Тӗнчере
![]() Туркменистанӑн хальхи тата пулас президенчӗсем. Getty сайтран илнӗ сӑн Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Туркменистанра 2007 ҫултанпа ҫӗршыва ертсе пыракан Гурбангулы Бердымухамедов президент хушнипе йӗркеленӗ черетсӗр президент суйлавӗ иртнӗ. Суйлава 9 кандидат хутшӑннӑ, Гурбангула Бердымухамедов ывӑлӗ Сердар ҫӗнтернӗ — республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пурӗ 72,97% сасӑ пухма пултарнӑ. Черетлӗ суйлав республикӑра 2024 ҫулта иртмелле пулнӑ, анчах 2017-мӗш ҫулта суйланнӑ Гурбангулы Бердымухамедов (94,27% уншӑн сасӑланӑ) парламентӑн ҫӳлти палатин председателӗн вырӑнне йышӑнса хӑйӗн постне хӑварма йышӑннӑ. Хальхи президентӑн хӗрӗхри ывӑлне влаҫ тытакан демократсен партийӗ суйлава тӑратнӑ, лешӗ тулаш политикӑра малалла та нейтраллӑ пуласси ҫинчен пӗлтерме те ӗлкӗрнӗ. Республика Конституцине 2016 ҫулта кӗртнӗ тӳрлетӳсем тӑрӑх Туркменистан президентне ҫичӗ ҫуллӑха суйлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Китай СО2-ран 90 октан хисепӗллӗ биотопливо тума пултаракан хатӗре тӗрӗсленӗ. Nature Communications пӗлтернӗ тӑрӑх, Даляньри хими физикин институчӗн (Китай) ӑсчахӗсем ҫитӗнӳ тунӑ: вӗсем сӗрӗм газӗнчен биотопливо тухӑҫлӑ хатӗрлеме пултаракан дистилляци хатӗрне ӑсталаса тӗрӗсленӗ. Парник газӗсене епле чакарас ыйту пӗтӗм тӗнчешӗн ҫивӗч тӑрать. Ӑсчахсем сывлӑшри CO2-на пуҫтарса ӑна ҫӗр айӗнчи управӑшсене тултарма, е мӗнпе те пулин тытса чарма, е биотопливо тума сӗнеҫҫӗ. Юлашки меслечӗ тухӑҫлӑрах, мӗншӗн тесен синтезланӑ топливо туса илме пулать, ҫапла май вара ҫакӑ ҫӗр айӗнчи пурлӑха (вӑл иксӗлми мар) кӑларассинчен хӑтарӗ. 2020 ҫулта Цзоучэн промышленность паркӗнче технологие тӗрӗслеме ятарлӑ хатӗр туса лартнӑ. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна хута янӑ, ҫак хатӗр пӗр чарӑнми 72 сехет хушши ӗҫленӗ. Гидрогенизаци реакцийӗ пынӑ май сӗрӗм газӗн 95% яхӑн процентӗнчен 90 октан хисепӗллӗ шӗвӗ топливо туса кӑларнӑ, ҫакӑ вара Китайӑн VI наци стандартне тивӗҫтерет. Ӑсласа кӑларнӑ меслетӗн коммерци малашлӑхӗ те пур: производство процессӗ самай кӑткӑс пулин те хатӗре ӗҫлеттерме энерги питех нумай кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Эритрея — Африкӑра Суданпа, Эфиопипе тата Джибутипе чикӗллӗ патшалӑх. Унӑн лаптӑкӗ — 117,6 пин тӑваткал метр, унта пурӗ 6 млн ҫын пурӑнать. Тепӗр ҫӑлкуҫсем тӑрӑх патшалӑхра 3,6 млн ҫын кӑна пур. Хисепӗ ҫав тери расна пулни Эритрейӑра халӑх ҫыравне нихӑҫан та ирттерменнипе ҫыхӑннӑ. ИсториЭритрея патшалӑхӗн ҫӗрӗсем ҫинче ӗлӗк-авал Аксум патшалӑхӗ пулнӑ. Каярах ку ҫӗр Осман империйӗн витӗмне лекет. 1882 ҫулта ку тӑрӑха итальянсем ҫитеҫҫӗ те кунта Итали Эритреи йӗркеленет. Итали патшалӑхне ҫак тӑрӑх Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленичченех пӑхӑнса тӑрать. Ун хыҫҫӑн кунта Аслӑ Британи влаҫӗ килет. Ку тӑрӑхпа мӗн тумалла-ши тесе акӑлчансем чылай пуҫ ватнӑ пулас. Совет Союзӗ, Италире коммунистсем влаҫа илессе кӗтсе, Эритрейӑна Италине каялла тавӑрса парасшӑн пулнӑ тет. 1950 ҫулта тин ку ҫӗрсемпе мӗн тӑвассине палӑртаҫҫӗ — ӑна Эфиопипе пӗрлештереҫҫӗ. Ҫапла тума АПШ ҫине тӑнӑ пулать. Ҫавах та Эритрея халӑхӗ никама пӑхӑнман патшалӑх пек малалла аталанасшӑн пулнӑ. 1958 ҫулта вӗсем Этритрейӑна ирӗке кӑларакан юхӑма никӗслеҫҫӗ. |
Тӗнчере
![]() Орбита шутлавӗсем тӑрӑх, эрнекун Уйӑх ҫине, Ҫӗр спутникӗн ҫийӗ ҫинче ҫӗнӗ кратер туса, паллӑ мар ракета ӳкнӗ. Ҫакна космос аппарачӗ Уйӑхпа ӑнсӑртран ҫапӑннӑ историре пӗрремӗш хут пулса иртнӗ паллӑ пулӑм теме пулать. Ҫапӑну пирки Билл Грей астроном унчченех каланӑччӗ, вӑл Уйӑхӑн тепӗр енче Гринвичпа 12:25 вӑхӑтра пулса иртмелле пулнӑ. Тӑватӑ тонна таякан объектӑн хӑвӑртлӑхӗ сехетре 9300 км таран танлашнӑ, ҫавӑнпа унӑн кратерӗн диаметрӗ 10-20 метр пулӗ. Унӑн хӑвӑртлӑхне, траекторине тата ҫапӑну вӑхӑтне ҫӗр ҫинчи телескоппа усӑ курса шутласа кӑларнӑ. Грей чи малтанах объекта SpaceX ракети пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах та каярахпа, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапӑнакан ракета Китай космос агенстви Уйӑх тӗпчевӗн программи тӑрӑх 2014 ҫулта вӗҫтерсе янӑскер пулма пултарать. Кратера каярахпа NASA-ӑн Уйӑх тавра вӗҫекен аппарачӗ тата Уйӑх тавра ҫаврӑнакан инди аппарачӗ ҫеҫ ӳкерсе илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() © shutterstock.com Антарктидӑра хӑш-пӗр ӳсентӑран тӗсӗсем хӑвӑрт сарӑлнине асӑрханӑ, ҫакӑ полярлӑ экосистемӑсенче улшӑнусем пулса иртни ҫинчен пӗлтерет. Ӑсчахсем Кӑнтӑр Оркней утравсен шутне кӗрекен Сигни утравӗ ҫинче ҫинче тӗпчев ирттернӗ те антарктика луговикӗ (Deschampsia antarctica) тата кито колобантусӗ (Colobanthus quitensis) 1960 ҫултанпа 2009 ҫул хушшинче 5 хут хӑвӑртрах сарӑлма тытӑннӑ тытӑннӑ. Ҫакна утрав ҫинче вӗсене таптаса ҫӳрекен тюленьсем сахалланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. 2009 ҫулпа 2018 ҫул хушшинче ҫанталӑ ӑшӑннине пула ӳсентӑрансен сарӑлас хӑвӑртлӑхӗ 10 хута ҫитнӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Антарктида экосистеминче климатӑн кирек мӗнле улшӑнӑвӗ те тӳрех палӑрать — ӳсентӑран вӑйлӑрах сарӑлма пуҫласси пирки малтанах шухӑшланӑ, анчах калӑпӑшӗ ҫавӑн пекех пулӗ тесе шутламан. Ҫитес вуншар ҫул хушшинче ҫанталӑк ӑшӑнса пынине пула нумай лаптӑк пӑртан ирӗке тухӗ. Сигни утравӗнчи тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх ҫакӑн пек пуласлӑх пӗтӗм континента та кӗтме пултарать. Курӑк таврашӗ сарӑлнинче япӑххи нимӗн те ҫук пек туйӑнать пулин те вырӑнти ӳсентӑран тӗсӗсем инвазивлисемпе тупӑшма пултарайманнине асра тытмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Катмандури пӑлхавсем Непал ҫыннисем тулаш пулӑшу кӳрекен Millennium Challenge Corporation американ агентствипе вӗсен правительстви килӗштерсе ӗҫленине хирӗҫлесе митингсене тухнӑ. Маларах асӑннӑ агентство ҫӗршыва, уйрӑммӑн илсен, ҫулсем тума тата электропередача линийӗсене хывма, 500 млн доллар уйӑрма шантарнӑ. Вырӑнти ҫынсем ҫакӑн пек юлташлӑха хирӗҫ тӑнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ку Америка инвестицийӗсене пӑхӑнса ӗҫлесси патне илсе ҫитерӗ. Вырсарникун Катманду полицийӗ демонстрантсене хӑваласа яма куҫҫуль кӑларакан газпа тата шывпа усӑ курнӑ. Reuters пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫен аманнӑ. Аса илтеретпӗр, организаци Непала пулӑшу уйӑрасси пирки 2017 ҫултах ҫирӗплетнӗ. Тинтерех ҫак документа Непал парламентне ратификацилеме пани пирки пӗлтернӗ. Правительство планӗсемпе килӗшӳллӗн, ҫӗршывра 300 ҫухрӑм тӑршшӗ электропередача линийӗсем, ҫавӑн пекех ҫулсем тума палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв влаҫӗсем ҫак укҫана уйӑрни вӗсене нимӗнле хушма условисене те пӑхӑнма ыйтман тесе шантараҫҫӗ. Палӑртнӑ программӑна пурнӑҫлани вара ҫӗршыври 80% таран ҫыннӑн пурнӑҫне лайӑхлатма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() UIHere.com сӑнӗ Таиланд тӗп хулин официаллӑ ятне улӑштараҫҫӗ: Бангкок вырӑнне Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулӗ. Кун пирки ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗнче пӗлтернӗ. Пичетленӗ документра «Бангкок» ят та официаллӑ шайрах юлать тенӗ. Канашра хушса каланӑ тӑрӑх, ҫак улшӑнусем вӗсене ятарлӑ комитетра ырланӑ хыҫҫӑн кӑна вӑя кӗрӗҫ. Енчен те официаллӑ ята Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ҫине пӗтӗмӗшле улӑштараҫҫех пулсан, хӑнӑхнӑ «Бангкок» ята скобкӑра ҫырӗҫ. Канаш документӗнче палӑртнӑ тӑрӑх вӗсем ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр географилле ятсем валли те улшӑнусем ҫирӗплетнӗ. Таиланд патшалӑхӑн тӗп хули тай чӗлхинче яланах Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулнӑ. Тӗнче шайӗнче вара Бангкок ят ҫирӗпленнӗ пулнӑ. 2001 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗ Бангкока ҫӗршывӑн тӗп хулин официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче усӑ курасси пирки пӗлтернӗ. Сӑмах мар, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Голланди» официаллӑ ят пулма пӑрахнӑ. Компанисем, элчелӗхсем, министерствӑсемпе университетсем ҫӗршывӑн официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче «Нидерланд» ятпа усӑ курмалла. Ҫапла майпа ҫӗршыв правительстви туристсен умӗнче ҫӗршыв сӑнарне ҫӗнетесшӗн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Салам пурне те! Уяв кунӗсем иртсе кайрӗҫ, ҫавна май сире каллех ҫулҫӳреве чӗнес тетӗп. Паллах, вӑл виртуаллӑ пулӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗн кашни кӗтесне ҫитсе курма укҫа нумай кирлӗ, капла вара тӳлевсӗрех тӗрлӗ ҫӗршывсемпе паллашма май пур. Австралири Херальтон хулине курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кӑшт ҫывӑхран вырӑнсемпе паллашсан япӑх пулмӗ тетӗп. Эпир сирӗнпе хальлӗхе Европӑра та, Ҫурҫӗр Америкӑра та пулса курман пулин те вӑл континентсене паян ҫул тытмӑпӑр. Ытларах пайӗпе Азире вырнаҫнӑ патшалӑхра, Турцире пулса курӑпӑр. Сӑмах май, Европӑра пулман тесен суя пулӗ — Тула облаҫӗнчи Песковатски вырӑс ялӗ шӑпах Европӑра вырнаҫнӑ. Паллах, пӗр-пӗр курорта каймӑпӑр. Унта эсир хӑвӑрах ҫитсе курма пултаратӑр. Пирӗн ҫул вара паян сӑртлӑ-туллӑ вырӑна выртӗ. Газиантеп хулара пулса курӑпӑр. Пирӗн ҫулҫӳрев ҫак вырӑнтан пуҫланӗ. Ҫулҫӳреве тухиччен кӑштах хулапа паллашар. Газиантеп Турцири пӗчӗкех мар хула. Халӑх йышӗпе вӑл улттӑмӗш вырӑнта. |
Тӗнчере
![]() Getty Images-ран илнӗ сӑн Итали ӑсчахӗсем ирттернӗ генетика тӗпчевӗ эрех тума юрӑхлӑ хальхи иҫӗм ҫырли сорчӗсене чи малтан Кӑнтӑр Кавказра ӳстерме пуҫланине кӑтартса панӑ. Халӗ ҫав иҫӗм ҫырлине мӗнпур Европӑра ҫитӗнтереҫҫӗ. Тӗпчев кӑтартӑвӗсене Nature Communications журналта пичетлесе кӑларнӑ. Европӑри эрехсем пӗтӗм тӗнчипе хӑйсен тутипе тата пахалӑхӗпе паллӑ, вӗсене совиньон блан, шардоне, мерло тата каберне сортлӑ иҫӗм ҫырлинчен туса кӑлараҫҫӗ. Маларах ҫак виноград иҫӗм ҫырлин европӑри сорчӗсене майӗпен культурӑланипе йӗркеленнӗ тесе шутланӑ. Анчах та тӗпчевҫӗсем ҫакӑ йӑнӑш пулнине палӑртнӑ. Специалистсем культурӑланӑ тата ҫутҫанталӑкра ӳсекен 204 иҫӗм ҫырлин тӗсне тӗпченӗ те 4000 ҫул каялла ҫав сортсене чи малтан Кӑнтӑр Кавказра культурӑлама пуҫланине тупса палӑртнӑ. Тӗпчевҫӗсем ҫавӑн пекех иҫӗм ҫырли хуллен-майӗпен Европа еннелле анӑҫалла куҫса пынине асӑрханӑ: малтан Вӑтаҫӗр тинӗсне ҫитнӗ, кайран — Кӑнтӑр Европӑна, унта вара вӑл вырӑнти сортсемпе пӗтӗҫнӗ. Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫапла май пӗтӗҫсе пыни иҫӗм ҫырлине Европӑри сивӗрех хӗлсене чӑтма, тата паянхи кун паллӑ тӗсӗсене аталанма май панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Фото : Υπουργείο Πολιτισμού και Αθλητισμού Грецире археологсем туника тӑхӑннӑ хӗрарӑм кӳлепине тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх ӑна Рим империйӗ вӑхӑтӗнче ӑсталанӑ. Кун пирки Грецин культурӑпа спорт министерстви пӗлтернӗ. Кӳлепене Пелопоннесӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ авалхи Эпидавр хулира асӑрханӑ. Вӑл Асклепия хрампа тата театрпа паллӑ, юлашкинче ҫулсерен театраллӑ куравсем ирттереҫҫӗ. Кунта археологсем пӗр вӗҫӗм ӗҫлеҫҫӗ. «Кӗҫнерникун, раштавӑн 16-мӗшӗнче, авалхи Эпидавр пасарӗнче питӗ пӗлтерӗшлӗ япала тупма май килчӗ. Ку вӑл — мрамортан ҫын виҫипе ӑсталанӑ хӗрарӑм кӳлепи, вӑл аван упранса юлнӑ. Статуйӑн пуҫӗпе аллисем ҫук — вӗсем, ахӑртнех, кӳлепе персе аннӑ чухне катӑлса ӳкнӗ», — ӑнлантарса панӑ министерство. «Ҫӗр чавмалли тапхӑр кӑҫал вӗҫленнӗччӗ пулин те вӑйлӑ ҫумӑр тӑпрана юхтарса кайнӑ, ҫавна пула вара ытлах тарӑнӑша кӗрсе кайман вырӑнта кӳлепен хыҫалти пӗр пайне уҫӑлчӗ. Унта тӳрех ҫӗр чавма тытӑннӑ», — малалла пӗлтернӗ министерство. Кӳлепере туникӑпа манти тӑхӑннӑ хӗре сӑнланӑ. Унашкал сӑнара ӗлӗк-авал качча кайнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ чухне тунӑ. Сӑмахран, Асклепий хӗрӗ тата арӑмӗ шутланакан сывлӑх туррине — Гигеяна — ҫапла сӑнарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |