Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Республикӑна кашӑлвирусран хӳтеленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хальхинче – 4100 доза. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.

2400 доза пӗрер дозӑллӑ флаконсенче килнӗ. Ку мобильлӗ пунктсем валли меллӗ. Унта пациентсем маларах ҫырӑнмасӑр килеҫҫӗ. Сӑмах май, ыран Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче унашкал пункт уҫӑлӗ. Вӑл нарӑсан 18-21-мӗшӗсенче 14-19.30 сехетсенче ӗҫлӗ.

Палӑртмалла: республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 27 пин ытла вакцина килнӗ.

 

Сывлӑх
fbm.ru сайтри сӑн
fbm.ru сайтри сӑн

Стопкоронавирус.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне республикӑра 20594 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 18794-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 66 ҫын инфекциленнӗ. Ку кӑтарту юлашки вӑхӑтра пӗчӗкленсех пырать. Тепӗр 69 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ.

Шел те, юлашки талӑкра 7 ҫын каварлӑ вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫапла майпа ку таранччен пирӗн республикӑра 947 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.

Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69853
 

Сывлӑх
Twitter сайтри сӑн
Twitter сайтри сӑн

Нарӑс уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ икӗ хут чакнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 13 кунра 137 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, нарӑсра – 74. Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 6 пациент вилнӗ. Ку таранччен 950 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне 20528 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18725-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 68 ҫын чирленӗ. Палӑртмалла: ку кӑтарту майӗпен чакса пырать. Юлашки талӑкра 81 ҫын сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 853 ҫын сипленет.

 

Сывлӑх
rv-ryazan.ru сайтри сӑн
rv-ryazan.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра 102 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем сахал пулнӑ: 79 ҫын инфекциленнӗ.

Паянхи кун тӗлне 20388 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 18559-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 941 ҫын вируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Юлашки талӑкра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Республикӑра кӑшӑлвируспа чирленисен 91 проценчӗ сывалнӑ. 4,6 проценчӗ вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 888 пациент сипленет.

 

Сывлӑх
risingsunholistic.com сайтри сӑн
risingsunholistic.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре пандеми пуҫланнӑранпа «хӗрлӗ зонӑра» 123 ача кун ҫути курнӑ. Вӗсене пурне те кӑшӑлвирус инфекцийӗллӗ хӗрарӑмсем ҫуратнӑ.

Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫуртра кӑшӑлвируспа чирлӗ хӗрарӑмсене, ача ҫуратма хатӗрленекенсене, йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта унта 309 ҫын сипленнӗ, 123 ача кун ҫути крунӑ. Вӗсен кӑшӑлвирус пурри ҫирӗпленнӗ-и е ҫук-и – пӗлтермен.

Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума тытӑннӑ. Хальлӗхе пӗтӗмпе 35 пункт ӗҫлет.

 

Сывлӑх
yakutia-daily.ru сайтри сӑн
yakutia-daily.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чаксах пырать. Ку – лайӑх хыпар. Вилекенсен йышӗ те пӗчӗкленет. Паян тепӗр 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.

Ку таранччен 20154 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18251-шӗ сывалнӑ. Вилекенсен йышӗ 1 пине ҫывхарать: 926 ҫын вируса парӑнтарайман.

Юлашки талӑкра 79 ҫын чирленӗ. Ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленсе пырать. Сывалакансем нумайланнӑ: пӗр талӑкра 108 ҫын чире парӑнтарнӑ.

Аса илтерер: Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Пӗтӗмпе прививка тумалли 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарта виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци пункчӗ тӑвасшӑн.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 12600 дозине илсе ҫитернине, прививка тумалли 35 пункт йӗркеленине пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш Ене кӳрсе килнӗ вакцинӑна республипе пайланӑ ӗнтӗ. Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ӑна чи аякри районсене илсе ҫитернӗ.

Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта пурӑнакансене вакцинаци тума меллӗ пултӑр тесе пульницӑна санитари автотранспорчӗпе илсе ҫитереҫҫӗ. Хальлӗхе ялти 66 ҫынна пульницӑна прививка тума илсе ҫитернӗ, каялла илсе килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69676
 

Сывлӑх
lenta.ru сайтри сӑн
lenta.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне республикӑра 20075 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 18143-шӗ сывалнӑ. Ку 90 процентпа танлашать.

Шел те, 920 ҫын каварлӑ вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сӑмах май, кун пек пӗчӗк статистика тахҫантанпах пулман.

Пӗр талӑкра 80 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумайрах пулнӑ – 103 ҫын. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1012 ҫын сипленет.

 

Сывлӑх
gorobzor.ru сайтри сӑн
gorobzor.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри шкулсенче кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Иртнӗ эрнере 40 ҫынна палӑртнӑ, ку эрнере – 37.

ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисенче вӗрентекенсем чирлеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне Элӗк районӗнчи Тени ялӗнчи шкул дистанци мелӗпе вӗренет. Унта 40 ача вӗренет, вӗсен – карантин. Унти икӗ ӗҫчен кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Республикӑри 16 шкулти 24 класра карантин пырать. Ҫавна май халӗ 540 ача дистанци мелӗпе вӗренет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69680
 

Сывлӑх
bookmaker-ratings.ru сайтри сӑн
bookmaker-ratings.ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра ҫакӑ савӑнтарать: кӑшӑлвирусран пӗр талӑкра чирлекенсем те, вилекенсем те майӗпен сахалланса пыраҫҫӗ. Паян валли тепӗр 5 ҫын вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Ку таранччен республикӑра пурӑнакан 19995 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18040-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 916 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Инфекциленнисен 4,6 проценчӗ каварлӑ чире парӑнтарайман.

Юлшки талӑкра 87 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 81 ҫын пулнӑ. Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума пуҫланӑ, пӗтӗмпе 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарти виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци тума палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, [74], 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, ...182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть