|
Сывлӑх
![]() Артистсен те прививка тутармалла. Ҫак шухӑша палӑртса хӑварнӑ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче труппӑпа тӗл пулнӑ май республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова. Светлана Анатольевна каланӑ тӑрӑх, театр ӗҫченӗсенчен 30 проценчӗ ҫеҫ прививка тутарнӑ. «Умра – «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) проект, Тӗмене, Тутарстана тата Удмурт Республикине гастрольсемпе каймалла. Пурин те вакцинаци ҫинчен калакан сертификат пулмалла. Вӑл самантлӑх процедура мар, чӳк уйӑхӗнчи гастрольсене халех хатӗрленме тытӑнмалла. Эсир ҫынсемпе ӗҫлетӗр. Хӑвӑр сывлӑхӑра перекетлемелле, ыттисем пирки шухӑшламалла. Кӑшӑлвируспа чирленисем вӑл питӗ йывӑр чир пулнине пӗлеҫҫӗ», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусӑн Инди штамӗпе чирлекенсем нумайланнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Инди штамне тепӗр майлӑ «дельта» теҫҫӗ. Чӑваш Енре ҫак штампа чирленӗ 50 ҫынна шута илнӗ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче 32 тӗслӗх ҫеҫ пулнӑ. Британи штамӗпе чирлекенсем те пур: 9 ҫынна шута илнӗ. Ку хисеп утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнченпе улшӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() koronavirus.center сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче, ӗнер, ҫак вируса сарӑлма парас мар енӗпе ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта лару-тӑрӑва тишкерсе кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсем валли койкӑсене нумайлатма йышӑннӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрах, хальхи вӑхӑтра республикӑра чирлисем валли 2857 койка пур. Шалти резервсемпе усӑ курса хушма койкӑсем хатӗрленӗ: Шупашкарта – 54 /Ветерансен госпиталӗнче – 40/, Ҫӗнӗ Шупашкарта 35 койка. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кашӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Ӗнер 8 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() newsib.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян ҫавӑн пек мерӑна йышӑннӑ та. Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ҫирӗп йӗрке Улатӑр хулинче, Улатӑр районӗнче тата Пӑрачкав районӗнче эрнене тӑсӑлӗ. Лару-тӑру лайӑхланмасан чару вӑхӑтне тата тӑсӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне ҫынсен вилеслӗх кӑтартӑвӗ Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне 138,5-пе танлашнӑ, Улатӑрта ҫав кӑтарту — 297,1, Улатӑр районӗнче – 293,2, Пӑрачкав районӗнче – 195,8. Вӑрмар районӗ те хӑрушлӑх зонинче, анчах унта хальлӗхе чару мерисене ҫирӗплетмен. Маларах асӑннӑ виҫӗ муниципалитетра массӑллӑ мероприятисем (ҫав шутра суйлав умӗнхи агитаци те) ирттермӗҫ. Обществӑлла апатлану предприятийӗсем каҫхи 9 сехетчен ҫеҫ ӗҫлӗҫ, зал 50 процентран ытла тулли пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Вячеслав Борисов Чӑваш Республиин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов педагогсемпе тата преподавательсемпе кӑшӑлвирусран прививка тӑвассипе профилактика ӗҫне ирттермелли пирки чӗнсе каланӑ. Ун пирки вӑл ӗнер Шупашкар районӗнче ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Вячеслав Борисов палӑртнӑ тӑрӑх, прививка туманнисем учреждени ӗҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ, лару-тӑру япӑхсан вӗренӳ заведенийӗсене карантина хупма пултараҫҫӗ. Шупашкар районӗнче халӑхӑн 49,8 проценчӗ кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Район пульници ырӑнти ял тӑрӑхсемпе видеоконференцҫыхӑну мелӗпе эрнесерен канашлу ирттереҫҫӗ, лару-тӑрӑва тишкереҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти тухтӑрсем 603 грамм таякан ачан пурнӑҫне упраса хӑварма пултарнӑ. Пепке 23-мӗш эрнере ҫуралнӑ. Ача ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫут тӗнчене вӑхӑтран чылай маларах килнӗ. Унӑн организмӗ вар тулашӗнче пурӑнма хатӗр пулман. Ӑна реанимацие куҫарнӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Пӗчӗкскерӗн куҫне операци те тунӑ. Унтан ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Ача унта 1 уйӑх вӑй пухнӑ. Ӑна София ят хунӑ. Вӑл ҫемьере иккӗмӗш ача. Софийӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫурт /ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑскере халӑхра ҫапла калаҫҫӗ/ кӑшӑлвируспа, ОРВИпе чирлӗ пациентсене, ҫӑмӑлланма хатӗрленекен хӗрарӑмсене, йышӑнать. Ҫапла вал пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку таранччен унта ача кӗтекен 3 пин ытла хӗрарӑма сипленӗ /вӗсен ОРВИ паллисем пулнӑ/, 1800 ытла ача кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 500 ытларахӑшӗн кӑшӑлвирус пулни ҫирӗпленнӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта унта 123 пациент сипленнӗ. Утӑ уйӑхӗнче вара унта ача кӗтекен 91 хӗрарӑм чире пула лекнӗ. Тухтӑрсем ача кӗтекен хӗрарӑмсем кӑшӑлвируспа ытларах чирленине, чир вӗсемшӗн тата варти пепкешӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Шӑмӑршӑра 43 ҫулти арҫынна инсульт пулнӑ та вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки часрах Шупашкарти тухтӑрсене пӗлтернӗ. Санитари вертолечӗ пӗр тӑхтамасӑр Шӑмӑршӑ тӑрӑхне вӗҫнӗ. Пациента хулана ҫур сехетре илсе ҫитернӗ. Ҫул ҫинче вал хӑйне чиперех туйнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна ИВЛ аппаратпа сывлаттарнӑ, Далер Касимов реаниматолог тата Валерий Ильин анестезист сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ. Хулана тӗттӗмленсен ҫитнӗ. Пульница умне мар, аэропорта анса ларма тивнӗ. Ҫав каҫах ӑна операци тунӑ. Вӑл ӑнӑҫлах иртнӗ. Пациент патне санавиаци чӗнсе ӑна Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗренпе 2,5 сехет иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() glas.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарӗҫ. Ҫакӑ чир Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра ытларах сарӑлнипе сӑлтавланнӑ. «Кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен регионти штаб хӑш-пӗр муниципалитетра чарусем пӑхса хӑварма пултарӗ. Халӑх вакцинациленменнине пула чир-чӗрпе асапланакансем сахал мар», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев. Республикӑри виҫӗ районта: Улатӑр хулипе районӗнче, Пӑрачкав районӗнче — лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() lenta.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ 10 ҫын кӑшӑлвируса пула вилет. Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен 1807 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 78 ҫын чирленӗ, 72 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 30050 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27357-шӗ сывалнӑ. Ку 91,03 процентпа танлашать. Паянхи куна илес тӗк, республикӑри стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 886 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
