Персона
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Роза Шевлепи сӑвӑҫ, прозаик, педагог, публицист куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Роза Шевлепи (Ильина-Юхма) — Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 14 кӗнеке авторӗ. Вӑл 1935 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫатра ялӗнче ҫуралнӑ. Роза Ивановна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Шупашкар хулинчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури, истори учителӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран Раҫҫей Литература фончӗн чӑваш уйрӑмӗн председателӗ, Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ, ҫавӑн пекех пӗтӗм Чӑваш обществӑпа культура центрӗнчи ҫамрӑк ҫыравҫӑсен пултарулӑх шкулӗн етрӳҫи пулнӑ. Малтанхи хайлавӗсем «Хушкапуҫ», «Хурав», «Тунсӑх», «Ҫӑкӑр чӗлли», «Марук кушак нянькӑра», «Кӑвакарчӑн», «Икӗ асанне» 1993 ҫулта «Вучах» хаҫатра тата «Пике» журналта пичетленнӗ. Р. Шевлепин хайлавӗсене нимӗҫ, тутар, азербайджан тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Унӑн сӑввисемпе нумай юрӑ хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑвашла хитре калаҫнине пирӗнтен чылайӑшӗ хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ. Тепӗр тесен, чӑваш ҫынни тӑван чӗлхепе калаҫнинчен (ашшӗ-амӑш чӗлхине хисепленинчен) тӗлӗнме кирлӗ те мар-ха. Аса илтерер: Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республика ертӳҫи интервьюсене те чӑвашла парать, черетлӗ эрнене те икӗ чӗлхепе пӗтӗмлетет. Ӗнер вара вӑл «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина Фейсбукра пӗлтернӗ. «Республика Пуҫлӑхӗ, Олег Алексеевич Николаев «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравлама килӗшрӗ, паллах — чӑвашла. Тӗплӗнрех, ҫитес номерте», — тесе ҫырнӑ наци медаихолдингӗн пуҫлӑхӗ. Элтеперпе Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнче пурӑнакан Илья Степанович Волков 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл юбилейне Илле кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, паллӑ тунӑ. Илья Степанович – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Юбилей ячӗпе ун патне РФ Президентӗнчен Владимир Путинтан саламлӑ ҫыру килнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна парнесемпе хавхалантарнӑ. Пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ Илья Волков пурне те сывлӑх, 100 ҫула пурӑнса ҫитме суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Котеев 60 ҫул тултарать. Николай Котеев 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай салинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Раҫҫейӗн патшалӑх пӗчӗк академи театрӗ ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн тӳрех К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӗҫтешӗсем хакланӑ тӑрӑх, ҫак ҫулсенче артист тӗрлӗ енлӗ сахал мар сӑнара ӑнӑҫлӑ та ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Паян та вӑл хальхи вӑхӑтри репертуарти нумай спектакльте вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Алексей Александров пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен хурланса пӗлтерет. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, ҫар прокурорӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ криминалисчӗ, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхне, «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑха йӗркелеме хутшӑннӑ ҫын 82 ҫулта пулнӑ. Куҫне вӑл ӗнер, утӑ уйӑхн 27-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Ӑна ҫывӑх пӗлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн юратнӑ ӗҫне тата ҫынсене парӑнса пурӑннӑ. Алексей Николаевич 1939 ҫулта юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Сартури юридици институтне вӗренме кӗнӗ. Калининград облаҫӗнчи прокуратурӑра, Балти флочӗн ҫар прокуратуринче, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп ҫар прокуратуринче ӗҫленӗ. Криминалистикӑпа 20 ытла методика пособийӗн авторӗ. |
Персона
Пётр Клементьев Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш сценин ӑсти пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ ҫын – Чӑваш пукане театрӗн артисчӗ Пётр Клементьев. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ. Пётр Клементьев – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ. Ун пирки тӑван театрӗнче пукане театрӗн артисчӗ пулмах ҫуралнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ тапса тӑнине ӗҫтешӗсем курнӑ ҫеҫ мар, театр критикӗсем витӗр туйнӑ. Чи пахи – куракансем: пӗчӗккисемпе пӗрлех аслисем те – юратни. Чӑваш пукане театрӗнче Пётр Клементьев 1973 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан – пулӑшакан артистсен йышӗнче. Кайран пуканесене хӑй чӗрӗлӗх кӗртме пуҫӑннӑ. Театрта Клементьев пек артист ҫукки пысӑк ҫухату тесе палӑртаҫҫӗ. Артистпа ыран, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 10 сехет те 30 минутран пуҫӑнса 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗнчи Муркар ялӗнче пурӑнакан педагог Ольга Ивановна Миронова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех вӗрентекенре ӗҫленӗ. Ольга Ивановна Муркар ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл иккӗмӗшӗ пулнӑ. 8 класс пӗтерсен Ольга Чӗмпӗрти педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Пулас упӑшкипе Тӗрлемес шкулӗнче паллашнӑ. Арҫын вожатӑй пулнӑ. Геннадий Мироновпа вӗсем виҫӗ ача ҫуратнӑ. Ольга Ивановна вӗрентнӗ ачасен йышӗнче ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
РФ Пенси фончӗ Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн ӗҫлӗх службин ертӳҫи пулнӑ Леонид Шимин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унпа паян Хулари ритуал службинче 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашнӑ. Леонид Шимин 74 ҫулта пулнӑ. Леонид Аркадьевич 1947 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Тутар Республикинче ҫуралнӑ. 1968 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Кунти «Рембыттехника», агрегатный савучӗсенче ӗҫленӗ. 1976- 1992 ҫулсенче парти тата совет органӗсенче тӑрӑшнӑ. 1996-2002 ҫулсенче Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2002-2010 ҫулсенче Чӑваш Ен патшалӑхӑн ӗҫсӗрлӗх службинче вӑй хунӑ: департамент ертӳҫи, управлени пуҫлӑхӗ, служба пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи, педагогӗ Игорь Елин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 61 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Игорь Валентинович 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Афганистанра ҫарта тӑнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ, Шупашкарти Элли Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Игорь Елинпа ыран 10 сехетре Шупашкарта Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗнче сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Светлана Каликова тата Праски Витти. culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова РФ тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗпе Праски Виттипе (Виталий Петровпа) тӗл пулнӑ. Праски Витти кӑҫал 85 ҫул тултарӗ. Тӗлпулура юбилей куравне тата кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче уяв мероприятийӗсене ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Праски Виттине те Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни ята илме тӑратнӑ, халӗ сасӑлав пырать. Сӑмах май каласан, халӑх темипе мӗншӗн ӗҫлени пирки «Хыпар» журналистне Андрей Михайлова 5 ҫул каялла художник ҫапларах хуравланӑччӗ: «Чӑваш пирки хура халӑх тенӗ. Вӗсем ҫырма та, вулама та пӗлмен. Ӳкерес ӑсталӑх та пулман. Темиҫе ӗмӗр тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ пирӗн халӑх. Шел те, хальхи вӑхӑтра халӑх хӑйӗн хӑйевӗрлӗхне ҫухатма пуҫларӗ, ҫавӑнпах хамӑн ӗҫӗм-хӗлӗме халӑха халаллас терӗм. Чӑвашсен ӗҫченлӗхӗпе хитрелӗхне, йӑли-йӗркине ӳкерчӗксемпе картинӑсенче сӑнлас килет. Халӑх пурнӑҫӗ искусствӑра ҫырӑнса юлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |