Персона
Чӑваш Ен Элтеперне ларнӑ хыҫҫӑн Олег Николаев кӑларнӑ хушусенчен пӗри патшалӑх наградӑласси ҫинчен. Ӑна вӑл паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. 240-мӗш номерлӗ хушупа республика ертӳҫи орден, орден медалӗ, Хисеп грамоти тата тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Хисепе тивӗҫнӗ ҫынсем хушшинче чӑваш тӗнчин сумлӑ шурсухалӗ те пур. Вӑл – паллӑ педагог, публицист, общество ӗҫченӗ, ӑсчах, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, таврапӗлӳҫӗ Виталий Станьял. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республики умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ Паянхи кун хурлӑхлӑ хыпарсемпе пуян. Маларах эпир Петр Ивантаев тата Станислав Отрыванов вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр хурлӑхлӑ хыпар илтрӗмӗр. Искусствоведени докторӗ тата профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ Алексей Трофимов йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 1938 ҫулта Тутар Республикинчи Аксу районӗнчи Чӑваш Киреметпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ Ӳнер академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш АССР наукӑпа тӗпчев институтӗнче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Унта директор пулса та ӗҫленӗ. И.Н. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗрентнӗ. Хушни: Алексей Александрович Трофимовпа сывпулашшас текенсене Республикӑн 1-мӗш больницин ритуал залне авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунтикун, 12 сехете пыма сӗнеҫҫӗ. Адресӗ: Мускав проспекчӗ, 9в. |
Персона
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Станислав Отрыванов инженер-строитель, краевед, Чӑваш халӑх академийӗн чӑн пайташӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ. Станислав Гурьевич 1948 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 38 ҫул Ҫурҫӗрти строительство организацийӗсенче ӗҫленӗ, Архангельск хула администрацийӗн мэрийӗнче те тӑрӑшнӑ. Таврапӗлӳҫӗ, очерксем тата прозӑлла хайлавсем ҫырнӑ. Станислав Отрывановпа Шупашкарти П. Лумумба урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра ыран, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 11 сехетре сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ ҫынсенчен пӗри, Петр Ивантаев ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Вӑл паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вилсе кайнӑ. Унпа Шупашкарти Ухсай Яков ячӗллӗ культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. 12 сехетре хурлӑхлӑ митинг пуҫланӗ. Петр Ивантаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ. Дипломлӑ специалист ӗҫ биографине тӑван районӗнчи «Октябрь» колхозра агрономра пуҫланӑ. Утӑм хыҫҫӑн утӑм тунӑ вӑл. Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗн — ЧР ял хуҫалӑхӗн министрӗн тилхепине тытма тивӗҫ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер, чӑваш халӑх поэчӗ Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун, Шупашкарти Литература музейӗнче ҫыравҫӑн тӑванӗсемпе тӗл пулу иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Литература музейӗнче Степан Антонович Шумковӑн (Стихван Шавлин) хӗрӗ Ольга Степановна (сӑнӳкерчӗкре вӑл иккӗмӗш ретре, варринче, хӗрлӗ костюмпа тӑрать), мӑнукӗсем Николай тата Степан Кругликовсем пуҫтарӑннӑ. Лидия Филиппова хыпарланӑ тӑрӑх, Степан Юрьевич Кругликов (вӑл сулахай енче тӑрать) Швейцаринче ӗҫлесе пурӑнать. |
Персона
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Стихван Шавли поэт тата куҫаруҫӑ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сӗтел ирттерчӗ. Ырӑ йӑлана малалла тӑсса мероприятие вулавӑш хӑйӗн Ютубри каналӗнче тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ. Калаҫӑва Юрий Артемьев литературовед, филологи наукисен докторӗ тата Чӑваш Республикин искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ҫыравҫӑ тата драматург, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ Арсений Тарасов хутшӑнчӗҫ. Стихван Шавли обкома ҫӳреме юратман, ҫавна май вӑл, тен, нумай ҫухатнӑ та пулӗ. Ҫак шухӑша та асӑнса хӑварчӗ Юрий Артемьев. «Шавлисем пирӗн литературӑн меккисем, вӑл юпасем нихҫан та ҫӗрмеҫҫӗ», — терӗ Арсений Тарасов. 1976 ҫулта ҫӗре кӗнӗ поэт. «Вӑл пӗтӗм пурнӑҫне, талантне чӑваш чӗлхи пурӑнтӑр, аталантӑр тесе пӗтӗм вӑйне ҫитернӗ таран пултарулӑхӗпе, гражданлӑхӗпе, публицистла хӑюлӑхӗпе май килнӗ таран тунӑ», — палӑртрӗ Юрий Артемьев. Шавли пек ятсене пропагаландӑламаллах, манӑҫма памалла мар. Ҫак шухӑша палӑртрӗҫ ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ хӑнасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри прокурорӑн ҫумӗсенчен пӗри пулма Ростов тӑрӑхӗнчи ҫынна ҫирӗплетнӗ. Вӑл – Виталий Семенченко. Виталий Викторович 1977 ҫулта Ростов облаҫӗнчи Таганрог хулинче ҫуралнӑ. Вӑл Шалти ӗҫсен министерствин Ростоври юридици институтӗнче вӗреннӗ. Професси карьерине 1998 ҫулта Ростов облаҫӗнчи шалти ӗҫсен органӗнче пуҫланӑ. 2000 ҫулта прокуратура тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Аслӑ тӗпчевҫӗрен прокурора ҫитнӗ вӑл. 2010-2018 ҫулсенче Ростоври районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе прокурор пулса тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна Дон ҫинчи Ростоври Ворошилов районӗнчи прокурор пулма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Vk.com сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Татьяна Якунина Раҫҫей президенчӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Хушӑва ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Владимир Путин алӑ пуснӑ. Ҫак премие вӗрентӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ педагогсене параҫҫӗ. Татьяна Якунина та Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсен йышне кӗнӗ. Татьяна Якунина И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран лайӑх вӗренсе тухнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулта 2001 ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн пысӑк квалификаци категорийӗ пур, шкулта 18 ҫул педагогра ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енри паллӑ педагог, 200 ытла ӗҫ, ҫав шутра — 5 монографин, авторӗ Николай Краснов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Николай Герасимович педагогика ӑслӑлӑхсен докторӗ, профессор, ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Иван Яковлев музейне йӗркелекенӗ пулнӑ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ ҫыннӑн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл нумай тӑрӑшнӑ. Николай Краснов 1932 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Мартынкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1955 ҫулта Чӑваш патшалӑх пединститутӗнче (хальхи вӑхӑтра — университет) ют чӗлхесен факультетӗнчен, 1963 ҫулта Мускавра ют чӗлхесен педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ, либерал-демократсен партийӗн фракцийӗн ертӳҫи, оборона комитечӗн пайташӗ Владимир Жириновский Шупашкарти суйлава хутшӑнать. Ӑна хулари Депутатсен пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври пухӑвне депутата суйланма Раҫсей Федерацийӗнчи либерал-демократсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӑратнӑ. Владимир Жириновский Казахстанри Алма-Ата хулинче 1946 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫӗршыври паллӑ политик М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Философи ӑслӑлӑхсен докторӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Жириновский Шупашкарти суйлава хутшӑнассине ҫак йӗркесен авторне Шупашкар хулинчи муниципалитет суйлав комиссийӗнче ҫирӗплетсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |