн республикӑри ултӑ филиал тухӑҫлӑ ӗҫлени палӑрнӑ. Лайӑх ӗҫлекеннисен йышне Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗ, Технологи тата управлени академийӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн Улатӑрти филиалӗ, Гуманитари тата социаллӑ пӗлӳсен институчӗн Канашри филиалӗ, Шупашкарти коопераци институчӗ, Шупашкарти политехника институчӗ, МГЭИн Чӑвашри филиалӗ тата РАНХиГСн Шупашкарти филиалӗ кӗнӗ. Аслӑ шкулсен тухӑҫлӑхне ППЭн вӑтам балне шута илсе палӑртнӑ. Ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсене, ют ҫӗршывран килнӗ студентсен йышне те шута илнӗ. Выпускниксем ӑҫта ӗҫе вырнаҫни те пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Пилӗк аслӑ шкул тӗлӗшпе даннӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче – И.Н.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Мускаври патшалӑх управленийӗн тата правӑн институчӗн филиалӗ, МАДИн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи филиалӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Математика тата вырӑс чӗлхи предмечӗсемпе ППЭ мӗнле тытни паллӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан пур ҫамрӑк та вӗсене ӑнӑҫлах тытайман. Математика предмечӗсемпе яш-хӗре йывӑртарах килнӗ. База шайӗнчине Шупашкарта 1862 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 51-шӗ аттестат илмешкӗн кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Ку экзамена 100 баллӑ шкалапа шутламаҫҫӗ. Вӑтам кӑтарту Чӑваш Республикинче 4,22-пе танлашнӑ. Вырӑс чӗлхипе Шупашкарта 2261 яш-хӗр ППЭ тытнӑ. 10 ҫын чи сахал бала та пухайман. Вӗсене халӗ аттестат параймӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта кӑҫал 2283 ҫамрӑк Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова шкулсен тата ача пахчисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Тӳрех палӑртмалла: нумаях пулмасть Новосибирск хулинче канашлу иртнӗ. Ӑна вӗренӳпе ӑслӑлӑха халалланӑ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Чылай регионта шкулсем ҫитменни палӑрнӑ. Чӑваш Енре те ҫакнашкал лару-тӑру. Пирӗн шкулсем 13 процент ытларах тулнӑ. Лару-тӑру ҫитес вӑхӑтра улшӑнмасть-тӗк ку кӑтарту 25–30 процентпа танлашма пултарать. Тӗлпулура Алена Аршинова кӗҫех ҫӗнӗ шкулсем хута каясси пирки каланӑ. Анчах кадрсем ҫитменни — ҫивӗч ыйту. Вӗрентекенсем ансат сӗнӳ панӑ — ӗҫ укҫине ӳстермелле. Мӗншӗн тесен шкулсемпе ача пахчисене ҫамрӑксем ӗҫлеме килесшӗн мар. Вӗренӳ тытӑмне бюрократизацилес ыйтӑва та хускатнӑ. Новосибирскра Дмитрий Медведев вӗрентекенсен отчечӗсене сахаллатма сӗннӗ. Алена Аршинова кунашкал тӗлпулусем малашне те иртессине пӗлтернӗ. Вӗрентекенсен сӗнӗвӗсене вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗсене калама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Туслӑх» ушкӑнри ачасем Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Муркаш районӗнчи ачасем этноуйлӑхсенче (этнолагерьсенче) каннӑ. Вунӑ кун хушшинче вӗсен тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттермелле пулнӑ. Пурӗ 9 этноуйлӑх ӗҫленӗ. Калайкасси ялӗнче, сӑмахран, «Туслӑх» ятлинче ачасем каннӑ, Ҫатракасси ялӗнче — «Мехел» ушкӑнра. Муркашӗнче хӑйӗнче те уйрӑм ушкӑн пулнӑ — «Чӑнкӑ чӑвашсем» ятли. Этноуйлӑхсенче ачасем мӗн-мӗн туни ҫинчен ҫак каҫӑсемпе кӗрсе паллашма пулать: «Туслӑх» ушкӑн, «Мехел» ушкӑн, «Чӑнкӑ чӑвашсем» ушкӑн. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |