Кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын вилет.
Юлашки талӑкра 13 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 2402 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пӗтӗмпе 34610 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 31272-шӗ сывалнӑ. 6,9 проценчӗ чире парӑнтарайман.
Юлашки талӑкра 98 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. 89 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 936 пациент сипленет.