Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Персона
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Иван Тенюшев журналист, педагог, ӑсчах тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Иван Тенюшевӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата студентсем пуҫтарӑннӑ. Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ялти шкулти учительтен ӗҫ биографине пуҫӑннӑскер хаҫат-журналта та ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата «Булгар» издательствӑн директорӗ пулнӑ. Чылай ҫул ЧПУра студентсене вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |