Вӗренӳ
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ. Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ. Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ. 2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле. Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Муркаш районӗнче ҫӗнӗ йышши котельнӑйсем хута ярса укҫа перекетлесшӗн. Энергие перекетлессипе те вӗсем, хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра малта пыраҫҫӗ. Кӑҫал муркашсем Ҫатракассинчи вӑтам шкулта ҫӗнӗ котельнӑй туса лартасшӑн. Ку ыйтупа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев вӑл шкулта райадминистрацин вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе Зоя Дипломатовӑпа пулса ҫывӑх вӑхӑтра туса ирттермелли плансене сӳтсе явнӑ. Чи кирли — ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланиччен котельнӑя туса пӗтерсе ӗҫлеттерсе ярасси. Котельнӑй валли район бюджетӗнчен 2,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 4 ҫулта муниципалитетра 6 блокпа модульлӗ котельнӑй хута янӑ. Халӗ те вӗсем Ҫатракассинчипех ҫырлахасшӑн мар — тата тепӗр пилӗк шкулпа икӗ ача пахчинче хута ярасшӑн. Ҫӗнӗ йышши котельнӑйсем энергие 30–40 процент перекетлеме пулӑшать тесе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Комсомольски районӗнчи шкулсенче кашни кун тенӗ пекех тӗрлӗрен конкурссемпе олимпиадӑсем, семинарсемпе фестивальсем иртеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, сӑмахран, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче хӑйсен черетлӗ фестивальне истори, право, обществознани тата экономика предмечӗсене ертсе пыракан вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивальсем кашни ҫулах историри мӗнле те пулин паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ: иртнӗ 2015 ҫул — Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулне халалланӑ, кӑҫал — XIX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ декабристсен пӑлхавӗн юбилейне. Ҫитнӗ хӑнасене малтанах С.А.Лукиянов шкул директорӗ саламларӗ, шкулӑн пуян историпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн педагогсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ. Унтан виҫӗ ушкӑна пайланса уҫӑ уроксене ирттерме кӑмӑл тунӑ О.Г.Сорокина (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ), Р.Д.Тимаев (Аслӑ Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), И.В.Пильщиков (Урмаел вӑтам шкулӗ) вӗрентекенсем патне саланчӗҫ. Чӑн та, тӗплӗн хатӗрленнӗ ҫамрӑк вӗрентекенсем фестивале: шкул ачисене те, ытти шкулсенчен килнӗ вӗрентекенсене те кӑсӑклантарчӗҫ вӗсем. |
Вӗренӳ
Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн регионти тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Кӑҫал 21 предметпа икӗ пине яхӑн шкул ачи олимпиадӑн хутшӑннӑ. Ачасем кун валли экзамена хатӗрленнӗ пекех ларнӑ, кӗнекесем шӗкӗлченӗ. Мария Леончик ав чылай кӗнеке шӗкӗлченӗ. Илья Алексин палӑртнӑ тӑрӑх, олимпиадӑра учебникра ҫук задани нумай. Ҫавӑнпа вӑл аслӑ шкул кӗнекипе хатӗрленет, ӑна тӗнче тетелӗнчен туянать. Чыслав ЧР Вӗренӳ институтӗнче иртнӗ. Кӑритурта ҫамрӑк робототехниксен ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ачасем машина мӗнле ӗҫленине каласа кӑтартнӑ. Олимпиадӑпа ҫӗнтернӗ ачасене кӑна мар, вӗрентекенсене тимлӗх уйӑрнӑ. Пушӑн 18-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене хатӗрленӗ учительсене укҫан хавхалантарсси пирки Хушу алӑ пуснӑ. Ҫӗнтерӳҫе хатӗрленӗ вӗрентекен — 250, призеран вара 150 пин тенке тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗмӗрле хулинче паян педагогика идейисен тата вӗренӳ проекчӗсен ярмӑркки уҫӑлнӑ. Ӑна хулари пултаруллӑ вӗрентекенсене палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тесе ирттереҫҫӗ. Ку проект йӑлана кӗнӗскер — ӑна кӑҫалхипе 11-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна кӑҫал та онлайн-меслетпе уҫнӑ. Ярмӑрккӑна йӗркелекенсем унта хутшӑнакансем вӗрентӳре ҫӗнӗ меслетсем сӗнессе кӗтеҫҫӗ. Муниципалитет шайӗнче йӗркелекен конкурса хутшӑнакан педагогсем хӑйсен опытне пилӗк номинацире кӑтартаҫҫӗ: «Урок», «Дебют», «Педагогические проекты, научно-методические разработки: учебно-методические комплексы; задачники и циклы лабораторных работ; учебные и дидактические пособия», «Внеклассное занятие», «Признание». Ун валли вӗсен шӑп та лӑп пӗр эрне вӑхӑт пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Патӑрьел районӗнче «Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» сӑвӑ хитре вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна унти 2-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Конкурса Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата чӑваш поэт-юбилярӗсене халалланӑ. Юбилярсенчен пӗри — Раиса Сарпи. Вӑл патӑрьелсемшӗн уйрӑмах ҫывӑх ҫын, мӗншӗн тесен ҫак тӑрӑхра ҫуралнӑ. 65 ҫулти поэт, куҫаруҫӑ, 40 ытла сӑвӑпа калав пуххин авторӗ ачасемпе аслисем валли чӑвашла та ҫырать, вырӑсла та. Ун сӑввисемпе юрра хывнӑ хайлавсем 300-тен те иртнӗ. Тепӗр юбиляр — Юрий Сементер. Чӑваш халӑх поэчӗ 75-е ҫитрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл 40 ытла кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Унӑн сӑввисене те композиторсем хаваспах кӗвве хываҫҫӗ. Ун йышши сӑвӑ шучӗ 600-ех ҫитнӗ. Уйрӑмах паллӑ юрӑсенчен «Уҫланкӑри палан», «Аякри тантӑша», «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» йышшисене асӑнма пулать. Юхма Мишши те Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал вӑл 80 ҫул тултарать. «Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» конкурса 16 шкулти 5–11-мӗш классенче вӗренекен 39 ача хутшӑннӑ. 5–6-мӗш класрисенчен Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Софья Григорьева, 7–8-мӗшӗнчисенчен Туҫари Анастасия Сугутская, 10–11-мӗшӗнчисенчен Сӑкӑтри Виктория Елагина ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта тата 44-мӗш ача пахчинче пулнӑ. Депутат ашшӗ-амӑшне пӑшӑрхантаракан ыйтусем тавра калаҫнӑ. 5-мӗш шкул директорӗ Валентина Петрова стадионсем пирки манмалла маррине каланӑ. Вӗсем ГТО нормине параҫҫӗ, анчах шкул стадионӗнче 40 ҫул каяллах асфальт сарнӑ. Ҫак шкулти биологи учительне Ирина Егоровӑна ачасем Мускава вӗренме кайсан общежити ыйтӑвӗ сиксе тухнишӗн пӑшӑрханать. Ара, халӗ унти чылай аслӑ шкула пысӑклатаҫҫӗ-ҫке-ха. Алена Аршинова кашни ачапа хӑй ӗҫлеме хатӗррине палӑртнӑ. Екатерине Владимирова, «Ҫулталӑкри учитель» республика конкурсӗнче ҫӗнтернӗскер, 5-мӗш классемшӗн кулянать. Ытти регионти тантӑшӗсем икӗ ют чӗлхе вӗренеҫҫӗ, пирӗннисем вара — пӗрре. Ку — расписанире чӑваш чӗлхи урокӗ пурришӗн. Чӑваш чӗлхине пӑрахӑҫламасӑр икӗ ют чӗлхе вӗрентсен, ачасене йывӑр килет — ҫапла шухӑшлать вӑл. Пӗр ют чӗлхе вӗренни, унӑн шухӑшӗпе, аслӑ шкула кӗнӗ чухне ура хурать. Алена Аршинова кунта нимӗнле йывӑрлӑх та курмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
Ӗнер манпа Сергей Стекольщиков ҫыхӑнчӗ — пирӗн вулавӑшра вырнаҫнӑ пӗр хӗрача ҫырнӑ «Илленушкӑнь» сӑвӑн авторӗ унӑн ашшӗ иккен. Пӑхса илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: Анастасия Фёдорова ячӗпе ку сӑвӑ пирӗн пата 2009 ҫулта иртнӗ «Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсне ҫитнӗ; сӑвӑ айӗнче ӑнлантарса пани те пур, «Cӑвва Стекольщиков Владимир Ильич (1958 ҫулта ҫуралнӑ) каласа панӑ халап тӑрӑх ҫырнӑ» тесе каланӑ. Ку Сергей, хайхи унӑн ывӑлӗ пулать иккен, вӑл каланӑ тӑрӑх ашшӗ ҫав сӑвва хӑйне валли 2002 ҫулта ҫырнӑ. Шел, те темиҫе ҫул манӑн хытӑ диск юрӑхсӑра тухнӑран ҫав сӑвва ярса панӑ ҫырӑва хальхи вӑхӑтра тупма май ҫук, вӑл пирӗн пата, Чӑваш халӑх сайтне, мӗнле килнине палӑртма йывӑр. Сергей ашшӗ ҫырнӑ сӑвӑн оригиналӗпе те паллаштарчӗ: Анастасия Фёдоровӑпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн вӑл «эп нимӗн те пӗлместӗп, манран ыйтмасӑр тунӑ, Степанова Марина Михайловнӑран ыйтӑр» тесе хурав пачӗ. Чӑн та, Элӗк районӗнчи Тавӑт вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен унашкал педагог пур. |
Вӗренӳ
«Янравлӑ чӑваш чӗлхи» конкурс Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти 2-мӗш гимназире чӑвашла лайӑх пӗлекенсен «Янравлӑ чӑваш чӗлхи» интеллектуаллӑ вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Конкурса хула шкулӗсенчи 4, 5, 6-мӗш класри ачасем хутшӑнчӗҫ. Вӑйӑ 4 станципе иртрӗ: «Омонимсем», «Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем», «Ваттисен сӑмахӗсем», «Ӗҫлӗ ҫын — телейлӗ ҫын». Станцисенче ачасем компьютерпа усӑ курса йӗркеленӗ вӑййа интересленсех вылярӗҫ, омонимсене аван пӗлнине кӑтартрӗҫ, чапа тухнӑ ентешӗмӗрсем ҫинчен ыйтусене хуравларӗҫ, ӗҫпе ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ, чӑвашла сӑвва илемлӗ вуласа пама пултарчӗҫ. Хула шкулӗсенче вӗренекен ачасен пӗлӳ шайне жюри лайӑх паллӑсемпе хакларӗ, грамотӑсем парса хавхалантарчӗ. Вӑйӑ ачасене те вӗрентекенсене те питӗ килӗшрӗ. |
Вӗренӳ
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра каллех уҫӑ алӑксен кунне ирттерме палӑртнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ. Ҫамрӑксемпе факультетсен деканӗсем калаҫӗҫ, ертӳлӗх тӗлпулу ирттерӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене университетпа паллаштарӗҫ, музея кӗртӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Ҫак кун килнӗ яш-хӗре китай чӗлхипе культурин центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ун чухнех тӗнче тетелӗнче иртнӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем» олимпиада ҫӗнтерӳҫисене те чыслӗҫ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ пурне те хапӑл тусах кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |