Чӑвашлӑх
![]() Питӗр хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен ансамблӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, икӗ ҫул тултарнӑ. «Кевер» (вырӑсла ҫак сӑмах бриллиант тесе куҫать) ятлӑ ташӑ ушкӑнне Ян Федоров ертсе пырать. Коллектив йышӗ пуҫтарӑнса ҫитнӗ темелле мар, мӗншӗн тесе йыша ҫӗнӗ ҫынсене илсе ташлама вӗрентме хирӗҫ мар. Ушкӑна пайташӗсем хӑйсене кеверҫӗсем теҫҫӗ иккен. Ансамбле йӗркеленине вӗсем «чӑваш юхӑмне аталантарассипе тунӑ пысӑк утӑм» тесе хаклаҫҫӗ. Кӗске вӑхӑтрах ушкӑн хӑйӗн репертуарне хӑйне евӗр хореографи номерӗсене кӗртнӗ. Анчах унпах лӑпланасшӑн мар маттур ҫамрӑксем — репертуара малалла та пуянлатасшӑн. Ҫамрӑк ушкӑн Питӗрти тӗрлӗ сцена ҫине тухса хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Кӑҫал вӑл Национальноҫсен ҫурчӗ йӗркеленӗ «Мы — вместе» (чӑв. Эпир пӗрле) пултарулӑх отчетне хутшӑннӑ. Эстоние те чӗннӗ ансамбле. Раҫҫейӗн этнографи музейӗпе те туслӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ, «Акатуй», «Кӗр уявӗ» наци уявӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() IR TVӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пирки тӗнче тетелӗнче, «Контактра», «Ирӗклӗх» ушкӑн пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ниепле те сиктерсе хӑварма ҫук». Чӑн та, эпир те итлерӗмӗр. Чӑваш наци юхӑмӗн хальхи тӑрӑмӗпе пуласлӑхӗ пирки Сантр Савкилта чӗлхеҫӗ, ӑсчах, чӑваш хастарӗ, Илле Иванов публицист тата кӑларӑма ертсе пыракан Илья Алексеев пӗр сехете яхӑн сӳтсе яврӗҫ. Кӑларӑмра вырӑсла калаҫрӗҫ. Чӑваш наци юхӑмӗ пирки калаҫнӑ май паянхи Чӑваш наци конгресӗ ҫинчен те сӑмах пуҫарчӗҫ. Унта хутшӑнакансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ЧНКна ют ҫынсене кӗртмеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче тата ҫӗрте ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисене сумлӑ тивӗҫ тупса паракан вырӑн, унта вӗсем хӑйсен кирлӗлӗхне туяҫҫӗ тесе хаклани сисӗнчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗньялти шкул Пирӗн пата хыпар ҫитрӗ — Геннадий Айхи ҫуралса ӳснӗ Ҫӗньел ялӗнче «Г. Айхи урамӗ» ҫырнине хӑйпӑтса илсе «Ленин урамӗ» ҫине улӑштарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе эпир Ҫӗньял ял тӑрӑхне ҫырупа тухрӑмӑр. Юрий Васильевич Самарин пире «Г. Айхи урамӗ» тесе ҫырни хӗрринчи пӗр пӳрт ҫинче чӑнах та пӗр хушӑ ҫакӑнса тӑни пирки пӗлтерчӗ. Анчах та ку официаллӑ йӗркепе тунӑ ӗҫ пулман, сӑвӑҫӑн ҫывӑх юлташӗсен пуҫарӑвӗ ҫеҫ. 2006 ҫулти хыпарсене тишкернӗ май (эпир тӗрлӗ ҫӑлкуҫсене асӑрхарӑмӑр) поэта хисеплесе унӑн ятне урам ячӗсенче ӗмӗрлетес тӗлӗшпе сӗнӳсем тӑратнине асӑрхарӑмӑр. Вӑл ҫул, поэт пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ чухне, тӑван ялӗнче те, Шупашкарта та Геннадий Айхи ятне урамсене пама йышӑннӑ. Шупашкарта ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ — паллӑ сӑвӑҫ ятне проспект тивӗҫнӗ. «Урам ятне улӑштарасси хыпар-хӑнар шайӗнче ҫеҫ пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен официаллӑ хутсенче кун пирки ҫырнине тупаймарӑмӑр», — хуравларӗ Юрий Васильевич. Ҫавах та Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫак ыйтӑва ҫӗнӗрен ҫӗклеме шантарчӗ: «Эсир ку ыйтӑва хускатнӑ хыҫҫӑн урам ятне Г. Айхи ячӗпе хисеплентерес ыйтӑва Ҫӗньял ял депутачӗсен ҫитес ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртрӑмӑр, ҫак урамра пурӑнакансене пухса калаҫас шухӑш патне пырса тухрӑмӑр». |
Чӑвашлӑх
![]() Питӗрти Алена Татамирова Питӗрте пурӑнакан Алена Татамирова Шупашкарта иртнӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса хутшӑннӑ. «Питӗртен ҫак конкурсра юлашки хут 10 ҫул каялла хутшӑннӑ пулнӑ. Малашне кашни ҫул хутшӑнӑпӑр! Пикесем хатӗр пулӑр!» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче асӑннӑ хулари чӑвашсем. Аленӑна конкурса яма Питӗрти чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Артемий Павлов) тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Валериан Гаврилов) хатӗрленӗ. Тӗнче тетелӗсенче ҫырнине тишкерсен аякри йӑхташӑмӑрсем конкурспа кӑмӑлли сисӗнет. Питӗрсем те, Иркутск тӑрӑхӗнчисем те ҫав шухӑшах палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тӑрӑхрисем конкурса тупӑшса тенӗ пек хурлаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хут та пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑвашсем — хитре халӑх» ушкӑнра чӑваш тӗрриллӗ хитре картиш сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗке ӑнлантарнинче «Сделал сам» (чӑв. Хам турӑм) тесе ҫырса хунӑ. Сӑн ӳкерчӗке вырнаҫтараканни — Валера Никитин. Каччӑпа ҫӗркаҫ эпир халӑх тетелӗ урлӑ ҫыхӑнтӑмӑр. Вӑл картиш хуҫи Самар облаҫӗнчи Кушкӑ районӗнчи Ермакьел ял тӑрӑхӗнчи Пысӑк Ярмакьел ялӗнче пурӑнать. Хитре картише тӗнче тетелӗнче курнисем пӗринпе тепри тупӑшса тенӗ пек ырлаҫҫӗ. Пӗрисем шеп теҫҫӗ, теприсем хитре тесе хаклаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем лайӑх тӗслӗх тесе палӑртаҫҫӗ. Хавхалантарса тӗрлӗ смайл лартакансем те тупӑннӑ. Мухтамалӑх чӑн та пур. Тимӗртен тытнӑ картише чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ, тӗп тӗсӗ — сарӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Тутарсем хушшинче чӑвашланас, каялла чӑваша куҫас шухӑшлисем нумайланни сисӗнет теҫҫӗ. Унпирки шухӑшлакансем вконтакте тӗнче тетелӗнче уйрӑм ушкӑн йӗркеленӗ иккен. Ыттисене те пӗрле пулса чӑвашланма чӗнеҫҫӗ. Кунта кӗрсе пӑхӑр-ха. Эпӗ хам ӗнтӗ пӗрре те тутарсене хирӗҫ мар, анчах та питӗ кӑсӑклӑ ку хыпар», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Владимир Болгарский. Унтан вӑл «Контактра» ушкӑнра пичетленнӗ хыпар каҫҫине https://vk.com/wall-128463089_3 илсе кӑтартнӑ. Ӑна, сӑмах май, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ страницӑра ҫапларах чӗнсе каланӑ иккен: «Салам, шӑллӑм-йӑмӑксем! Паян пирӗн хӑватлӑ халӑха тутарсем пек пӗлеҫҫӗ. (...) Пирӗн пӗрлӗх историри ҫак тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешсе халӑхӑмӑра унӑн чӑн ятне — чӑваша — тавӑрасшӑн». «Чӑваш вӑл пӗтмелли халӑх мар ҫав», — палӑртнӑ шухӑшне ҫак хыпара Фейсбукра сӳтсе явакансенчен пӗри, республикӑри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев право хуралӗнче тӑрӑшакансемпе Юристсен кунне халалласа иртнӗ «ҫавра сӗтеле» хутшӑннӑ. 2017 ҫул Раҫҫейри ЗАГС уйрӑмне йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енре кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑччӗ. Республикӑра мӑшӑрланакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен 8 процент ӳснӗ. Уйрӑлакансен йышӗ чакнӑ. «Килӗштерсе пурӑнакан ҫемье – Раҫҫей тӗрекӗ. Обществӑн тӗп никӗсӗ тесен те йӑнӑш мар», — ҫак шухӑша палӑртнӑ юристсемпе тӗл пулӑва кайнӑ Элтепер. Унтан вӑл Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫемьесене пулӑшма нумаях пулмасть тунӑ йышӑнусем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май, виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫа-тенкӗпе пулӑшас йӗркене Чӑваш Енре нумаях пулмасть тепӗр хут йышӑнса хӑварчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта шӑматкун «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иртни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Республикӑри журналистсем халӗ ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, халӑх тетелӗсенче сӳтсе яваҫҫӗ. Акӑ Тӑвай район хаҫачӗн корреспонденчӗ Алексей Александров та пултарулӑх тупӑшӑвӗ пирки тиркевлӗ куҫпа ҫырмасӑр чӑтайман. «Чӑваш халӑхӗн культури калама ҫук пуян пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Халӑх юрри-ташши, ҫи-пуҫӗ, апат-ҫимӗҫӗ пӗр ҫынна та тӗлӗнтермесӗр хӑвармасть пулӗ. Ҫак эткере мӗн ӗмӗртен ҫамрӑк та хӳхӗм, сӑпайлӑ, ал-ӗҫне ӑста чӑваш хӗрӗсем тата вӗсен амӑшӗсем ламран лама куҫарса пынӑ. Ҫавӑнпах-тӑр ӗнтӗ пирӗн пикесем валли ҫулран-ҫул тӗрлӗ йышши конкурс йӗркелеҫҫӗ. Ҫав тупӑшура хӗрсем хӑйсен сӑн-сӑпатне кӑтартаҫҫӗ кӑна мар, тӑван халӑх культурине еплерех пӗлнине, чӑваш пикин чыслӑхӗпе тасалӑхне, сӑпайлӑхне еплерех упранине кӑтартаҫҫӗ», — ҫапла пуҫланӑ хӑйӗн тишкерӳллӗ статйине журналист, вӑл ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнче хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш хӗрӗсем валли ҫакнашкал конкурссем ирттерни, паллах, питӗ аван. Анчах куракансем тата хутшӑнакан пикесем палӑртнӑ тӑрӑх, мӗне кура пӗтӗмлетӳ туни паянхи кун та паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институтӗче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иртнине, унта Йӗпреҫ районӗнчи Луиза Ильина ҫӗнтернине, ӑна Крымра канма путевка панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӑх тетелӗсенчен пӗринче, «Контактра», ҫав конкурса хӗрсе сӳтсе яваҫҫӗ. Владислав Московцев тӳресенчен пӗри конкурсра тӗлӗрсе ларнине, чи ӑслӑ пике ята ыйтӑва иккӗмӗш хутӗнче ҫеҫ хуравланӑ хӗр тивӗҫнине асӑннӑ. Женя Александров ятлӑ ҫамрӑк вара ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «(...) Ҫак конкурса ҫитме кирлӗ мар (...) кашни ҫул пӗр сценари, кашни ҫул пӗрешкел конкурссем (...). Нивушлӗ пирӗн республикӑра режиссерсем, сценаристсем ҫук? Раҫҫейре иртекен конкурсра (...) хӗрсем юрламаҫҫӗ те, ташламаҫҫӗ те, килтен шаркку-хуплу тата ытти юр-вар пӗҫерсе килмеҫҫӗ.(...) Сире ҫак сценари йӑлӑхтармарӗ-и? Мӗншӗн жюри членӗнче яланах чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем? Чӗнӗр республикӑра хӑйӗн ӗҫӗпе палӑрнӑ артиста, режиссера, ахаль куракан ҫынна. Вара тӗрӗслӗх пулатех. Кӑҫалхи хӑш пӗр тӳресем ҫывӑрса ларнине палӑртаҫҫӗ.Мӗншӗн ҫывӑрать? Вӑл малтанах пӗлет кам ҫӗнтернине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӑван халӑхӑмӑрӑн вилӗмсӗр поэчӗн, Константин Ивановӑн, кӑк тымарӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене палӑртнӑ. Ку хыпара Станислав Убасси Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Вӑл ҫакна В.П. Ивановпа М.Х. Сафин авторсен «МАЛАЯ РОДИНА АВТОРА «НАРСПИ» В СВЕТЕ НОВЫХ ДАННЫХ ПО ЕГО РОДОСЛОВИЮ» ӗҫӗпе сӑлтавланӑ. Асӑннӑ тӗпчеве Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче паян пичетленӗ. Поэтӑн аякри тымарӗ Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Пайкилт ялӗнчен куҫса кайнӑ ҫын пулнине документсемпех ҫирӗплетнӗ-мӗн. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Иванов тата Мударис Сафин историк-таврапӗлӳҫӗ (вӗсем иккӗшӗ те Пушкӑртстанран) Слакпуҫ ялӗ, Пелепей хули тата вӗсен ҫывӑхӗнчи хӑш-пӗр ял пуҫланни ҫинчен калакан ҫӗнӗ ӗҫсене тишкернӗ. Сӑмах май, ку ӗҫе гуманитари институчӗ 2010 ҫултах хӑйӗн кӑларӑмӗнче пичетленӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |