Тӗнчере
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Мускавран Балине самолётсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Асӑннӑ ҫӗршыва хальхи вӑхӑтра тӳрӗ рейс ҫук. Самолётсене «Аэрофлот» авиакомпани ҫӳретме тытӑнӗ. Мускавпа Балине тӳрӗ рейспа ҫыхӑнтаракан рейса авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫӗҫ. SU296 рейс пассажирсене Шереметьево аэропортран Денпасара ытларикунпа шӑматкунсерен турттарӗ. Самолёт 14 сехет те 40 минутра ҫула тухӗ. Балинчен каялла юнкунпа вырсарникунсерен 10 сехет те 5 минутра хускалӗ. Унсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен таиа тепӗр рейс хушӑнӗ: Мускавран самолёт кӗҫнерникунсерен вӗҫме пуҫлӗ, Балирен – эрнекунсерен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() "Контактри" сӑн Олимп вӑййисенче гендер шӑв-шавӗ ҫӗкленнӗ. Хӗрарӑмсен хушшинче бокс енӗпе 1/4 финал пынӑ чухне Итали спортсменки Анжела Карини Алжир спортменкине, хӑйне хӗрарӑм текен арҫынна Имане Хелифа (трансгендер ӗнтӗ), хирӗҫ 46 ҫеккунт ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ. Карини малалла кӗрешмен, «Мана питӗ ыраттарать», - тенӗ. Унтан ӑна алӑ та паман. Сӑмах май, пӗлтӗр Хелифа юнра тестостерон нумай тесе тӗнче чемпионатне кӗртмен, Олимп вӑййисене хутшӑнма вара ирӗк панӑ. Пресс-конференцире Карини хӗрарӑмсен спортне трансгендерсене хутшӑнмашкӑн чарма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Италири Вальдоббьядене хулин мэрӗ, 47 ҫулти Лучано Фрегонезе, кашни эрнерех ытлашши килограмсене ҫунтарас тӗллевпе хула ҫыннисемпе пӗрле уҫӑлса ҫӳрет. Кун пирки The Guardian пӗлтерет. Ҫӗртме уйӑхӗнче Фрегнонезене виҫҫӗмӗш хут хула мэрӗ пулма суйланӑ, вӑл хӑйӗн сывлӑхне лайӑхлатма тӑрӑшӑп тесе шантарнӑ. Хула пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫак вырӑна йышӑннӑ вӑхӑтра вӑл 50 килограмм мӑнтӑрланнӑ, халӗ 140 таять. Чиновник мӑнтӑрланса кайнине «халӑхпа пӗрле пулма юратнипе» тата вӑрах вӑхӑт хушши ӗҫлеме тивнипе ӑнлантарать. Мэр вырӑнне йышӑннӑ хыҫҫӑн унӑн спортпа аппаланма тата хусканусем тума вӑхӑт юлман имӗш. «Тепӗр йывӑрлӑх — эпӗ тутлӑ ӗҫсе ҫиме юрататӑп, кунта вара лайӑх ҫитереҫҫӗ, ӗҫтереҫҫӗ, ҫавӑнпа та диетӑна пӑхӑнма ҫав тери йывӑр», — йышӑнать мӑнтӑрлана кайнине Фрегонезе. Мӑнтӑрланнине пула уншӑн утма та, сывлама та йывӑр пулса кайнӑ, ҫурӑмпа чӗркуҫҫи те ыратма пуҫланӑ. Хула стени ҫинчи граффити ӳкерни юлашки тумлам пулса тӑнӑ — тахӑшӗ хула пуҫлӑхне «мӑн хырӑм» тесе йӗкӗлтесе илнӗ, сӑнӳкерчӗкӗ вара халӑх тетелӗ тӑрӑх саланнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл 90 килограмм таран начарланма шантарнӑ — мэр вырӑнне пӗрремӗш хут йышӑннӑ чухне шӑпах ҫавӑн чухлӗ вӑл тайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Шупашкарти 42 ҫулти Роман Эн («Про Город Чебоксары» хаҫата вӑл хӑйӗнпе ҫавӑн пек паллаштарнӑ, хӑйӗн тулли ятне каламан) Кӑнтӑр Америка тӑрӑх велоиспедпа курса ҫӳрет. Роман — инженер-электрик. Вӑл Шупашкарти машиностроительство техникумӗнче тата И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. Халӗ арҫын Чилире. Велоҫулҫӳреве 2022 ҫулти раштав уйӑхӗнче тухса кайнӑ. Ун чухне вӑл Мускавран Венесуэлӑна вӗҫсе кайнӑ, лере велосипед туяннӑ. Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче вӑл велосипедпа 14,5 пин ытла километр кайнӑ, кунне 50 километртан пуҫласа 200 киломтер таран ҫӗнет. Паянхи кун тӗлне Кӑнтӑр Америкӑри ултӑ ҫӗршывра пулнӑ. Ҫул ҫинче вӑл палаткӑра ҫывӑрма тӑрӑшать, ӑна лартма май килмесен хотселсенче те хӑна ҫурчӗсенче ҫӗр каҫать. Уйӑхсерен вӑл 35 пин тенкӗ тӑкаклать. Эрех ӗҫсе, пирус туртса укҫа пӗтермест. Шупашкар арҫынни сӑнанӑ тӑрӑх, Кӑнтӑр Америкӑри ҫынсем пирӗн патрисемпе танлаштарсан сӑпйалӑ пурӑнаҫҫӗ пулин те ӑшӑ кӑмӑллӑрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Африкӑри чиркӳ ҫыннисем Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. Курма мар, вӗренме. Камерунтан, Кот-д’Ивуартан, Тӗп Африка Республикинчен, Габонтан, Бенинтан тата Буркина-Фасоран ултӑ пачӑшкӑ килнӗ. Вӗсем арҫынсен Ҫветтуй Троицкий мӑнастирӗнче пулӗҫ. Клириксем – Ҫурҫӗр Африка епархийӗнчен. Вӑл Вырӑс православи чиркӗвӗ Африкӑра уҫнӑ икӗ епархирен пӗри. Африкӑри чиркӳ ҫыннисене Василий атте вӗрентӗ. Аякран килнӗскерсемпе вӑл хрантсусла калаҫӗ. Василий пачӑшкӑ темиҫе ҫул каялла Чӑваш Ене Францирен килнӗ. Малтан вӑл Улатӑрта ӗҫленӗ, халӗ – Шупашкарта. Пирӗн тӑрӑха килсен вӑл вырӑсла вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Армени ШӖМӗ тунӑ сӑн Вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗ хыҫҫӑн Дебед шывӗ ҫыранӗсенчен тухнӑ. Арменире Дебед юханшыв ҫырансенчен тухнӑран ял-хуласене шыв илме тытӑннӑ. Кун пирки Армени ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Вӑрах вӑхӑт хушши ҫӑвакан ҫумӑрсене пула шыв шайӗ шар кӑтартма пултаракан виҫерен иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра шыв айне Алаверди, Ахтала, Ташир хуласем, тата темиҫе поселок пулнӑ. Грузи енне каякан патшалӑх трассине хупнӑ, Ванадзор – Алаверди автоҫул вырӑнӗ-вырӑнӗпе арканнӑ. Ҫавӑн пекех Каркоп салана ҫыхӑнтаракан Дебед урлӑ хывнӑ кӗпер ишӗлсе аннӑ. Ереван – Тбилиси чукун ҫула та вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. «Баграташен» тӗрӗслесе кӑларакан пункт урлӑ иртме май ҫукран Грузие «Гогаван» тата «Бавра» КПП урлӑ лекме пулать. Юханшыва Opel автомобиль кӗрсе ӳкнӗ, водительпе пӗрлех. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл вилнӗ — ӑна шырас ӗҫ малалла пырать. Шыв илнӗ районсенчен 77 ҫынна эвакуациленӗ. Ҫӑлав службисем хӑйсен ӗҫне малалла пурнӑҫлаҫҫӗ — шар курнисене пулӑшас ӗҫре пурӗ 300 ытла ҫӑлавҫӑ тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() @ Marco Verch / Flickr 2014 ҫулта Румыни влаҫӗсем Кӑнтӑр Карпатра зубрсен йышне ӳстерме тытӑннӑ. Халӗ унта 170 чӗрчун пурӑнать. The Guardian тесе ҫырнӑ тӑрӑх, ӑсчахсем ҫакна тӗпчесе пӗлнӗ: вӗсем экосистемӑна пуянлатаҫҫӗ тата климат улшӑнӑвӗн сиенне ҫемҫетеҫҫӗ. Зубрсен кӗтӗвӗ ҫулталӑкра 54 000 тонна углеродпа вараланнине сиенсӗрлетет. Ку вара сывлӑша варалакан 43 000 автомобильпе танлашать. Чӗрчунсем 50 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк улӑхсенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем курӑка «кӗскетеҫҫӗ», ҫӗре тислӗкпе имҫамлаҫҫӗ, ӳсентӑран вӑрлӑхне вырӑнтан вырӑна куҫараҫҫӗ тата ҫӗре хытараҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех ӳсен-тӑранпа тӑпрара пухӑннӑ парник газӗсене сывлӑша тухасран сыхлать. Зубрсем Румынине ҫухалнӑ хыҫҫӑн икӗ ӗмӗр иртсен таврӑннӑ — XIX ӗмӗр варринче вӗсене сунарҫӑсем тӗппипех пӗтернӗ пулнӑ. Ҫак йӗкӗр чӗрнеллӗ чӗрчунсем — сунчӑк евӗрлӗ чӗрчунсен тӗсӗ шутне кӗрекенскерсем. Вӗсем регионта пулни ытти организма аван аталантарма майсем туса парать. Хальхи вӑхӑта илес пулсан Кӑнтӑр Карпатра пӗр-пӗрне кансӗрлемесӗр пурӗ 350-450 зубр пурӑнма пултарнӑ пулӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() © Stefano Tammaro / Shutterstock/FOTODOM Европӑри пысӑк вулкан районӗнче — Флегрей уйӗсенче — час-часах ҫӗр чӗтреннине сӑнама пуҫланӑ: Неапольте юлашки кунсенче ҫӗр айӗнчи кисренӳсене темиҫе хут регистрациленӗ. Специалистсем шухӑшӗпе юнашар пурӑнакан халӑха эвакуацилемелле. Флегрей уйӗн супервулканӗ Везувирен инҫех мар вырнаҫнӑ, анчах вӑл ҫӗр айӗнче выртать, вӑл пуррине чылайӑшӗ пӗлмест те. Апла пулин те ҫак капмар вулканта 24 кратер пур, йӗри-тавра вара халӑх йышлӑ пурӑнакан хуласемпе ялсем, ҫав шутра Неаполь те, вырнаҫнӑ. Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, супервулкан 40 пин ҫул каялла хӑйӗн вӑйне питӗ хӑватлӑ кӑтартнӑ. Сӑмах май, пӗр версипе, неандерталецсем шӑпах ӑна пула вилсе пӗтнӗ те. Супервулкана 24/7 вӑхӑт хушши темиҫе патшалӑхри ҫӗр-ҫӗр эксперт сӑнаса тӑрать. Вӑл вут-хӗм кӑларма тытӑнсан шар курма пултаракан «хӗрлӗ» зонӑра 500 пин ҫын пурӑнать — вӗсен шутне Поццуолипе Баколи хуласем тата Неаполь ҫумӗнчи хӑшпӗр ял-хула кӗрет. Хулан ытти пайӗ «сарӑ» зонӑра — вулкан кӗл кӑларсан вӑл кунта йышлӑ тӑкӑнас хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Галина Галвэл архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Францин тӗп хулине топ-модельсем, паллӑ ҫынсем, блогерсем Мода ҫурчӗсен тата тӗнчери ҫамрӑк дизайнерсен ҫӗнӗ коллекцийӗсемпе паллашма килнӗ. Луврта Канаш хулинчи дизайнер Галина Галвэл та хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Галина хӑйӗн аллипе кӗпесем ҫӗлет. Кӑҫал пирӗн ентеш хайӗн ӗҫӗсемпе люкс сегментӗнче паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Людмила Иванова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Бельгире пурӑнакан чӑваш хӗрӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене халалласа сӑвӑ ҫырнӑ. Людмила Иванова Вӑрмар районӗнчи Тикаш ялӗнче ҫуралнӑ. Испани каччипе 2002 ҫулта мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫемье пӗр вӑхӑт Испанри Мадридра пурӑннӑ, 2013 ҫулта Бельгири Брюссель хулине куҫса кайнӑ. Ҫамрӑк чухне хореограф пулса ӗҫленӗскер пушӑ вӑхӑтне балета халаллать. «Ку вӑл маншӑн — чун киленӗҫӗ», — тет ентешӗмӗр. 20 ҫӳл ӗнтӗ Людмила туризм сферинче тӑрӑшать. еще балетом занимаюсь в свободное время, хобби. Я конечно хореографом работала в молодости. 20 лет уже работаю в сфере туризма. Ентешӗмӗр тӑван тӑрӑхне питӗ юратать. Ҫуралнӑ ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкне вӑл хитре рамка ҫине вырнаҫтарса стена ҫине ҫакса хунӑ. Тӑван тӑрӑхне кашни ҫулах килсе каять. Ентешӗмӗр тӑван ҫӗршыва та чунтан юратать. Нумаях пулмасть вӑл Украинӑри ятарлӑ ҫар перацине хутшӑнакан салтаксене халалласа сӑвӑ ҫырнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |