Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона

Юлашки вӑхӑтра Патӑрьел районӗнче икӗ палӑк уҫӑлчӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ишек ялӗнче вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑччӗ. Асӑннӑ районти Турхан ялӗнче ӗнер Алексей Кокель художникӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑк-бюст авторӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчи паллӑ скульптор Николай Кондрашкин. Палӑка уҫма Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен пайташӗсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков пулӑшнӑ.

Ҫак йӗркесен авторне Николай Кондрашкин скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр палӑк уҫасшӑн. Ӑна та Николай Кондрашкин хатӗрленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, палӑксене маларахах туса хатӗрленӗ, «халӗ Лев Пантелеймонович Кураков ырласа чысланипе ӗҫе кӗрсе пыраҫҫӗ».

Николай Ашмарин палӑкӗ Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулӗ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Евгения Константинова ҫак кунсенче 101 ҫул тултарнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине кура тӳре-шара ӑна видеоҫыхӑну урлӑ саламланӑ.

Евгения Константинова – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, Беларуҫе ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Хӗвелтухӑҫ Прусси таран ҫитнӗ. Сержант ятне илнӗскер тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне тивӗҫнӗ.

Вӑл 1950 ҫулччен тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. 1950-1961 ҫулсенче Ҫӗрпӳри телеграфра тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ялти лавккара вӑй хунӑ. Халӗ Шупашкарта хӗрӗ патӗнче пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67355
 

Персона

Паян Шупашкарти Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫине Захар Шапирона тата Тамара Чумаковӑна асӑнса хисеп хӑми уҫӗҫ.

Захар Зиновьевич (26.05.1940-16.12.2015) – Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Рвҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хусанта ҫуралнӑскер унти музыка училищинче вӗреннӗ, кайран Сартури патшалӑх консерваторийӗнче скрипка класӗнче пӗлӳ илнӗ. 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче симфони оркестрӗн концертмейстерӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Захар Шапиро театрти чылай проекта пуҫарнӑ. Ҫав шутра – М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ, балет фестивалӗ, И. Штраусӑн Европӑри Сурхури фестивалӗ, Симфони музыкин каҫӗсем, Чӑваш музыкин кунӗсем т.ыт.те.

Тамара Чумакова (28.08.1932-17.01.2016) – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов яӗллӗ музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче тата Чӑваш музыка театрӗнче ӗҫленӗ.

 

Персона

Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художник-постановщикӗ Светлана Иванова-Зверева 60 ҫул тултарнӑ.

Светлана Геннадьевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1994-2013 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник-бутафорта тӑрӑшнӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художник-постановщик пулса вырнаҫнӑ.

Светлана Геннадьевна сценографисем, тумтирсен эскизӗсене хатӗрлет. Юбиляра ыран, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль вӑхӑтӗнче саламлӗҫ.

 

Персона

«Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Алексей Леонтьев истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ Ӑслӑлӑх тата аслӑ вӗренӳ министерстви юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Алексей Петрович — Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен Союзӗн пайташӗ. Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» йӗркелӳҫи тата редакторӗ Николай Никольский пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тата «Хыпар» хаҫат кун-ҫулне нумай тӗпченӗ. Паха ҫав материалсене пухса «Минувшее и настоящее» кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл 640 страницӑран тӑрать.

Алексей Леонтьев куҫару ӗҫӗпе те самай тӑрӑшнине пӗлетпӗр. Сӑмахран, Александр Гринӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарса 5 томпа пичетленӗ. Ӗҫе хӑтлама К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне 2014 ҫулта пуҫтарӑнсан педагогика наукисен кандидачӗ Роза Петрова-Ахтимирова: «Чӑвашла хайлавсем Грин хӑй ҫырнинчен те вӑйлӑрах пулса тухнӑ», — тесе ырланӑ.

 

Персона

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшнче республикӑн экономика министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Олег Молякова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Моляков депутатӑн пӗртӑванӗ. Олег Моляков 55 ҫулта. Вӑл 1993 ҫултан пуҫласа 2002 ҫулччен ЧР экономика министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ, унтан Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче «РУКС» предприятире те ӗҫленӗ.

Ӗнер Олег Молякова министр ҫумӗнчен хӑтарма йышӑннӑ. Ӗнерех ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетнӗ.

 

Персона

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Старикова 65 ҫул тултарнӑ.

Вӑл 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Хусанти патшалӑх культура институтӗнчи библиотека факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл мӗн паян кунччен вулавӑшра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Шупашкарти 4-мӗш вӑтам шкулта, Тӗп ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче, «Промтрактор» акционерсен обществин ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче тӑрӑшнӑ.

1997 ҫултанпа Светлана Старикова Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: патентпа техника пайӗнче аслӑ библиограф, марктингпа инноваци пайӗн заведующийӗ, директорӑн ҫумӗ, вулавӑш директорӗ.

 

Персона

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти Евгения Жачева авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Евгения Жачева чӑваш халӑх тӗрри ҫинчен нумай ӗҫ ҫырнӑ. «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра унпа нумаях пулмасть пичетленнӗ материалта ӑста «Чи пӗлтерӗшли вӑл маншӑн — чӑваш тӗррин ҫӗввисене тупни. Эпӗ ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче 18 ҫӗвӗччӗ, халӗ — 63. Ҫакӑ маншӑн питӗ хаклӑ, мӗншӗн тесен вӑл халӑха кирлӗ. Кашни тӗрӗре хӑйне евӗрлӗ ӑнлав пур. Ӑна тӗпчеме, ӑнкарса илме питӗ кӑсӑклӑ. Ӗлӗкхи тӗрӗсем мана питӗ килӗшеҫҫӗ. Вӗсен кашни расна пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ мана уйрӑмах интереслентерет», — тесе пӗлтернӗччӗ...

Евгения Жачева 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Персона

Чӑвашсен паллӑ чӗлхеҫи тата этнографӗ, 17 томлӑ словарӗн авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 150 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май Раҫҫей почти ятарлӑ конверт кӑларассине пӗлтерет.

Конверта 250 пин экземпляр тиражпа пичетлӗҫ. Ӑна Раҫҫей почтин кирек хӑш уйрӑмӗнче туянма май килӗ.

Юбилей кунӗ тӗлне хатӗрленӗ конверт юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухӗ. Конверт ҫинче — Виталий Петровӑн (Праски Виттин) «Н.И.Ашмарин – академик-чӗлхеҫӗ» картини.

Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче Николай Ашмарина халалласа уҫакан курав вӑхӑтӗнче конверта сутлӑха кӑларнине пӗлтерӗҫ.

 

Персона

Паян, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ композитор, педагог, Раҫҫей композиторсен союзӗн пайташӗ Лолита Чекушкина 55 ҫул тултарать.

Лолита Чекушкина 2011 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. 2012-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш Республикин патшалӑх парнин лауреачӗ пулса тӑнӑ. 2001, 2008, 2009, 2010, 2013 ҫулсенче вӑл республикӑри театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн лауреачӗ ята тивӗҫнӗ.

Пулас композитор 1984 ҫулта Шупашкарти музыка училищинче тата Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Вырӑс драма театрӗнче музыка пайӗн заведующийӗнче, Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернатра композици преподавателӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӗҫленӗ. Симфони оркестрӗ, камера оркестрӗ валли хайлавсем, ача-пӑча фортепьяно пьесисем ҫырнӑ, спектакльсем валли музыка хайлать.

 

Страницӑсем: 1 ... 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, [89], 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, ...168
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та