Ҫутҫанталӑк
Кашни ведомство хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫласа пырать те республикӑн сунарпа пулӑҫсен ӗҫ-хӗлне сӑнаса-йӗркелесе тӑракан патшалӑх служби чӗрчунсен тӗнчине те пӑхса тӑрать. Халӗ унӑн ӗҫченӗсем Чӑваш Енре тилӗ нумайланса кайнине асӑрханӑ. Тем те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ пуль тесе тӗлӗнме кирлӗ мар — кашни хӑй ӗҫне пурнӑҫлать-ҫке. Хайхи служба 1 000 гектар сунарҫӑ лаптӑкӗ пуҫне миҫе тилӗ тивнине шутланӑ та йыш пысӑккине асӑрханӑ. Ведомствӑн сайтӗнчи кӗске информацире тӗплӗнех каламан та, анчах те шӑп та лӑп Ҫӗрпӳ районӗнче кӑна ҫав чӗрчунсем капашсӑр йышланса кайнӑран, те хальлӗхе ҫав района суйласа илнӗ, анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен унта тилле кирек епле майпа та тытма чармаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫутҫанталӑка упрама ачасене шкул саккинчех вӗрентеҫҫӗ. Куславкка район шӑпӑрланӗсем тавралӑха упрама, ӑна тасалӑхра тытма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем плакатсем ҫинче кӑтартнӑ. Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗ «Экологи плакачӗ» район конкурсӗ ирттернӗ. Конкурс Куславкка районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумӗнче иртнӗ. Ӑна ачасене ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ытларах илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ. Кокурсра тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ӗҫӗсем пулнӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те, аслӑраххисем те хастар хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни ӗҫ хӑйне евӗр пулнинчен тӗлӗннӗ. Кашни ача «Экологи» темине хӑйне евӗр ӑнланать-мӗн. Пейзажсем, юханшывсем, вӑрмансем… Кашни ӗҫ ҫутҫанталӑк илемне уҫса кӑтартать. Хӑшӗ-пӗри вара хулан ҫӳп-ҫаппа тулнӑ урамӗсене сӑнланӑ, тавралӑха тасатма чӗнсе каланӑ. Район шайӗнче иртнӗ конкурса 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче: Куславккари 3-мӗш шкул, Тӗрлемес вӑтам шкулӗ, «Асамат кӗперӗ» ача пахчи… Конкурса пӗтӗмпе 150 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси членӗсем вӗсене пӑхса тухсан 6 номинацире 20 вырӑн пама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫӳп-ҫапа кӳрсе каясси пирки Ҫӗмӗрле влаҫӗсем уйрӑм ҫынсене йӑлари хытӑ каяша турттаракан организацисемпе килӗшӳ тума чӗнсе калаҫҫӗ. Уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем ҫапла килӗшӗве алӑ пусма килӗшмеҫҫӗ, каяшне ара ҫӳп-ҫап контейнерне тухса переҫҫӗ. Урӑхла май ҫук та — кил картинче купаласа усраймӑн-ҫке. Е ҫунаканнине ҫунтараҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап контейнерӗ патне строительство юлашкине пырса тӑкаҫҫӗ те чӗртсе яраҫҫӗ. Апла хӑтланма юрамасть, саккуна пӑхӑнса пурӑнмалла теҫҫӗ тӳресем. Саккунӗ пирки те асилтереҫҫӗ. Вырӑнти депутатсем хулана хӑтлӑх кӳрессин йӗркисене хӑйсен ларӑвӗнчех ҫирӗплетнӗ. Явап тытас (штраф тӳлес) килмесен йӑлари каяша турттаракан организаципе килӗшӳ тумаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫурхи ейӳ вӑхӑтӗнчи Улатӑр Ҫурхи ейӳ Чӑваш Енре пӗлтӗрхилле пулмалла. Анчах та пуш уйӑхӗнче юр нумай ҫусан лару-тӑру ылмашма та пултарать. Юлашки ҫулсенче пӗр ҫур та ейӳсӗр, шыв илнисӗр иртменнине кура кӑҫал та ҫур лӑпкӑн иртсе каясса шанманнине Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ. Ведомство асӑрханӑ тӑрӑх, раштав–нарӑс уйӑхӗсенче сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам температурӑран 2–3 градус ӑшӑрах пулнӑ. Шыв ака уйӑхӗн пӗрремӗш вун кунлӑхӗнче юханшывсенче тулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра юр ытти ҫулсенчи вӑтам ҫӳллӗшӗнчен 2 сантиметр хулӑнрах-мӗн. Яланхиллех Улатӑр хули пӑшӑрхантарать. Унта Подгорье текен микрорайонта 40–70 ҫурта шыв илет. Ҫӗрпӳ районӗнче пӗлтӗр хӳтӗлев сооруженийӗсем тума пуҫланине кура лару-тӑру лӑпкӑрах пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
«Чӑваш Енӗн кайӑкӗсем. 1-мӗш кӗнеке» ятпа ҫак кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Орнитологсем ку ӗҫпе сахал мар тӑрӑшнӑ. Унӑн авторӗсенчен пӗрне, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан Александр Яковлева илес тӗк, миҫе ҫул ӗнтӗ вӑл ҫунатлӑ туссене тӗпчет! Ӑнланнӑ тӑрӑх, ытти автор та ҫавӑн йышши ҫынах. Вӗсем — Раҫҫейӗн кайӑксене сыхлакан союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗсем Л.Н. Воронов, О.В. Глушенков, Г.Н. Исаков, Е.В. Осмелкин, В.А. Яковлев тата маларах асӑннӑ Саша Яковлев. Кӗнекене кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпех орнитологсен ӗмӗтӗнче пулнӑ-мӗн. Халӗ вара «Сӑрҫум» заповедник пулӑшнипе вӑл кун ҫути курнӑ темелле. Авторсем В.А. Зубакин тата И.И. Рахимов хаклавҫӑсене те тав тӑваҫҫӗ. Кайӑксене ӑслӑлӑх енчен тӗпчесе кӑларнӑ кӗнеке Чӑвашра халиччен пулман иккен. Халӗ хастарсем тепӗр томсем валли материалсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗ ҫерҫи маррисен отрядне кӗрекеннисене пӗтӗҫтерӗ, кайран ҫерҫи йышшисем патне те ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кӗнекен хӑтлавне ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑ районӗнче кашкӑрсемпе тилӗсен шутне йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑхпа та ҫыхӑннӑ. Чӗрчунсем район ҫыннисен сывлӑхне сиен кӳме пултараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирӗк панӑ мӗн пур мелпе сунара тухма юрать. Районти кирек мӗнле вырӑрта та чӗрчунсене пеме ирӗк пур, анчах федераци пӗлтерӗшлӗ сыхлакан территори ҫак йыша кӗмест. ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ аса илтерт: чӗрчун йышне шута илмешкӗн сунара кайиччен ирӗк илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Йӑлӑм енчи вӑрман / Н. Плотников тунӑ сӑн «Йӑлӑм вӑрманне пӗтерме парар мар тесе сасӑлама ыйтатпӑр», — текен чӗнӳ халӑх тетелӗсенчен пӗринче ман пата та килнӗччӗ. Халӑх шӑв-шав ҫӗкленине кура-ши, Шупашкар хула администрацийӗ йӑлӑма тӗкӗнмесси пирки хыпарлать. Республикӑн тӗп хулине Атӑлӑн сулахай еннелле сарассине Шупашкарӑн генпланӗпе пӑхса хӑварнӑ. Ҫапла туни йӑлӑма пӗтереҫҫӗ тесе пӑшӑрханакансем хулана Атӑлӑн сулахай енне сарассине ырламаннине тӗнче тетелӗ урлӑ палӑртма тытӑнчӗҫ. Ҫак кунсенче вара хула администрацийӗ ку ыйтӑва уҫӑмлатнӑ темелле. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче вӑл «Йӑлӑма хула ҫыннисене анлӑн усӑ курма туса парасси тӗп хула ертӳҫисен приоритетлӑ тӗллевӗ» тесе хыпарланӑ. Унта нумай хутлӑ ҫурт-йӗр, Атӑл хӗррипе коттедж поселокӗсем тата экономика зони туса хумассине пӗлтернӗ. Информацире хулан тӗп архитекторӗн Александр Шевлягинӑн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ. Унти лаптӑксене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫармасӑр (ахальлӗн вӑл ют харпӑрлӑх шутланать-ҫке) юсаса ҫӗнетме май ҫуккине пӗлтернӗ. Йӑлӑмра ятарлӑ ҫул ҫуккипе велосипедпа ярӑнма та май ҫук, каҫхине ҫуталса ларакан йӗлтӗр йӗрӗсем те, туризм маршручӗсемпе кемпингсем (акӑлчанран куҫарсан, ку сӑмаха автотуристсен ҫуллахи лагерӗсем тесе ӑнланма пулать) йӗркелемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Канашлӑва пухӑннӑ вӑрманҫӑсем Ӗнер Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал туса ирттермелли тӗллевсене палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Иван Исаев хутшӑннӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Глухов иртнӗ ҫул 57,2 гектар ҫинче йывӑҫсене чӗртсе тӑратнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗрен лартнисӗр пуҫне йывӑҫ-тӗме пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫаксене цифрӑсемпех каланӑ-ха вӑл, анчах вӗсем ахаль ҫыншӑн нимех те пӗлтерменнине кура асӑнар мар. Хунав та ӳстереҫҫӗ вӑрманҫӑсем. Ҫак ӗҫ калӑпӑшне планпа унччен пӑхнинчен виҫ хут пысӑклатнӑ-мӗн: 1,2 миллион вырӑнне 3,9 миллион ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер. Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Элӗк районӗнчи Вутланти шкулта вӗренекен ачасем хӗлле кайӑк-кӗшӗке йывӑррине аса илтереҫҫӗ. Ҫунатлӑ туссене ҫынсем сырӑшсем ҫакса парса тата кайӑксене тӑрантарса пулӑшма пултараҫҫӗ. Сырӑша ӑсталама йывӑрах та мар. Йывӑҫран ҫапса тӑваймасан картонтан е пылак сӗткен курупкинчен те хатӗрлеме пулать. Вутланти шкулти кӗҫӗн классенче вӗренекенсем сырӑшсем туса ҫакса хума та ӗлкӗрнӗ. Ун валли вӗсем пластмасса савӑтсемпе, фанерӑпа, курупкӑсемпе усӑ курнӑ. Халӗ вӗсем апат та тӑтӑшах хурса параҫҫӗ, кайӑксене куллен тӑрантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |