|
Сывлӑх
![]() Алексей Ладыков Чӑваш Ене кӑшӑлвирусӑн Инди штамӗ те ҫитнӗ. Кун пирки Шупашкар мэрийӗнче иртнӗ планеркӑра Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ. «Пирӗн патра кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штамӗпе чирлисене шута илме тытӑнтӑмӑр. Маларах Британи штамне шута илнӗ, юлашки кунсенче вирусӑн Инди штамне регистрациленӗ», – тенӗ Вера Головач. Мускав мэрӗ Сергей Собянин иртнӗ эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансенчен кӑшӑлвируспа чирленисен 90-а яхӑн проценчӗн Инди штамне тупса палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков та кӑшӑлвирусран паян прививка тутарнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() rm-info.ru сайтри сӑн Шупашкарта суту-илӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ӗҫ вырӑнӗнчех кӑшӑлвирусран прививка тума пултарӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Нумаях пулмасть тухтӑрсем общество рынокӗн предприятийӗн ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Хулари тӗп пульницӑн тухтӑрӗ Татьяна Маркелова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ кашни кунах ӳсет. Ҫамрӑксем те йывӑррӑн чирленине каланӑ вӑл. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ӗҫченӗсене прививка тӑвассине хӑйсемех йӗркелеме пултараҫҫӗ. Ҫичӗ ҫынран сахал мар тупӑнсан тухтӑрсем вырӑнах ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Донбасс ачисем Чӑваш Ене сывлӑха ҫирӗплетме килеҫҫӗ. Донбасс тӑрӑхӗнчи Горловка хулинчи ачасене республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Реабилитаци центрӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе йышӑнать. Центра сывлӑх енчен хавшак ачасене реабилитаци тухма илсе килеҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт) ыркӑмӑллӑх фончӗ «Помощь детям Донбасса» (чӑв. Донбасс ачисене пулӑшасси) проектпа килӗшӳллӗн пулӑшать. Учрежденире хальлӗхе 22 ача реабилитаци витӗр тухнӑ. Ӗнер Реабилитаци центрӗнче Горловка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Приходько пулнӑ, учрежденипе паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() osnmedia.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран прививка тӑвас ӗҫ питех вӑйлӑ пырать теме ҫук. Паянхи кун тӗлне плана 21 процент ҫеҫ пурнӑҫланӑ. Ӗҫе мӗнле хӑвӑртлатмалла? Оперштаб вакцинаци тӑвакансене хавхалантарма сӗннӗ. Тӳре-шарана ку шухӑш килӗшнӗ. «Тен, бонуссен системине пӑхса тухмалла. Тӗслӗхрен, культура учрежденийӗсене тӳлевсӗр кӗме май туса парасси, бассейна тата спортзала каймашкӑн бонус картти парасси. Прививка тунисен хушшинче лотерея та ирттерме пулать», - тенӗ правительство вице-премьерӗ Алла Салаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() pravmir.ru сайтри сӑн 10 кунра 32 пациент вилнӗ. Сӑмах каллех кӑшӑлвирус пирки. Иртнӗ талӑкра 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ӗнер – 3 ҫыннӑн. Пандеми пуҫланнӑранпа 1462 пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Паянхи кун тӗлне 26244 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 24013-шӗ сывалнӑ. Ку 91,5 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 47 ҫын чирленӗ, 41 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра стационарта тата амбулатори мелӗпе килте кӑшӑлвирусран 769 пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче эпир Раҫҫей кунне уявлӑпӑр. Ҫав кун шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тунтикун канӑпӑр. Анчах тухтӑрсем яланхиллех хӑйсен графикӗпе ӗҫлӗҫ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ. Стационарта тата амбулаторисенче васкавлӑ тухтӑр пулӑшӑвне ҫӗртмен 12 тата 13-мӗшӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кӳрӗҫ. Тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 13 сехетчен шӑнкӑравламалла. Тунтикун пульницӑсем шӑматкунхи ӗҫ графикӗпе йышӑнӗҫ. Вӗсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен ӗҫлӗҫ. Поликлиникӑри тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 12-ччен шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() topnews.ru сайтри сӑн Ку таранччен республикӑра 26197 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 23972-шӗ сывалнӑ. Ку 91,5 процентпа танлашать. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Шел те, вилекенсем пур. Юлашки талӑкра 4 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирус пула 1458 ҫын вӑхӑтсӑр вилнӗ. Юлашки тӑлӑкра 46 ҫын чирленине палӑртнӑ. 44 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 767 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: республикӑра ҫак вирусран прививка тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() sport-express.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран ҫынсем ҫаплах вилеҫҫӗ-ха. Пирӗн республика Раҫҫейре ку енӗпе малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать. Пӗтӗмпе 1443 ҫын ҫак амака пула вилнӗ. Юлашки талӑкра 3 ҫыннӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Ку таранччен республикӑра 26013 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 23784-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 47 ҫын чире парӑнтарнӑ. Инфекциленнисем 48 ҫын пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 786 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Президент пепкелӗх центрӗнче ҫамрӑк мӑшӑрсем хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултараҫҫӗ. «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗн тӗллевӗ — сывлӑха вӑхӑтра ҫирӗплетсе телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма пулӑшасси. Ҫак программӑна пула ҫамрӑк мӑшӑрсем паха медицина пулӑшӑвне вӑхӑтра илеҫҫӗ», – палӑртнӑ Президент пепкелӗх центрӗн тӗп врачӗ Ольга Рябухина. Пациентсене пысӑк квалификациллӗ акушер-гинекологсем, урологсем йышӑнаҫҫӗ. Тухтӑрсем патне кайиччен малтан ҫырӑнмалла. Ҫумра ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ (оригинал тата копи), паспорт, страхлакан полис, СНИЛС пулмалла. Сертификатпа мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк хушшинче усӑ курмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Лондон ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Аслӑ Британи территорийӗнче юлашки талӑкра COVID-19-тан вилни пирки пӗр тӗслӗхе те регистрацилемен. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ кун хушшинче пӗр пациент пурнӑҫӗ те татӑлман пӗрремӗш кун пулса тӑрать. 2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Аслӑ Британин Премьер-министрӗ Борис Джонсон кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ мутацине тупса палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ, вӑл малтанхи вариантран 70% вӑйлӑрах ерме пултарнӑ. 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Аслӑ Британире кӑшӑлвирус ернӗ 68 053 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, унсӑр пуҫне 1325 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫакӑ эпидеми пуҫланнӑранпа чи пысӑк кӑтарту пулнӑ. Кун хыҫҫӑн инфекцие ҫаклатнисемпе тата вилнисенсен шучӗ чакса пынӑ. Хальхи вӑхӑтра Аслӑ Британире кӑшӑлвирусран сыхлакан вакцинӑн пӗрремӗш дозипе 39,5 млн яхӑн ҫын е ҫӗршыври ҫитӗнсе ҫитнӗ халӑхӑн 75% сипленнӗ, вакцинӑн икӗ дозипе вара — 25,7 млн ҫын е ҫитӗнсе ҫитнӗ халӑхӑн 48,9 проценчӗ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Пӗрлешӳллӗ королевствӑра кӑшӑлвирус пандемине пула тунӑ пур чарусене те пӑрахӑҫлама палӑртнӑ. Чӑваш Республикинче иртнӗ талӑкра кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ 47 ҫынна тупса палӑртнӑ, 2 ҫын чире пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
