Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Германирен Чӑваш Ене куҫса килнӗ

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Таисия Ташней 21.06.2022 07:52 | 510 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
«Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Германирен пӗр ҫемье Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Хӑйсем журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, кунта вӗсен ачисем хӑйсене аванрах та туяҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗн аталанаҫҫӗ.

Андреас тата Инна Цурт паллашса пӗр ҫемьепе пурӑнма тытӑннӑранпа 14 ҫул ӗнтӗ. Инна — чӑваш хӗрӗ. Вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемье пуҫӗ, Андреас, — Берлинта. Пулас мӑшӑр Германин тӗп хулинче паллашнӑ.

Цуртсен ҫемйинче пурте вырӑсла тата нимӗҫле пӗлеҫҫӗ («Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликра вырнаҫтарнӑ хыпарта чӑваш чӗлхи пирки асӑнман. Интернационаллӑ ҫемьери ачасем амӑшӗн тӑван чӗлхине ӑша илнипе илменнине калаймӑпӑр).

Ҫемьери аслӑ ывӑл Александер Канашри 3-мӗш шкулта вӗренет, академи вокалӗпе кӑсӑкланать, хорта юрлать, вӑл Ҫамрӑк чукунҫулҫӑсен клубне ҫӳрет. 4-мӗш класс вӗренсе пӗтернӗ Христиан А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне вӗренме кӗресшӗн. Ҫемьери чи кӗҫӗнни — Мартин та аслисене кура талпӑнуллӑ.

Ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем Раҫҫейре чӑннипех те аталанма пуҫланӑ. Аслисене вӗсем кил-тӗрӗшӗнчи ӗҫсенче пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал ачасем пуҫласа ҫӗрулми лартса курнӑ.

Инженер пӗлӗвӗллӗ Андреас пӳрт тума тытӑннӑ. Унта вӑл вырӑс кӑмакине вырнаҫтарасшӑн. Ачасем панулми пахчи ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ.

#Берлин, #Германи, #ҫемьесем, #Канаш, #Канаш районӗ, #Сухайкасси, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Чӑваш тумӗн азбуки» конкурсра ҫӗнтернӗ
2021, 11, 29
Чи вулакан ҫемьесене палӑртнӑ
2022, 05, 16
Падиаровсем-Прокопьевсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ
2022, 05, 17
3 ача рельссем ҫине япаласем хунӑ
2022, 06, 12
7 ачаран ытларах ҫитӗнтерекен ҫемьесене субсиди парасшӑн
2022, 06, 13

Комментари:

Agabazar // 8094-6661
2022.06.22 12:16
Agabazar
Мĕнлерех мораль вара ку тĕслехрен?
Ятран // 1351.73.5700
2022.06.27 09:11
Германире пурӑнма тахҫанах начар, америкура та.... Зарплати пысӑк пулсан та, веҫех налогсемпе коммунальныйне тухса каять... Ытти проблемисене пелмес, мен унта... Халь тата хӑрушла пуль санкцисемепе, украинсемпе, газне памаҫ.... Майра тупма начар пулнӑ Германире ӗмӗрех..
Agabazar // 2298.63.0761
2022.06.28 00:41
Agabazar
Чӑваш чӗлхинче «зарплата» сӑмах ҫук. «Налог», «коммунальный» сӑмахсем те ҫук.



Америкпе Германири пурнӑҫ пирки тӗрӗс калан. Мӗншӗн тесен, ахӑртнех, урӑхла каласан, «фейк» тесе часах тытса кайма пултараҫҫӗ.
Agabazar // 2298.63.0761
2022.06.28 00:44
Agabazar
Канаш каччи Муханов космолог та Германирен каялла таврăнать-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org