Персона
ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри икӗ полицейские ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнӑшӑн медальпе чысланӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче полици прапорщикӗ Артем Петров патруль вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнче хваттер ҫунни пирки хыпар илнӗ. Хуҫи сас паман. Ҫӑлавҫӑсем картлашка тунӑ вӑхӑтра хваттер хуҫин амӑшӗ ҫитнӗ те алӑка уҫнӑ. Артем Петров вӑхӑта ҫухатаман – ҫунакан хваттере кӗрсе арҫынна коридора кӑларнӑ. Лешӗ утайман та. Пӗлтӗр ака уйӑхӗнче полици лейтенанчӗ Владимир Паргеев ҫӑлавҫӑсем пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр хваттерти пушартан ҫынсене эвакуациленӗ. Вӑл чӳречерен кӗрсе виҫӗ хӗрачана урама кӑларнӑ. Ачасем хваттерте пӗчченех пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Питӗр хулинче Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров зодчи скверӗ пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Питӗрти Топоним комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑвашра ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте ӗҫлесе ят-сум илнӗ Петр Егоров ятне хулари пӗр-пӗр вырӑна парас ыйтӑва тишкернӗ. Ҫапла тума ыйтса Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗ сӗннипе ҫыру янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Питӗрти 6-мӗш Совет урамӗнчи ятсӑр бульвара Петр Егоров зодчи ячӗллӗ сквер туса хума килӗшнӗ. Топоним комиссийӗ ырланӑ хыҫҫӑн ыйтӑва Питӗр хулин Тӗп районӗн администрацийӗнче ырлани кирлӗ. Аса илтерер: Петр Егоров ҫуралнӑранпа кӑҫал 290 ҫул ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Геннадий Иванов-Орков сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ тӗрӗ ӑсти Мария Симакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки паян Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Мария Васильевна 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра, Шупашкарти стройкӑсенче ӗҫленӗ. 1955—1959 ҫулсенче мӑшӑрӗпе Казахстанра ҫерем ватнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнса геологи разведкинче 1965 ҫулччен тимленӗ. Унтан вӑл «Паха тӗрӗ» хапрӑка ӗҫе вырнаҫнӑ. Шӑпах ҫавӑнта ентешӗмӗр хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхне туллин кӑтартма пултарнӑ. Унран, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗнчен, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗнчен, РСФСР халӑх ӑстинчен, ыттисем вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курс Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин Любовь Федорован пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ артистка кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ. Сцена ӑстине саламлама Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов, ЧНК хастарӗ Владимир Тяпкин, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем юбиляра ӑшшӑн саламланӑ. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев союз грамотипе чысланӑ. Пултарулӑх каҫне Игорь Муренкон пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакль малалла тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
37.mchs.gov.ru сайтри сӑн ШӖМ ӗҫченне пушарта ҫынна ҫӑлнӑшӑн РФ ШӖМӗн медалӗпе чысланӑ. Ӗҫтешӗсем кун пирки тӳрех пӗлмен. Кӑрлач уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Александр Степанов дежурствӑран таврӑннӑ чухне тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Ҫывӑхарах пынӑ та тайкаланакан ҫынна курнӑ. Вӑл шалта пӗлӗшӗ пулнине каланӑ. Полицейски чӳречерен кӗрсе 55 ҫулти арҫынна уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Тумӗ ҫунса кайнине, брелокӗ ирӗлнине кайран тин асӑрханӑ. Кайран вӑл ҫӑлавҫӑсене пушара сӳнтерме пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чун хӗлхемӗ – халӑха!» курав уҫӑлӗ. Ӑна Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Раиса Васильевна 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Поэт, прозаик, драматург, тӑлмач. Хайлавӗсене Раиса Сарпи чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Вӑл — 50 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, чӑваш театрӗсенче лартнӑ 10 пьеса авторӗ. Унӑн хайлавӗсем шкул программине, литература хрестоматийӗсене кӗнӗ. Сӑввисене тӗнчери чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче, Пукане театрӗнче литература пайӗн заведующийӗнче, хӗрарӑмсен «Пике» журналӗн редакторӗнче, «Путене» ача-пӑча журналӗн редакторӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра преподаватель пулнӑ. Раиса Сарпи – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкарта пурӑнакан Светлана Павловӑшӑн ку чӑн-чӑн асамлӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗрремӗш кунхинех вӑл лотерея выляса 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Светлана Шупашкарти электроаппарат савутӗнче ӗҫлет. Ҫӗнӗ ҫул умӗн киле таврӑннӑ чухне вӑл лотерея билечӗ туяннӑ. Вӑл унта унччен те хутшӑннӑ-ха. Хальхинче вӑл 50 билет туяннӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑл кӑларӑм хыҫҫӑн сайтра билет ҫинчи хисепсене тӗрӗсленӗ. 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ иккен! Светлана выляса илнӗ укҫапа ипотекӑн пӗр пайне саплаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикӑн Композиторсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӑнче темиҫе хут та ҫӗнтернӗ Андрей Галкин 60 ҫул тултарнӑ. Андрей ГалкинФ.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Андрей Петрович тӗрлӗ жанрлӑ композицисем хайлать. Ҫав шутра — симфони тата камера музыки, эстрада юррисем, драма спектаклӗсене юрӑ-кӗвӗпе илемлетет. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе те тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлет. Вӑл «Аттила. Легенда ҫурални», «Хуркайӑк ҫулӗ» балетсем валли юрӑ-кӗвӗ ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Ксения Редькова ҫак кунсенче 104 ҫул тултарнӑ. Ксения Прокофьевна пакунлӑ ҫынсене яланах хаваслӑ кӑмӑлпа кӗтсе илет. Мӗншӗн тесен вӑл вӑрҫӑ хыҫҫӑн милицире 35 ҫул ӗҫленӗ. Ӑна саламлама полици ӗҫченӗсем те килнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ксения Прокофьевна фельдшер пулнӑ, салтаксемпе офицерсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ШӖМӗн медикпа санитари чаҫӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, парти ӗҫченӗ тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ паллӑ ҫын, Чӑваш АССР тата РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ида Кочетова (1931-2012) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ида Анатольевна 1931 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Ӗҫ биографине Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи оркестр артистӗнчен пуҫӑннӑ. 1952-1955 ҫулсенче ВЛКСМ Чӑваш обкомӗнче пропагандӑпа агитаци инструкторӗнче ӗҫленӗ. 1956 ҫулта Ида Анатольевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ, унти историпе филологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Шкулти учитель пулса пӗр вӑхат ӗҫленӗ хыҫҫӑн КПСС Шупашкар хула комитетне куҫнӑ. 1969 ҫулта Чулхулари Партин аслӑ шкулне направленипе янӑ. 1975 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 1988 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Ида Кочетова Чӑваш АССР культура министрӗ пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |