Персона
Чӑваш ҫыравҫи, поэт, публицист, куҫаруҫӑ Александр Савельев-Сас пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пушкӑрт Республикинчи педагог 89 ҫулта пулнӑ. Александр Сергеевича паян Пушкӑртстанри Авӑркас районӗче тӑван ялӗнче пытарнӑ. Александр Савелев-Сас 1932 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн аслӑ пӗлӗве Ҫтерлӗри педагогика институтӗнче илнӗ. Вӑл «Ленин ҫулӗпе» хаҫатра редактор ҫумӗнче, куҫаруҫӑра ӗҫленӗ. 1970-мӗш ҫулсенче тӑван ялӗнчи шкулта директор ҫумӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентнӗ. Пӗрремӗш сӑвви унӑн район хаҫатӗнче 1955 ҫулта пичетленнӗ. Ытларах вӑл шкул ачисем валли ҫырнӑ. Пушкӑрт тата тутар ҫыравҫисен хайлавӗсене куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Александр Кутырев Ӗнер Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта «Тойота» бетон ҫӑракан машина ҫине пырса кӗнӗ, унтан тепӗр машинӑна тӑрӑннӑ. Аварире «Тойота» водителӗ, 74 ҫулти арҫын, вилнӗ. Александр Кутырев хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр савутне ертсе пынӑ, управляющи компани директорӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех тренерта ӗҫленӗ. Вӑл ЧР физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Александр Андреевич 1946 ҫулта Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ. Вӑл унти «Ҫӑлтӑр» футбол командин тренерӗ пулнӑ. Александр Кутыревпа ыран Шупашкар районӗнчи Явӑш масарӗ ҫинче сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
"Советская Чувашия" сайтӗнчи сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Украинӑра Чӑваш Ен ҫыннипе, Совет Союзӗн Паттӑрӗпе, летчикпа Михаил Карпеевпа сыв пуллашнӑ. Пирӗн ентеш Харьков хулинче пурӑннӑ. 98 ҫула кайса пурнӑҫран уйрӑлнӑскере ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. Фронтра вӑл 300 ытла хутчен вӗҫеве тухнӑ. Летчиксем унӑн ячӗпе Харьковри пӗр урам ятне пама ыйтнӑ. Михаил Карпеев вилсен Украинӑра пысӑк награда тивӗҫнӗ ветерансем пачах юлман. Михаил Карпеев Якимово ялӗнче /халӗ вал Шупашкара кӗнӗ ӗнтӗ/ ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Нумаях пулмасть Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Архипова Мускавра пултарулӑх командировкинче пулнӑ. Ҫулҫӳреве Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗ парнеленӗ. Ҫак чыса артистка союз ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тата юбилей ячӗпе тивӗҫнӗ. Мускавра пулнӑ май сцена ӑсти Мусквари театрсенче пулнӑ. Сӑмахран, Раҫҫей академи ҫамрӑксен театрӗн «Горе от ума» спектакльне (ӑна Алексей Бородин режиссер лартнӑ) кайса курнӑ. А. Чехов ячӗллӗ МХАТра Питӗрти театр кӑтартнӑ «Литургия Зерро» спектакле пӑхнӑ, Е. Вахтангов ячӗллӗ театрта — «Король Лир» спектакле, Моссовет театрӗнче — «Ричард III», Мускаври оперетта театрӗнче — «Анна Каренина» мюзикла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енри пултаруллӑ режиссёра, поэтне, музыка критикне, тӑлмача, сцена ӑстине Иосиф Дмитриев-Трера чӑваш тӗнчи 2018 ҫулта ҫухатрӗ. Вӑл йывӑр чире пула 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Иосиф Дмитриевӑн тӑван тӑрӑхӗнчи — Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинчи — вил тӑпри ҫине халӗ палӑк лартнӑ. Палӑка тутарнӑшӑн Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ укҫа тӳленӗ. Иосиф Александровичӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка теорийӗпе историйӗн кафедрин профессорӗ Юлия Александровна союз председательне Сергей Павлова чунтан тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан Серафима Федорова ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӗҫ вӗтеранӗ халӗ те аптӑрмасть: юрлать, сӑвӑ пӑхмасӑр калать. Серафима Тимофеевна шкулта кӗҫӗн классене тата вырӑс чӗлхи предметне вӗрентнӗ. Кинемей ӑс-тӑнне ҫирӗплетсех тӑрать, ҫакна тума ӑна хаҫат-журнал вулани пулӑшать. Серфима Тимофеевна хӑйӗн кашни вӗрентекенне астӑвать. Вӑл, паллах, вӑрҫӑ ҫулӗсене те манман – чылай йывӑрлӑх кӳнӗ-ҫке-ха вӑл. «Шкулта ачасемпе вутӑ ҫурнӑ, ҫулла ҫӗрлесерен кӗлте йӑтаттӑмӑр», - аса илнӗ кинемей. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ журналиста юбилей медалӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку чыса «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра тӑрӑшакан Александр Белов тивӗҫнӗ. Журналиста «Правда» хаҫата йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа чысланӑ. Асӑннӑ медале пани ҫинчен калакан удостоверение Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗ Геннадий Зюганов алӑ пуснӑ. Маларах асӑннӑ хаҫатра Александр Белов иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ӗҫленӗ. Фейсбукра хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнере 2-3 репортаж хатӗрлесе панӑ, вӗсене пӗрремӗш-иккӗмӗш полосасенче пичетленӗ. Пӗррехинче хаҫат хуҫипе вӑйлӑ тавлашса илнӗ, унтан журналист хаҫатран пӑрахса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Раҫҫейри паллӑ музыкҫӑ тата композитор Алексей Айги хӑйӗн «4'33''» ушкӑнӗпе Шупашкара концертпа килӗ. Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин ывӑлӗ Чӑваш Наци вулавӑшне уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилей мероприятийӗсен хӑни пулӗ. Унӑн концерчӗ «Библиотека в пространстве межкультурной коммуникации» регионсем хушшинчи культура форумне вӗҫлӗ. Форума Федерацин национальноҫсен ӗҫӗсен агентстви тата вулавӑшӑн «Геннадий Айги. Разговор на расстоянии» проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ. Мероприятие ирттерме «ЛУКОЙЛ» компанин ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшӗ. Алексей Айги – хӑйне евӗр тата пултаруллӑ композитор, скрипач, 100-е яхӑн фильмӑн саундтрекӗ авторӗ, сумлӑ тӗрлӗ кинопремие тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер тӳпере тепӗр ҫалтӑр сӳнчӗ. Валерий Раштав поэт пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл пурнӑҫӗн пысӑк пайне Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче ирттернӗ. Валерий Самойлов Патӑрьел районӗнче Кивӗ Катек ялӗнче 1975 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелти шкула пӗтерсен И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ. Унӑн сӑввисем чӑваш эстрадинче анлӑ сарӑлнӑ. Чылай юрӑҫ Валерий Раштавӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсене шӑрантарать: Фарида, Алексей Наумов, Сергей Павлов, Елена Бриз, Алексей Московский… Валерий Раштав сӑввисене «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», «Кушак ҫури», «Телей кайӑкӗ» ятлӑ кӗнекесенче пичетлесе кӑларнӑ. |
Персона
chgpu.edu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци культурине упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Уяв» халӑх фолькор ансамблӗн хормейстерне Зинаида Козловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслас тенӗ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Зинаида Козлова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ. Зинаида Алексеевна 1946 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьелте ҫуралнӑ. Фольклорист, педагог. 1975 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен, 1983 ҫулта Сартури патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1967-1968 ҫулсенче Чӑваш радиопа телекурав хорӗнче солисткӑра ӗҫленӗ. 1984 ҫултан «Уяв» тата «Пилеш» фольклор ансамблӗсенче йӗркелӳҫӗ тата илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |