Чӑвашлӑх
![]() Акӑ ӑҫта пурӑнса ҫитрӗмӗр. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен пӗртен-пӗр хаҫатне хупса ӑна вырӑсла кӑна кӑларса тӑрасшӑн. Кун пирки ӗнер халӑх тетелӗсенче хыпар сарӑлнӑ, паян «Хыпар» хаҫат та ҫырнӑ. Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвком ларӑвӗ нумаях пулмасть Чӗмпӗрте иртнӗ, тӗп ыйту «Канаш» хаҫат пуласлӑхӗ пирки пулнӑ. «Паян телефонпа Николай Ларионовпа (сӑмах «Канаш» хаҫат редакторӗ пирки пырать) та калаҫрӑм... Олег Мустаев облаҫри чӑваш автономийӗн пуҫлӑхне ларни нумай вӑхӑт та иртмерӗ... И.Я. Яковлев хисепленекен ҫутӗҫ обществине хуптарчӗ, унччен «Еткер» передачӑна пӗтерсе хучӗ... Халь хӑйӗн юлташӗсемпе (депутатсем тата влаҫ ҫумӗнче ҫаврӑнакан такамсем) «Канаш» хаҫата тапӑннӑ: облаҫри пӗртен-пӗр чӑваш хаҫатне вырӑсла кӑларма тытӑнасшӑн («хаҫатӑн тиражӗ пӗчӗккӗ»; пӗр депутатӑн ачисем «Канаш» хаҫата питӗ вуласшӑн тет, анчах чӑвашла пӗлмеҫҫӗ иккен...), хаҫат редакторне Николай Ларионова ӗҫӗнчен кӑларасшӑн... Пухӑннӑ чӑвашсем ҫавна сивлерӗҫ, облаҫра МИХ пуҫлӑхӗ патне ҫыру хатӗрлеме тытӑнчӗҫ», — ҫырнӑ хӑйӗн «Ҫыхӑнура» страницинче Николай Павловский. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 15–17-мӗшӗсенче Белгород хулинче ветерансен «Поединки хоров» (чӑв. Хорсен тупӑшӑвӗ) Раҫҫейри II конкурсӗ иртмелле. Унта пирӗн республикӑран кам каяссине ыран палӑртӗҫ. Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехетре, «Ҫирӗп пирӗн ҫунатсем!» республикӑри фестиваль-конкурсӗ пулать. Унта хутшӑнакансен икӗ хайлав шӑрантармалла. Вӗсенчен пӗри чӑвашла пулмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет. Конкурса хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор пултарулӑхӗ», «Театр жанрӗ», «Инструмент музыки», «Хореографи», «Илемлӗ сӑмах» номинацисемпе хаклӗҫ. Белгорода кайма тивӗҫ ветерансен хорне палӑртмалли республикӑри фестиваль Шупашкарта, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, иртӗ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Кӗнеке ҫӳлӗкӗ Вулакансем тӑтӑшах ыйтнине шута хурса Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ (Шупашар, 2017. Редакторӗ В.Н.Алексеев. — 366 ен). Халӑх пилӗсемпе кӗллисем пӗрремӗш хут «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа 2005 ҫулта пин ҫурӑ шутпа тухнӑччӗ. Вӑл академилле кӑларӑм пулсан та, ҫулталӑкранах сутӑнса пӗтнӗ-мӗн. «Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнекене ку хутӗнче пӗчӗкрех калӑппа, кӗскетсе, ҫӗнетсе, тирпейлӗ пичетленӗ. «Чӑваш халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗ – чи авалхи йӑла-йӗркесенчен упранса юлнӑ еткерлӗх. Ӑна таптаса, кӑкласа, пӗтерсе пынӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн ҫирӗп никӗсне паян кунчченех тӗрӗс-тӗкел тытса тӑрать», — тенӗ кӗнеке пуҫламӑшӗнче. Ача-пӑча шыва кӗрес умӗн калакан ансат сӑмахсене, пысӑк ӗҫ умӗн вӑйпитти ҫын ҫутҫанталӑкран ӳт-пӳ ҫӑмӑллӑхне ыйтнине, ваттисем яш-кӗрӗме туйра пилленине, уявра-ӗҫкӗре ҫӑкӑр касса пичке пуҫланине, салтака е вӗренме каякана ырӑ сунса ӑсатнине, несӗл пуҫӗсене асӑнса хывнӑ кӗлӗсене пирӗнтен нумайӑшӗ илтме пултарнӑ. Ӗмӗрсен аваллӑхӗнче ҫуралнӑ сӑмахлӑхран халӑха ХХI ӗмӗрте кирли мӗн юлма пултарнӑ-ши. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ене килекен туризмсене наци ҫимӗҫӗпе сӑйлас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн, суту-илӗвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Унта Шупашкарти обществӑлла апатлану предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Канашлура хускатнӑ ыйту — гастрономи туризмӗ. Чӑваш Енре паян тӗрлӗ наци кухни пур. Ку вӑл питех те аван. Чи малтанах пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, темелле-тӗр. Ытти халӑхӑн ҫимӗҫӗпе сӑйланса вӗсене хаклама пултаратпӑр. Анчах мӗншӗн пирӗн, чӑвашсен, хамӑрӑн ҫимӗҫе туллин сӗнес мар. Нишлӗ мар вӗт халӑхӑмӑрпа пирӗн апат-ҫимӗҫӗмӗр: аш-пӑшран хатӗрлекен ҫимӗҫе кӑмӑллакансем валли шӑрттан, шӳрпе пур; кукӑль-ҫӑмах юратсан — хуплу, хуран кукли... Шупашкарти кафесемпе ресторансен хуҫисем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме пуҫличчен туроператорсемпе калаҫса татӑласшӑн. Ара, лешсем туристсене хайсем патне илсе пырсан аван-ҫке. Обществӑлла апатлану предприятийӗсенче чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗ кирлех тенӗ май меню пуянлӑхӗ, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе хальхи вӑхӑт ыйтнине кура ҫӗнетесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Тата, паллах, хаксене те ирӗке яма кирлӗ мар. Килен-каяна ӑш пиллӗн йышӑнни те пӗлтерӗшлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ. Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ. Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Уявра. Марина Карягина тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче паян пӗр уйрӑм хуҫалӑхра чӑваш юписен комплексне уҫрӗҫ. Чаплӑ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пычӗ. Кил хуҫин йӑхне пиллерӗҫ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ. Кил хуҫи, Туринке Юрий Данилович (хӑй каланӑ тӑрӑх Маргарита Туринке унӑн аппӑшӗ пулать) ҫак юпасен комплексне уҫма мӗн сӑлтавлани пирки каласа пачӗ. Пӗрремӗшӗ — мӑнукӗсемпе ачисене тӑван халӑх культурипе ҫыхӑнтарас тени. «Шел те, хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн ҫинчен ытлашшиех пуҫ ватман ҫав. Ҫамрӑк чухне, ҫулланса ҫитсен те ытларах ҫемьене тӑрантарасси пирки шухӑшланӑ, ачасене чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмалли пирки сахал шутланӑ тата вӑхӑт тупайман. Ачана та чӑвашла калаҫма вӗрентеймерӗм. Халь тин, 50 урлӑ каҫсан ҫеҫ, тӑван чӗлхе тата тӑван халӑх культурин пӗлтерӗшне туйса илтӗм. Ҫак юпасен комплексӗ вӗсен чунӗсенче чӑвашлӑха вӑратасса шанса тӑратӑп. Мӑнуксене те тӑван чӗлхене вӗрентесех тетӗп», — пӗлтерчӗ кил хуҫи. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Ҫӗрпӳри этнокомплексри юпана пупсем хистенипе кӑларса пӑрахтарни (хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри юпана тепӗр чӑваш укҫалла туянса хӑйӗн картишне лартнӑ). |
Чӑвашлӑх
![]() Улатӑрти мӑнастирти Пахомий атте Идель.Реалии сайтра Ярсубай Янгаров журналистпа Улатӑрти арҫынсен мӑнастирӗпе паллаштаракан кӑсӑклӑ материал пичетленӗ. Манахсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ интервьюра Ҫветтуй Троицк мӑнастирӗнчи Пахомий (Тарасов) пачӑшкӑпа та калаҫнӑ. «Пахомий атте, Вырӑс православи чиркӗвӗ чӑвашсен чӑн тӗнне ӗненекенсемпе хирӗҫет текен сӑмах ҫӳрет Шупашкарта. Этноссен религине чӗртсе тӑратассине эсир еплерех йышӑнатӑр?», — кӑсӑкланнӑ журналист. «Эпир нумай конфессиллӗ ҫӗршыв, пурне те йӳнеҫӳллӗн йышӑнмалла. Ҫынна тӗне ирӗксӗрлесе тата хистесе ӗнентерме ҫук, вӑл шалтан тухать. Ытти религие тавлашуллӑн йышӑнассинчен Тур сыхлатӑр. Иисус юратупа илӗртнӗ», — чунтан тухакан сӑмахсемпе хуравланӑ пачӑшкӑ сайт журналистне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономийӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ. Инҫетри йӑхташӑмӑрсем автономин кӑҫалхи ӗҫне тишкернӗ май автономи президенчӗ Геннадий Храмов каласа кӑтартнине тимлесе ирттернӗ. Сакӑр уйӑхра епле ӗҫленине тишкернӗ май Красноярск чӑвашӗсем ҫӑмрӑксемпе тата ачасемпе ӗҫлессине вӑйлатма йышӑннӑ. Килес ҫулхи пирки те вӗсем халех шухӑшлаҫҫӗ: ӗҫ планӗ проектне пӑхса тухса ӗнерех ҫирӗплетнӗ. Иккӗмӗш ыйтупа вара Чӑваш наци конгресӗн вуннӑмӗш, юбилейлӑ, сьездне делегатсем суйланӑ. Унта хутшӑнма В.Е. Разманова, О.В. Ровда, Г.И. Храмов тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ҫулталӑк вӗҫлениччен Раҫҫейӗ халӑх художникне, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникне Владимир Мешкова асра тытса астӑвӑм турнирӗ ирттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускаври «Наука» (чӑв. Ӑслӑлӑх) издательство ҫулталӑк вӗҫӗнче чӑваш ӑсчахӗсен монографийӗсенчен пухса хатӗрленӗ кӗнекене кӑларма пикенӗ. Вӑл «Чӑвашсем» ятпа вырӑсла кун ҫути курӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем ӑна темиҫе ҫул хушши ҫырнӑ. Ӑсчахсен ушкӑнне истори наукисен докторӗ Виталий Иванов ертсе пынӑ. Кӗнекене вуласа мӗн ҫинчен пӗлме май пулӗ-ха? Тӗпрен илсен, унта чӑвашсен этника тата культура аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн этногенез тата этнодемографи лару-тӑрӑвне ҫутатнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш йӑли-йӗркине, хальхи культурине, ӗненӗвӗпе мифологине сӑнласа кӑтартнӑ. Кӗнекере культура тытӑмӗнчи профессионалсем ҫинчен те, наци кухнипе ҫи-пуҫӗ пирки те вуласа пӗлме май пулӗ. Палӑртса хӑварар, пархатарлӑ проект епле пурнӑҫланнине Раҫҫейри Этнографипе антропологин наукӑпа тӗпчев институчӗ сӑнаса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Таллин кӑҫалхи кӗркунне уйӑхсерен чӑвашла калаҫӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫуртне Эстонире пурӑнакан Ираида Захарова чӑваш пӗлтернӗ. Ираида Захарова «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2010 ҫулта Эстони радиопӗрлешӗвӗ тӗрлӗ халӑхпа ӗҫлессине ҫӗнӗ шая кӑларать. Ҫавна пула 2010-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа унта «Ӑраскал» радиокӑларӑм тухма тытӑннӑ. Чӑвашла передачӑсене Ираида Захарова йӗркелесе ертсе пырать. 2010 ҫултанпа эфира кӑларӑм 71 хут тухнӑ, вӑл шутран 52-шӗ — чӑвашла, ыттисем — вырӑсла. Эстонири радио 4 каналпа ӗнер паллӑ ентешӗмӗрпе, Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралнӑ китай чӗлхин тӗпчевҫипе Иакинф Бичуринпа паллаштарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |