Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Карчӑк ӑшши» хӑҫан пулать? Синоптиксем вӑл хӑҫан килессине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре хальлӗхе циклон хуҫаланать. Ҫапах Мускаври пекех япӑх ҫанталӑк пулмасть. Шӑматкун ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ-ха, ҫумӑр ҫӑвӗ. Авӑнӑн 20-21-мӗшӗсенче те сивӗ кунсем пулӗҫ. Термометр 7-12 градус ҫеҫ кӑтартӗ. Анчах ҫил ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Вырсарникун юрпа ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Тунтикун ҫумӑр ҫумӗ. Ытларикун ҫил кӑнтӑр енчен вӗрӗ, ҫанталӑк 18-20 градус таран ӑшӑтӗ. Авӑнӑн 22-29-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулӗ. Юпан пӗрремӗш декадинче те ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ.
Тепри // 4006.53.2133
2020.09.20 20:49 | |
Ку вăхăта чăвашсем "çĕлен ăшши" тенĕ, "бабье лето" тенине лутăркаса халь капла калаççĕ иккен. | |
