Турцире ҫӗр чӗтренӗвӗ пуласси пирки малтанах систернӗ ӑсчах ҫывӑх вӑхӑтра Раҫҫейри Инҫеттухӑҫра та ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки каланӑТӗнчере
![]() Хугербитс блогӗнчи видео скринӗ Турцире инкек тухасси пирки малтанах пӗлтернӗ Голланди ӑсчахӗ Ф. Хугербитс хӑйӗн YouTube каналти прогнозӗнче ҫуркунне пуҫламӑшӗнче (пуш уйӑхӗн 3–4-мӗшӗ тата 6–7-мӗшӗҫӗр чӗтренӗвӗ) Раҫҫейри Инҫет Хӗвелтухӑҫне ҫӗр чӗтренӗвӗ пулма пултарни пирки пӗлтернӗ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хальхи ҫичӗ кун хушшинче 8,5 магнитудӑпа ҫӗр чӗтренме пултарать. Хугербитс шухӑшӗпе ҫӗр чӗтренес пулсан ӑна кӗтсе илме план кирлӗ. Ҫӗр чӗтренме тытӑнсан ҫынсен кил-ҫурчӗсенчен хӑвӑрт кӑна тухма май пулмалла. Анчах та Раҫҫей ӑсчахӗсем нидерланд тӗпчевҫи тунӑ пӗтӗмлетӳсене тиркесе пӗтернӗ. Пӗрисем ӑна тиркесе малашнехи пирки каласа паракан тенӗ, теприсем вара ҫӗр чӗтренӗвӗ пулассине ҫирӗплетекен фактсем пулманни пирки пӗлтернӗ. Кам-ха вӑл Хугербитс? МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Франк Хугербитс — Нидерландри паллӑ тӗпчевҫӗ, пулас сейсмика пулӑмӗсем тӗлӗшпе вӑл планетӑсем тата Хӗвелпе Уйӑх вырнаҫӑвне кура пӗлтерет. Пӗлӗвне ӑҫта илни пирки нимӗнле уҫӑ информаци те ҫук. Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Хугербитс хӑйӗн блогӗнче Турцире 7,5 магнитудӑпа ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки пӗлтернӗ, инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн вара вӑл систерни вируслӑ майпа сарӑлма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗнчере
![]() Дискриминаципе кӗрешмелли кунӑн логотипӗ. Ҫӑлкуҫ: Википеди Паян Пӗрлешӳллӗ нацисен организацийӗ йӗркеленӗ «Дискриминаципе кӗрешмелли куна» палӑртаҫҫӗ. Ӑна кашни ҫул пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирттерме 2014 ҫулта йышӑннӑ. «Дискриминаци вӑл — ҫын прависене пӑсни, ун пирки илтмӗш пулмалла мар. Пурин те хисеплӗ, пурнӑҫа тивӗҫлӗ шайра ирттерме май пулмалла», — тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче ПНО-н 8-мӗш тӗп секретарӗ Пан Ги Мун. ПНО-ра палӑртнӑ тӑрӑх тӗнчери халӑхӑн 70% вӑл е ку енчен хӑйсен правине пӑснипе тӗл пулать. Пурнӑҫра тӗн тӗлӗшӗпе ирӗклӗхе пӑсни, вӑл е ку наци тӗлӗшӗпе, арлӑх енӗпе, тата ытти тӗлӗшпе ҫын правине пӑсни час-часах тӗл пулать. Паянхи кун Раҫҫей Федерацийӗнче те ятарлӑ ҫар операцине ирттернӗ май ҫынсен правине ытларах та ытларах пӑсма пуҫларӗҫ. Чӑваш чӗлхипе усӑ курассине те ҫултан ҫул вӑйлӑрах та вӑйлӑрах хӗсеҫҫӗ — Чӑваш Республикинче патшалӑх чӗлхи шайӗнчи чӗлхипе усӑ курманни вӑл Раҫҫей Федерацийӗнче патшалӑх чӗлхи шайӗнче пулманнипе сахал мар сӑлтавласа тӳрре тухаҫҫӗ. «Пурне те ӑнланмалла» пултӑр тесе те чӗлхене сахал мар хӗсеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
150 ҫул каялла, 1873 ҫулта, пичет машинкисене туса кӑларма тытӑннӑ. Ку ӗҫе Ремингтон хапрӑкӗнче пуҫланӑ. Унтанпа самай вӑхӑт иртрӗ пулин те, пичет машинкисемпе усӑ курасси пурнӑҫран тухса ӳкрӗ пулин те ҫак пичет хатӗрӗ хӑй вӑхӑчӗшӗн питӗ революциллӗ пулнӑ. Ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен паллашма сӗнетӗп.
Пичет машинкине шухӑшласа кӑларма общество тахҫантанпах ыйтнӑ темелле. 1714 ҫултах Англире тӗрлӗ текстсене пичетлеме пултаракан хатӗре туса кӑларма сӗнекен патша хушӑвӗ тухнӑ. Ҫав ҫулах ҫакӑн йышши машинкӑн пӗрремӗш патентне акӑлчансен патша майри Анна Генри Милл валли ҫирӗплетнӗ. Изобретатель машинкӑна мӗнле тӑвассине кӑна мар, саспаллисене хут ҫине йӗркепе пичетлемелли меслете те патентленӗ. Шел пулин те, ҫак изобретение мӗнле те пулин тӗплӗнрех уҫса паракан информаци сыхланса юлман. Пичетлекен машинкӑна чӑн та хатӗрлени е унпа усӑ курни ҫинчен нимӗн те сыхланса юлман. Тепӗр ӗмӗрте кӑна ҫынсем ҫӗнӗрен хӑвӑрт пичетлемелли меслет ҫинчен шухӑшла пуҫланӑ. 1808-мӗш ҫул тӗлнелле Пеллегрино Турри, вӑлах копилемелли хута шутласа кӑларнипе паллӑскер, хӑйӗн пичет машинкине хатӗрленӗ. | ||
Тӗнчере
![]() vk.com/cheb121 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти сысна ҫури вӑййа лекнӗ. Кунта сӑмах резина урапаран ӑсталанӑ персонаж пирки пырать-ха. Ӑна Шупашкарти Добролюбов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт умне вырнаҫтарнӑ.Хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ чӗрчун халӗ унта ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл «Atomic Heart» кмпьютервӑййине кӗрсе юлма ӗлкӗрнӗ. Асӑннӑ вӑййа хамӑр ҫӗршыври «Mundfish» студи ӑстисем шухӑшласа кӑларнӑ. Тӗлӗнтермӗш скульптурӑсене вӗсем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти сысна ҫури вӗсене килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗнчере
![]() @ kcson-petuhovo.kurg.socinfo.ru «Чӑваш халӑх сайчӗ» чӑваш ҫыравҫисен тата культура ҫыннисен пӗр ушкӑнӗ 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтерсе Тӗрӗкьелти ҫыравҫӑсене ҫыру яни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Вӗсемех укҫан пулӑшу пухма пуҫланӑ. Акӑ халӗ тата тепӗр ырӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтӗмӗр. Чӑваш Енри ҫамрӑксем, «Тӗрӗксен пӗрлешӗвӗ» ушкӑна йӗркелесе яма хатӗрленекенсем, Тӗрӗкьел халӑхне пулӑшу янӑ: ӑшӑ юркансем (утиялсем), пӗркенчӗксем (пледсем), термоссем, вентиляторсем, тумтир тата ҫурт-хуралтӑсӑр юлнисене кирлӗ пулма пултаракан ытти япала. «Химпромра» ӗҫлекен Олег Скачков пулӑшу валли 20 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Денис Калюков та япала халӑхран пухассине йӗркеленӗ. Пухнӑ япалана вӗсем Турци Республикин Хусанти консуллӑхне леҫсе панӑ. «Тӗрӗк тӗнчин культура центрӗ» ытти чӑвашсене те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма йыхравлать. Вӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен халӑха хыпарлама та ыйтать. Ку ыттисене ҫак ӗҫе пуҫӑнма хавхалантарӗ. | ||
Тӗнчере
![]() © shutterstock.com Японири официаллӑ майпа палӑртнӑ утравӗсен шучӗ, ҫӗнӗ алгоритмпа шутланӑ хыҫҫӑн, тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе хальхи 6852 вырӑнне 14 125 пулӗ. 2023 ҫулхи Японин статистикин ҫулталӑк кӗнекипе килӗшӳллӗн, унта илсе панӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ тӗлне пухнӑ даннӑйсене илес пулсан, Японире пӗтӗмӗшле 377973,74 тв. ҫх лаптӑклӑ 6852 утрав шутланать. Чӑннине калас пулсан, Хонсю утравӗ хӑйӗн пысӑкӑшӗпе тӗнче шайӗнче ҫиччӗмӗш, халӑх йышӗпе иккӗмӗш шутланать. Анчах та утравсен йышне шутлас меслет халӗ те 1987 ҫулта ҫыран хуралӗ тунӑ тӗпчев ҫинче никӗсленет. Унта вара ҫыран хӗррин тӑршшӗ 100 метр е ытларах пулнӑ утравсене кӑна асӑннӑ. Анчах та урӑххисем те пур, вӗсен виҫи пӗчӗкрех пулин те вӗсем ушкӑн-ушкӑн вырнаҫнӑ. Шута илессине ҫӗнӗлле йӗркеленӗ чухне тип ҫӗрӗн электронлӑ карттипе, ҫавӑн пекех аэрофотоӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ, шӑп та лӑп вӗсенче 100 пин ытла утрав тупнӑ та. Японишӗн ҫӗнӗ утравсем тупни ҫӗнӗлӗх мар — вӑл вӗсемшӗн хӑнӑхнӑ япала: вулкансем ӗҫлеме пуҫланӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗрисем океан лаптӑкӗнчен тухаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче Фукутоку-Оканоба шыв айӗнчи вулкан вут-хӗп сапма пуҫласан 1 ҫухрӑма яхӑн диаметрлӑ ҫӗнӗ ҫӗр лаптӑкӗ йӗркеленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Нигерин кӑнтӑр-анӑҫӗнче вырнаҫнӑ авалхи Ифе хулинче чавнӑ чухне вунӑ пин ытла кӗленчерен тунӑ шӑрҫа тупнӑ, ҫакӑ вара унта пурӑнакансем Хӗвеланӑҫ Африкӑри халӑхсенчен пуринчен те малтан тӗслӗ кӗленче тӑвас ӑсталӑха алла илнине пӗлтерет. Йоруб халӑхӗ пурӑнакан Ифе хулин чи аталаннӑ тапхӑрӗ XII тата XIV ӗмӗрсем хушшине килнӗ. Ифӑри ӑстаҫӑсем терракотӑпа пӑхӑртан тӑвас енӗпе чаплӑ кӳлепеҫӗсем пулнӑ. Йорубӑсен ҫирӗплетнӗ темиҫе хулинчен тӑракан конфедерацине илес пулсан Ифе тӗп центрӗ шутланнӑ. XV ӗмӗртенпе Ифе пӗлтерӗшӗ чакма пуҫланӑ, малалла вара эдо халӑхӗ йӗркеленӗ Бенин патшалӑхӗ пуҫ пулса тӑнӑ. Гарвард университетӗнчи Африка археологийӗпе ӗҫлекен Абидеми Бабалола (Abidemi Babalola) специалист хӑйӗн тӗпчевӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑка йоруб культуринче ӑсталанӑ. Хальхи вӑхӑтра паллӑ ӗнтӗ, ку ӗҫе вӗсем XI ӗмӗртенпе алла илнӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче шӑрҫасене Ифӑри чылай кӳлепесенче пӗрре мар тупнӑ, вӗсемпе пуҫ хатӗрӗсене, мӑй ҫыххисемпе ал-урасенчи сулӑсене илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех археологсем кантӑка шӑратнӑ чухне усӑ курнӑ керамика тикӗлӗсене тупнӑ. | ||
Харпӑр шухӑш
Тӗнчере
Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Якуп ÖМЕРОГЛУ доктора Турци ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Муса Касым АРЫЧАН профессора, доктора Кипр, Балкан, Еврази ҫӗршывӗсен литературисен пӗрлӗхӗн (КЫБАТЕК) тӗп ҫыруҫине хисеплӗ Мевлӳт КАПЛАН доктора, КЫБАТЕК'ӑн Хисеплӗ ертӳҫине хисеплӗ Феййаз САГЛАМ'а, университет вӗрентӳҫине
Эпир, тӗрӗксен йышӗнчи чӑваш халӑхӗн ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ, 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтеретпӗр. Йӑхташӑмӑрсен хуйхи, асапӗ, терчӗ, ҫынлӑхӗ, паттӑрлӑхӗ, инкеке ҫӗнтернин савӑнӑҫӗпе телейӗ тата тӑванлӑх туйӑмӗсем ҫыравҫӑмӑрсен ӗҫӗсенче вырӑн тупасса шанса тӑратпӑр. Пуҫ хунисем ҫӑтмахра пулччӑр. Инкек иртсе кайтӑр, Тӗрӗк тӗнчин пуҫӗ сывӑ пултӑр.
Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗн (ҪИП) ертӳҫи, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виталий РОДИОНОВ профессор, доктор. Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Борис ЧИНДЫКОВ ҫыравҫӑ, драматург. Чӑваш наци конгресӗн Хисеплӗ президенчӗ, Митта премийӗн лауреачӗ Атнер ХУСАНКАЙ. | ||
Тӗнчере
![]() AquaDom. «Коммерсантъ» телеграмӗнчи сӑн Берлинти Dom Aquaree отельти тӗнчери чи пысӑк AquaDom цилиндр аквариум ҫурӑлнӑ. Унӑн калӑпӑшӗ 1 млн литр пулнӑ, унта 1,5 пин пулӑ пурӑннӑ. Der Spiegel пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха пула икӗ ҫын шар курнӑ. Вӗсене госпитализациленӗ. Кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, малтан вӑйлӑ сас тухнӑ, кайран урамалла отель фасачӗн пайӗсем сирпӗнсе тухнӑ, шыв юхса тухнӑ. Халӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнче ҫӑлав службисем ӗҫлеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле вӗсен йышӗ 100 ҫынна яхӑн. AquaDom-а 2003 ҫулта уҫнӑ, проект хакӗ — €12,8 млн. Аквариум ҫӳллӗшӗ 16 метр, диаметрӗ — 11,5 метр. Ун ӑшӗнче 100 яхӑн тӗс пулӑ ишсе ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗнчере
![]() Ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн ишӗлнӗ ҫуртсем Турцин анӑҫ енче, Мрамор тинӗсӗн тӑрӑхӗнче, Дюздже хулинчен 14 километр кӑнтӑр-тухӑҫнелле, 4:08 вырӑнти вӑхӑтра (Мускаврипе пӗр килет) 6,0 магнитудӑллӑ ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ. Гипоцентр ҫӗр айӗнче тарӑнах мар — 6 километрта ҫеҫ — вырнаҫнӑ пулнӑ. Хальлӗхе ҫӗр айӗнчи тӗркӗшӳсене пула 35 ҫын шар курни пирки паллӑ. 32 ҫын Дюзджере аманнӑ, пӗр ҫын — Стамбулта, пӗр ҫын — Болура, тата тепӗр ҫын — Зонгулдакра. Ҫӗршыв влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, никам та вилмен, Дюзджере ҫуртсем ишӗлнине шута илнӗ. Регионти вӗренӳ заведенийӗсенче занятисене чарса лартнӑ. Аса илтерер, ӗнер /news/33518.htmlИндонезире ҫӗр чӗтреннӗ. Ҫутҫанталӑк пулӑмне пула вилнисен шучӗ 252 ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |