Персона
Арсений Тарасов. hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн, чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ. Арсений Тарасов 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче ҫуралнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче вӗренсе тухсан Чӑваш телерадио комитетӗнче, унтан пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, кайран каллех Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанине куҫнӑ. Чылай хушӑ тележурналист пулса ӗҫленӗ — «Тавсси» автор передачине йӗркелесе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра «Тӑван Атӑл» журналта вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
old.chuvsu.ru сайтри сӑн Морис Яклашкин «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» сумлӑ та хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Сумлӑ ята Морис Яклашкина, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин директорӗн ҫумне, музыка ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн пама йышӑннӑ. Морис Яклашкин – хор дирижёрӗ, вӗрентекен, профессор (1999). 1947 ҫулхи авӑнӑн 4-мешӗнче Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, 1992 ҫулта Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗ. 1997 ҫулта Чӑваш Енӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулнӑ.Канашри педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн кӗвӗпе педагогика факультетӗнче, Чулхулари консерваторинче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Пушкӑртстанри Стерлитамакра пурӑнакан Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ Гурий Комиссаров-Вантер ют ҫӗрте выртнишӗн тахҫанах пӑшӑрханни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Вячеслав Ерохина Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер пулӑшма шантарнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьелти ҫӑва ҫине Гурий Комиссарова асра тытса палӑк вырнаҫтарнӑ. Ӑна вырнаҫтарма Гурий Комиссаровӑн тӑванӗсем тата Шупашкарпа Пушкӑртстанри чӑвашсем укҫа уйӑрса пулӑшнӑ. Палӑка уҫма Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер, Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин, Николай Ишентей поэт, Сергий пачӑшкӑ, Николай Лукианов юрист, Муркаш районӗнчи этнопарк ертӳҫи Юрий Туринке, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, педагогсем, журналистсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев вилнӗренпе паян ҫулталӑк ҫитрӗ. 59 ҫулта вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупрӗ. Яштака та ҫӳллӗ, хура, хитре ҫынччӗ вӑл. Спортпа туслӑскерччӗ тата. Анчах вилӗм никама та тиркесе-суйласа тӑмасть ҫав. Вӑйпитти те пурӑнмалли ҫыннӑн пурнӑҫӗ пӗлтӗр татӑлчӗ. Михаил Игнатьев чылай вӑхӑт чиртен сипленчӗ. Амак пӗр ҫулӑхсан уйрӑласшӑн мар-тӑр ав... «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Михаил Игнатьевӑн вил тӑпри ҫинче (ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑва ҫинче пытарнӑ) хурлӑхлӑ митинг иртмелле тата палӑк уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Эрнст Мокеев Республикӑн патшалӑх истори архивӗн сайтӗнче Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эрнст Мокеева халалласа страница хатӗрленӗ. Мускавра пурӑнакан, Канашра 1936 ҫулта ҫуралнӑ пултаруллӑ кинорежиссёр, литератор тата художник-график ҫӗртме уйӑхн 12-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл чылай ҫул Чӑваш телекуравӗнче ӗҫленӗ. Мускава куҫса кайсан та Чӑваш Енпе ҫыхӑнӑва татман. Истори архивӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван тӑрӑха кашни килмессерен художество музейӗнче курав йӗркелет е пӗр-пӗр культура форумне хутшӑнать. Патшалӑх архивӗпе Эрнст Мокеев 2010 ҫултанпа туслӑ ҫыхӑну тытать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Акатуй иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров та ҫитсе курнӑ. Ӑна унта хисеплӗ ят панӑ. Николай Васильевич Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫакна ӑна районӑн социаллӑ экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн панӑ. Палӑртмалла: Николай Федоров Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чучукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ҫав ял ҫук ӗнтӗ, ӑна «Химпрома» тунӑ чухне пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, литературӑпа ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ Светлана Андреева 50 ҫул тултарнӑ. Лауреат тата тава тивӗҫлӗ ятсене сцена ӑсти ҫамрӑклах тивӗҫнӗ: преми лауреатне – 2004 ҫулта, хисеплӗ ята – 2005 ҫулта. Светлана Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Артистка сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑпланипе пӗрлех хитре сӑнӗпе, уҫӑ та янӑравлӑ сассипе куракансене килӗшет. Унӑн тӗп хӑйнеевӗрлӗхӗ – артистланнине кӑтартманни. «Хӗр ҫураҫма кайсан» спектакльти Фиса-и вӑл е «Шӑпчӑк юрланӑ каҫри» Инга-и, «Йывӑҫсем вилӗме пуҫ таймаҫҫӗ» спектакльти Марта-Изабелла-и е «Тухса каяс умӗн» спектакльти Иринка-и, «Тӑлӑх арӑмсен йӑпатмӑшӗнчи» Грациелла-и е «Пуса каччинчи» Света-и т.ыт.те – Светлана Андреева калӑплакан кашни сӑнар куракана тыткӑнлать. |
Персона
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикне Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшне хирӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши скверӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чӑваш сӑвӑҫи. Вал 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи сӑввисем 1919 ҫулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаҫатсенче пичетленнӗ. Пӗрремӗш кӗнеки 1927 ҫулта «Хурҫӑ шанчӑк» ятпа ҫапӑнса тухнӑ. 1928 ҫулта Шупашкарта «Сӑвӑсем» кӗнеке пичетленсе тухать. 1959 ҫулта — «Ҫырнисен пуххи». Хӗрӳллӗ чӑваш поэзи ӗҫченӗ 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш халӑх ҫыравҫи Никифор Мранькка ҫуралнӑ ялта, Куславкка районӗнчи Пилешкассинче, паллӑ та сумлӑ ентешӗмӗре хисеп туса асӑну хӑми уҫнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ. Лидия Ивановна хыпарланӑ тӑрӑх, мероприятие чӑваш литераторӗсем, район адмиистрацийӗнче ӗҫлекенсем, культура ӗҫченӗсем, пӗр ял ҫыннисем пырса ҫитнӗ. Паллӑ пулӑма ҫыравҫӑн тӑванӗсем: Никифор Мраньккан ывӑлӗ Альберт Никифорович, писателӗн Наталья Альбертовна мӑшӑрӗпе — хутшӑннӑ. «Куславккасем, эсир — маттур! Пурне те тав!!!!» — тесе палӑртнӑ Лидия Филиппова Фейсбукра. 2018 ҫулта Никифор Мраньккан Куславккари палӑкне ҫӗнетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Никифор Мранькка «Ӗмӗр сакки сарлака» роман-эпопейӑпа палӑрнӑ. Пулас драматург тата прозаик пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Мускаври киносценаристсен курсӗнче вӗреннӗ. Унтан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш кинохроника студийӗнче ӗҫленӗ, унтан – хаҫат редакторӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн ташӑҫи, артисчӗ, солисчӗ Владимир Кудаков пурнӑҫран уйрӑлса кайни пирки хурланса пӗлтернӗ. Ку хыпара Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. Владимир Валентинович хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан артист пулнӑ, унӑн пултарулӑхӗ куракансене тыткӑнланӑ. Ӑна ӗҫтешӗсем те хисепленӗ. Владимир Кудаковпа ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче сывпуллашнӑ. Владимир Кудаков 1962 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. Самарти ӳнерпе культура институтӗнче «Хореографи» специальноҫне алла илнӗ. 2011 ҫултанпа «Ҫавал» ансамбльте ташланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |