Вӗренӳ
![]() Алексей Ефимов 27 ҫулта кӑна. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси шкулӗнче директорта ӗҫлет. Вӑл – республикӑри чи ҫамрӑк шкул директорӗ. Алексей ӗҫлеме тытӑннӑранпа шкулта ҫӗнӗлӗхсем кӗнӗ. Халӗ ачасем кашни ире хускануран пуҫлаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле вӗрентекенсем те ӳт-пӗве пиҫӗхтереҫҫӗ. Тӑхтавсенче вара теннисла выляҫҫӗ. Ку та – Алексейӑн шухӑшӗ. Теннисла вылямашкӑн черет тӑраҫҫӗ. Алексей пӗчӗк чухнех вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна вӗренме кӗнӗ. Алексее ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен шкула 1977 ҫултах хута янӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Малтанах стендсене ҫӗнетнӗ, гардероба илем кӗртнӗ. Халӗ спортзала юсаҫҫӗ. Унччен Алексей ҫак шкултах директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. Вӑл эрех ӗҫмест, пирус туртмасть. Ҫапла вӑл ачасене тӗслӗх кӑтартать. Шкулта 4 ялти 60 ача вӗренет, вӗсемпе 16 педагог ӗҫлет. Пурте тенӗ пекех хӗрарӑмсем вӑй хураҫҫӗ. Чылайӑшӗ директортан самай аслӑ. Вӗсем Алексей Владимировича ӑшшӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑвашри ҫамрӑксем аслӑ хуласенче вӗренесшӗн Чӑваш Енре кӑҫал шкул пӗтерсе аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗме пултарнисенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ ют хулана тухса кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, 32 проценчӗ ытти регионти аслӑ шкулсене суйланӑ. Хамӑр республикӑра юлса кунти университетсене, академисене кӗнисем — 66 процент. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 6 457 ҫын тытнӑ. Вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ аслӑ шкулсене тапса сикнӗ. Ют хулана каякансенчен ытларахӑшӗ Мускав, Питӗр, Хусан хулисене суйланӑ. Чӑваш Енӗн республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускавпа Питӗре выпускниксенчен 14,5 проценчӗ кайнӑ, ҫав шутран 12,1 проценчӗ — ҫӗршывӑн тӗп хулине, 2,4 проценчӗ — Питӗре. Ытти регионти аслӑ шкулсене кӗме пултарнисенчен 7 проценчӗ Хусанта пӗлӳ илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шӑматкун Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсем харӑс тӑрса юрланӑ. Конкурса республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем педагогсен хор ӳнерне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн зонӑри тапхӑрӗнче муниципалитетсенчи пӗрлештернӗ ушкӑнсем тупӑшнӑ. Республикӑн кантӑр енчи районӗсенчи конкурсра Патӑрьел районӗнчи педагогсен пӗрлештернӗ хорӗ «Чи лайӑх хор» номинацире ҫӗнтернӗ, Елчӗк районӗнчи — «Наци йӑли-йӗркине упрасси» номинацире. Репертуар анлӑ пулнӑ. Хорпа юрлама суйланӑ произведенисене вӗрентекенсен хорӗсем икӗ, виҫӗ сасӑпа янӑратнӑ. Лайӑх енчен палӑрнисен республикӑри конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пама тивнине кура репетицисем те тӑтӑшах ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар хулинче шкулсене пилӗк кунлӑ эрнене куҫарассипе ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Тӑватӑ кунта тӑватӑ пин ытла ҫын хуравланӑ. Республикӑн тӗп хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсенчен ытларахӑшӗ, 92,8 проценчӗ, пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрни енне туртӑнни сисӗннӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 81,1 проценчӗ пуҫламӑш классене кӑна мар, 5—8-мӗш классене те эрнере пилӗк кун кӑна вӗрентмелле тесе шухӑшлать иккен. 9—11-мӗш классенче ҫапах та ултӑ кунах хӑвармалла тесе шухӑшлакансем те сахалах мар-мӗн. Шкулта миҫе кун вӗрентнине халӑх аванрах тесе шухӑшланине палӑртма ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче ҫынсене пухсах сӳтсе явасшӑн. Хӑйсен шухӑшне пӗлтерес текенсене Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче 16 сехетре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкулта лайӑх вӗренекенсене хавхаланарма тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳре палӑрнӑ ачасене укҫан хавхалантарасси пирки алӑ пуснӑ. Ӳнер, литература тытӑмӗнче, пултарулӑхра ӳсӗм тунӑ шӑпӑрлансене уйӑхсерен 400 тенкӗ парӗҫ. Ӑна вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗччен илсе тӑрӗҫ. Элтепер алӑ пусса ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансем валли 20 стипенди палӑртнӑ. Культура тата ӳнер тытӑмӗнче хушма пӗлӳ илекенсене 5 стипенди пама йышӑннӑ. Палӑртмалла: 25 ачаран 4-шӗ Шупашкарта вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор Ӗпхӳри чӑваш шкулне Павел Мироновӑн барельефне парнеленӗ. Паллӑ скульптор Ӗпхӗве Николай Кирюшкин таврапӗлӳҫӗ-ҫулҫӳревҫӗпе ҫитнӗ. Вӗсем Пушкӑртстанри Авӑркас тата Пелепей районӗсенче тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта пулнӑ, паллӑ литераторсен тӑван тӑрӑхӗсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Ӗпхӳре чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ май вӗсем вырӑссен математикӗ тата дворянинӗ Павел Миронов XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑвашсене ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнине пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Аса илтеретпӗр, Павел Миронов хӑй вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ ҫурта Пушкӑртстанра упраса хӑварнӑ — ҫав ҫурт историпе культура палӑкӗ шутланать. Скульптор шкула барельефсӑр пуҫне хӑйӗн альбомӗсене тата кӗнекисене те парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта мариинск класне уҫнӑ. Кунашкалли – пӗрремӗш хут. 14-мӗш кадет шкулӗнче 1-мӗш тата 5-мӗш классенче ӑс пухакансене вӗсен ретне йышӑннӑ. Мӗнле класс-ха вӑл? Вӗсем предметсене ӑса хывнисӗр пуҫне кил культурине, хореографие, вокала вӗренӗҫ, ал ӗҫне хӑнӑхӗҫ. Хӗрачасем ыттисенчен урӑхларах тумпа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене уйӑрма питӗ ҫӑмӑл. Мариинск класне 1862 ҫулта Мария Федоровна императрица пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Ячӗ те унранах пуҫланса кайнӑ. Ун чухне ку класра 7 ҫул вӗреннӗ. Тӗп предметсемсӗр пуҫне вӗсем этикета, ал ӗҫне, хореографие хӑнӑхнӑ, музыкӑна тата хӗрачасене кирлӗ ытти ӗҫе ӑса хывнӑ. Кунашкал классене Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн хупнӑ. Ҫӗнӗрен вӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче вӑй илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 59-мӗш шкулти кафе Паян Шупашкарта шкулти кафе уҫӑлнӑ. Ӑна 59-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлеттерсе янӑ. Шкулти хӑтлӑ кафе тӗллевӗ пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ шкул ачисене кӑсӑклӑ та паллӑ ҫынсемпе тӗлпултарасси тесе ӗнентерет. Унччен столовӑй пулнӑскере дизайнерсем тӑрӑшнипе шкул пахчи евӗр йӗркеленӗ. Паян шкул ачисем пӗрремӗш хӑнана йышӑннӑ. Вӗсемпе Екатерина Рождественская журналист, фотохудожник тата тӑлмачӑ курнӑҫнӑ. Екатерина Рождественская — иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенчи паллӑ поэтӑн Роберт Рождественский хӗрӗ. Фотограф тата журналист хрантсус тата акӑлчан чӗлхисенчен куҫарать. «Частная коллекция» (чӑв. Уйрӑм ҫын пуххисем) ярӑмпа кӑларнӑ илемлӗ хайлавсенчи сюжетсене фотоӳкерчӗк урлӑ сӑнланипе те вӑл хӑйне валли ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Туслӑхпа тӑванлӑх — пирӗн пуянлӑх» фестивальти самант Шупашкарти 1-мӗш гимназире Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен туслӑхне халалланӑ «Туслӑхпа тӑванлӑх — пирӗн пуянлӑх» фестиваль иртрӗ. Ҫак уявра вӗренекенсемпе чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тӗрлӗ халӑх чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштарчӗҫ. 8-мӗш класра вӗренекен Полинӑпа Аня сӗрме купӑспа илемлӗ чӑваш кӗвви каларӗҫ, 6-мӗш класра вӗренекен Вика мари чӗлхипе сӑвӑ вуласа пачӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Федорова Любовь Михайловна тутарла юрӑ юрларӗ. 10-мӗш класра вӗренекен Настя вырӑс халӑх юрри-ташшипе савӑнтарчӗ. Фестивале хутшӑнакансем куракансене ҫак халӑхсен тумтирӗсемпе тӗлӗнтерчӗҫ, наци апачӗпе хӑналарӗҫ, ӑна мӗнле пӗҫермеллине ӑнлантарчӗҫ. Уявра ачасем халӑхсен уйрӑмлӑхне пӑхмасӑр пӗр-пӗрне хисеплесе, ӑнланса, килӗштерсе, туслӑ пурӑнмаллине туйса илчӗҫ. Уяв пурне те килӗшрӗ. Чӑваш Енӗн ҫыннисем - Чӑвашсем те вырӑссем, Марисемпе тутарсем, Мордвасемпе пушкӑртсем. Калаҫатпӑр чӑвашла, Вырӑсла та мордвалла, Тутарла та марилле Туссемпе эпир пӗрле! (Федорова Любовь Михайловна) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ иртет. Хальхинче ӑна Чӑваш Енре йӗркелеме палӑртнӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 250 ытла ҫын килӗ. Вӗсен йышӗнче субъектсенчи вӗренӳ управленийӗн органӗсен элчисем, вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем, ялти вӗрентекенсем пулӗҫ. Съездӑн пленарлӑ пайне РФ Вӗренӳ министерствин ҫӗнӗ ертӳҫи Ольга Васильева тата Рособрнадзорӑн пуҫлӑхӗ Сергей Кравцов килме пултарӗҫ. Кӑҫал съездра «Ял шкулӗнчи вӗрентекен — Раҫҫейри вектор аталанӑвӗнче» тема тавра калаҫӗҫ. Палӑртса хӑварар: Пӗтӗм Раҫҫейри I съезд 2012 ҫулта РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ. Иккӗмӗш съезда 2014 ҫулта Тамбов облаҫӗнче йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |