Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре юлашки талӑкра 50 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем 47-ӗн пулнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Ку таранччен республикӑра 24878 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 22694-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 2 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Ку таранччен 1394 ҫын ҫак чире пула вилнӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем сахалланнӑ. Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен кашни кун 50 ытла ҫын чирленине палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра килте амбулатори мелӗпе тата стационарта 791 пациент сипленет.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енпе иртекен «М-7»федераци ҫулӗ ҫинчи инкекре водитель тата икӗ ҫамрӑк пассажир суранланнӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем хӑрушсӑрлӑх пиҫихиййӗпе ҫыхӑнман.

Ҫул ҫинчи инкек Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнче ӗнер пулса иртнӗ.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Скани» водителӗ малта пыракан машина ҫывӑхне пырса кӗнӗ. Вӑл «Рено Сандеро» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Ҫавна май Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан ҫынсем суранланнӑ. Вӗсенчен пӗри – водитель, ҫавӑн пекех — 2005 тата 2007 ҫулсенче ҫуралнӑ пассажирсем.

 

Сывлӑх
iz.ru сайтри сӑн
iz.ru сайтри сӑн

Ку лайӑх хыпар темелле: иккӗмӗш кун ӗнтӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран 1 ҫын вилет. Ҫу уйӑхӗн пуҫланнӑранпа 22 ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫак вируса пула татӑлнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 1388 ҫын вилнӗ.

Паянхи кун тӗлне 24730 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 22561-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 49 ҫын чирленине палӑртнӑ, сывалакансем 65-ӗн пулнӑ.

Паянхи куна илес тӗк, стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кашӑлвирусран 781 ҫын сипленет.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре виҫӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирусӑн Британи штамӗ пулнине палӑртнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Вера Головач оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Тин кӑна республикӑра ҫак вируспа чирлесси чакса пыратчӗ. Халӗ ку кӑтарту тата вӑрахланнӑ. Юлашки эрнере чирлесси 13 процент ӳснӗ, талӑкне 46-60 ҫын инфекциленет.

Кӑшӑлвирус сарӑлассине чакарас тӗллевпе ведомство республика правительствине тата муниципалитетсене массӑллӑ меропряитисене пӑрахӑҫлама сӗннӗ.

 

Сывлӑх
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

Шупашкрати Гагарин урамӗнчи ача-пӑча поликлиники малашне пациентсене ҫӗнӗ адреспа йышӑнма пуҫлӗ. Кун пирки Хулан 2-мӗш пульници пӗлтерет.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Гагарин урамӗнчи ача-пӑча поликлиники Хулан 2-мӗш пульницин йышӗнчен тухӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑл Хулари ача-пӑча клиника пульницин «5-мӗш ача-пӑча пульници» пулӗ.

Пӗчӗк пациентсен тепӗр уйӑхран Ленин проспектӗнчи 12-мӗш ҫурта пымалла. Специалистсем вӗсене унчченхи графикпех йышӑнӗҫ. Ҫу уйӑхне ҫырӑннӑ ачасене те ҫавӑн пекех йышӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71459
 

Сывлӑх

Ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче пирӗнтен, ӗҫлекен ҫынсенчен, хӑшӗсем канӗҫ. Кун пек йышӑнӑва ҫӗршыв Президенчӗ шайӗнче тунӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах теприсен вӑл вӑхӑтра та ӗҫлеме тивӗ. Сӑмахран, тухтӑрсен.

Канмалли тата уяв кунӗсенче амбулатори тата стационар пулӑшӑвне вӗсем ҫакӑн пек йӗркепе кӳрӗҫ: ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ; ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче – ӗҫлемелли мар уяв кунӗ; ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче – канмалли кун; ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ; ҫу уйӑхӗн 4, 5, 6, 7-мӗшӗсенче – ӗҫ кунӗсем; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шӑматкунхи график пулӗ; ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче – ӗҫлемелли мар уяв кунӗ; ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче – канмалли кун.

 

Сывлӑх
togliatti24.ru сайтри сӑн
togliatti24.ru сайтри сӑн

Пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 1357 пациент кӑшӑлвируса пула ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 5 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 24055 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 21906-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра сывалакансем, чирленисемпе танлаштарсан, нумайрах пулнӑ: 55-ӗн инфекциленнӗ, 58-ӑн чире парӑнтарнӑ. Сӑмах май, ӗнер те ҫавӑн чухлех ҫын чирленине палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑри стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 792 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвирусран тинех прививка тутарнӑ.

Маларах вӑл Мускава ӗҫпе тӑтӑшах кайма тивнине, ҫавна май нарӑс уйӑхӗнче ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инспекцийӗнчен привика тутарассине пӗлетрнӗччӗ. Анчах унӑн ҫавӑн чухне вӑхӑт пулман иккен, ҫавӑнпа вӑл халӗ ҫеҫ тухтӑр патне ҫитейнӗ.

Вакцинацие республика ертӳҫи шӑматкун кайнӑ, ҫав кунах пӗрремӗш прививкӑна тутарнӑ, хайне епле туйни ҫинчен дневника ҫырса хунӑ.

«Меллӗ, хӑтлӑ, чи кирли — тӗрткелешӳсӗр», – тенӗ Элтепер паян Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ ирхи канашлура.

Прививка хыҫҫӑн хӑйне аван туйнине палӑртса хӑварнӑ вӑл. Шӑматкун Олег Николаев Йӑлӑмра йывӑҫ лартма, вырсарникун Чӑваш чӗлхи кунне уявлама хутшӑннӑ тата Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗн гала-концертне кайса курнӑ.

 

Сывлӑх
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ кӑшт ӳснӗ. Юлашки талӑкра 60 ҫын инфекциленнине тупса палӑртнӑ. Ӗнер ку хисеп 55-пе танлашнӑ, виҫӗмкун – 50-па.

Ку таранччен 23889 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 21754-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 49 ҫын чире парӑнтарнӑ.

Паянхи кун тӗлне 1342 ҫын каварлӑ вируса ҫӗнеймесӗр вилнӗ. Юлашки талӑкра чир 4 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра пульницӑсенче тата килте амбулатори мелӗпе 793 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре вакцинаци тумалли тепӗр 30 пункт уҫасшӑн. Ҫапла майпа прививка тӑвас ӗҫе хӑвартлатасшӑн. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.

Хальлӗхе республикӑра 51 пунктра кӑшӑлвирусран прививка тума пулать. Ҫавӑн пекех ултӑ мобильлӗ пункт тата 10 мобильлӗ бригада ӗҫлеҫҫӗ. Ырантан тепӗр 30 пункт уҫма палӑртнӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе 81 пункт пулӗ.

Ҫак кунсенче Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 10200 дози ҫитмелле. Ку таранччен 83154 доза илсе килнӗ. 59443 ҫын прививка тума ӗлкӗрнӗ. Вӗсенчен 31728-шӗ – 60 ҫултан иртнисем. 36884 пациент вакцинӑн икӗ компонентне те тутарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, [68], 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, ...182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи