Вӗренӳ
Шкулта этикӑна вӗрентмелле Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев урокра ҫемье этикине вӗрентме сӗннӗ. Михаил Васильевич шухӑшланӑ тӑрӑх, шкулсем ача-пӑчашӑн тата ҫамрӑксемшӗн культура, ӑс-хакӑл центрӗ пулнӑ, халӗ те ҫаплах. Апла тӑк республика Вӗренӳ министерствин урокра ҫемье этикине ачасене ӑша хывтармалла. «Чӑн-чӑн вӗрентӳ — ӑс-тӑна кӑна мар, чӗрене те пулса тӑртараканни пулнине эпир пурте пӗлетпӗр. Кӑҫал республикӑра йышӑннӑ Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗнче вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫемьери тата ӑс-тӑн тата нравственность хутшӑнӑвӗсене уйрӑмах тимлӗх кӳрессе шанатӑп. Вӗренӳ министерствине экспертсемпе пӗрле пулса ҫемье этикин чи лайӑх программине хатӗрлеме хушатӑп», — тенӗ Элтепер ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ Раҫҫейре хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци йышне кӗнӗ. Пӗтӗм Раҫҫей конкурсне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Питӗрте пӗтӗмлетнӗ. «Пуласлӑх шкулӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура «Раҫҫейре ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх организаци» конкурс лауреачӗсене палӑртнӑ. Ҫакна калама кӑмӑллӑ: Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне иккӗмӗш ҫул кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорне Елена Воробьевӑна «Ҫулталӑкри директор – 2016» хисеп паллипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Г.Тусли ачасемпе пӗрле Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пелӳ паракан вӑтам шкулта паллӑ ентеш ҫыравҫӑпа, Георгий Леонидович Ефимовпа, тӗлпулу каҫӗ иртрӗ. Чи малтанах Георгий Тусли ачасене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. «Ҫавал хумӗ» кружок членӗсем ентеш ҫыравҫӑн пӗрремӗш сӑввине каҫса кайсах итлерӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем те поэзи лаҫҫинче пӗрремӗш утӑмсем тӑваҫҫӗ-ҫке. Ку сӑвва «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат вулаканӗсене те паллаштарас килет. Сӑвӑ ашшӗ ӗҫне хакланӑ май ҫуралать: Атте турӗ тимӗрч лаҫҫинче Тимӗртен ҫип-ҫивӗч лум. Касатӑп шӑн ҫӗре – Чӑнк-чанк! Тӑвать атте тунӑ лум. Георгий Леонидович шкулта вӗреннӗ чухнех «Ҫавал хумӗсем» литература кружокне ҫӳрени ҫинчен, мӗнле ӗҫлени ҫинчен каларӗ. 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне вара «Марине», «Карап», «Лум» сӑвӑсем ҫуралнине пӗлтерчӗ. Ҫыравҫӑн «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра пичетленсе тухнӑ «Марине» сӑввине те вӗренекенсем кӑмӑлларӗҫ. 5-6 класра вӗренекенсен хӑйсен те сӑвӑ ҫырас кӑмӑлӗ ҫуралнине палӑртрӗҫ. Георгий Ефимович паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, публицист кӑна мар, ӑста купӑсҫӑ та. Пултаруллӑ ентеш ачасене купӑс каласа, юрласа, ташласа савӑнтарчӗ. |
Вӗренӳ
Кашмашсем Путина шанаҫҫӗ Муркаш районӗнчи Кашмаш тата Хуракасси ялӗнче пурӑнакансем вӑл тӑрӑхра шкул тутарассишӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру янӑ. Раҫҫей ертӳҫи патне шӑрҫаланипех Муркаш район администрацине ӑсатнӑ. Унтисем вӗренӳ учрежденийӗ тума ыйтса резолюци хатӗрленӗ. Ял пухӑвне пуҫтарӑннисем 300 ытла ҫын хута алӑ пусма килӗшнӗ. Хастарсем Кашмашри шкула кӑҫалах хӑпартма пуҫлаттарасшӑн. Вӗренӳ учрежденине тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрасса шанса ҫырнӑ ҫырура РФ Президенчӗн Резерв фондӗнче «кӗмӗл» тупасса шаннине палӑртнӑ. Кашмашра тума палӑртнӑ шкул укҫине Шупашкар районӗнчи Янӑшри шкул валли яма йышӑннине илтнӗ хыҫҫӑн тарӑхнӑ Муркаш районӗнчи Кашмаш тӑрӑхӗнчи хастарсем алла калем тытнӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти апатлану тата коммерци технологийӗн техникумӗн студенчӗсем Францири Прованс регионӗнче стажировкӑра пулнӑ. Иккӗшӗ – студент, тӑваттӑшӗ техникумран вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ. Пирӗн ҫамрӑксем ҫав ҫӗршывра Мишлен ҫӑлтӑрне панӑ ресторансенче стажировка тухнӑ. Вӗсем пурте тенӗ пекех поварта ӗҫленӗ. Сӑмах май, Мишел ҫӑлтӑрӗ – заведени пахалӑхӗ, унта паха апат пӗҫӗреҫҫӗ, килен-каяна лайӑх пӑхаҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсем унта каймашкӑн малтанах хатӗрленме тытӑннӑ. Вӗсем французла вӗреннӗ. Ресторанра стажировка тухсан вӗсене сертификат панӑ. Яш-хӗр паха опыт та пухнӑ. Техникум кунашкал стажировкӑсене пӗрре мар йӗркеленӗ. Унччен студентсем Венгрире тата Турцире пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧР прокуратури Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек шкулне тӗрӗсленӗ. Ачасене мӗнпе апатлантараҫҫӗ? Ҫакна тӗрӗсленӗ чухне прокуратура саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, шкулта ачасене икӗ хутчен вӗри апат ҫитермелле. Анчах ку шкулта шӑпӑрлансене пӗр хутчен ҫеҫ апатлантарнӑ. Апатланмӑшра технологи ӗҫне тӗрӗслеменни те ҫиеле тухнӑ. Ачасене ҫитернӗ ҫӗрулми ӑҫтан пулни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пахчинче ӳстернӗ ҫӗрулмипе апатлантарнӑ-мӗн. Малти Ишек шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Академире — Швеци ҫыннисем Швецири пуянсем чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӗнер Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче Чӑвашра хайсен усламне пуҫарнӑ инвесторсем пулнӑ. Вӗсем биотехнологипе агрономи факультечӗсенче 3 тата 4-мӗш курссенче вӗренекенсемпе курнӑҫнӑ. Швеци ҫыннисен «Кеннет» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ тата тӗп инвесторӗ Кеннет Хульт, Брор Эдлнд инвестор тата эксперт, Сайфул Мазумдер директор студентсене практикӑна тата стажировкӑна йыхравланӑ. Ют ҫӗршыври ытти пуянпа пӗрле 2013 ҫулта Кеннет Хульт Ҫӗмӗрле тата Элӗк районӗсенче ял хуҫалӑхӗнче тимлеме тытӑннӑ. Вӗсем урпа, тулӑ тата рапс ӳстереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтри технологисене усӑ курса тухӑҫа гектартан 40 центнера ҫитересшӗн. «Кун валли сирӗн пулӑшӑвӑр кирлӗ», — тенӗ ҫамрӑксене Сайфул Мазумдер. Виҫҫӗмӗш курссем «Кеннетра» производство практики тухӗҫ, аслӑ шкула пӗтерекенсем — стажировка. Унтан ҫамрӑксен Швецинче практика ирттерме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Автобус уҫҫи алӑра Муркаш районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти ачасене Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ автобус панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитета иртнӗ ҫул 4 шкула автобус килнӗ, кӑҫал — 20. Районтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобусшӑн ку тӑрӑхри 58 шкул ачипе шкул ҫулне ҫитмен 30 ача хытах хавасланнӑ. Автобус уҫҫине шкул директорне Л.Н. Кудашована Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи В.И. Петров панӑ. Ачасем хӑтлӑ условире вӗренччӗр, шкулсем ҫӗнелччӗр тесе республикӑра нумай тунине палӑртса хӑварнӑ вӑл. Унтан цифрӑсем илсе кӑтартнӑ: республикӑри 336 шкул автобусӗ 651 маршрутпа ҫӳрет, 1135 ялти 12 пин ачана турттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Республикӑра юлашки вӑхӑтра агроклассем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Пӗрремӗшне Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче уҫнӑччӗ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче. Паян, раштавӑн 29-мӗшенче, тӑваттӑмӗшне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Вӗренӳ класне уҫма Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев, экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова, Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, ЧР Элтеперӗн советникӗ Михаил Петров, асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев хутшӑннӑ. Агрокласс естествӑлла ӑслӑлӑх тата инженери енӗсемлӗ пулӗ. Унта 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем ял хуҫалӑх академийӗ хатӗрленӗ программӑсемпе вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Алена Аршинова депутат И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи студентсен раштаври стипендие ҫитес ҫулччен кӗтме тивӗ. Стипенди вырӑнне вӗсене ҫак уйӑхра 300-шер тенкӗ укҫа пама шантарнӑ. Ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла пӗлтернӗччӗ. Студентсен ыйтӑвне РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова та пӗлет иккен. Укҫа йывӑрлӑхӗ пирки ӑна аслӑ шкулӑн ректорӗ Владимир Иванов ҫитернӗ. Парламентари вара ыйтупа Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерствине тухнӑ. Ырӑ хыпара Алена Аршинова Александр Белов журналиста темиҫе кун каялла пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи интервьюра парламентари студентсене стипендие ҫулталӑк вӗҫлениччен куҫарса парассине каланӑ. Алена Аршинова каланӑ тӑрӑх, укҫа дефицичӗ социаллӑ стипендиатсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |