Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Н.И. Турнер ячӗллӗ ача-пӑча травматологийӗпе ортопеди наци медицина тӗпчев центрӗн директорӗпе Сергей Виссарионовпа тӗл пулнӑ.

Асӑннӑ тӗпчев центрӗ ҫурӑм шӑмми пӑсӑлнипе ҫуралакансене пулӑшать. Чӑваш Ен медцентрӑн ҫӗнӗлӗхӗсене пурнӑҫлассипе никӗс регион евӗр ӗҫлӗ.

«Технологи центрӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ технологи пекки тӗнчере те ҫук. Вӑл ҫурӑм шӑмми авӑннине сӑнаса пыма май парать. Кирлӗ пулсан ҫийӗнчехх операци тума май парать», – тенӗ Сергей Виссарионов.

Г.И. Турнер ячӗллӗ центр Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Унти специалистсем пысӑк пӗлӳллӗ.

 

Сывлӑх
news.kmvcity.ru сайтри сӑн
news.kmvcity.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне каллех 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пуш уйӑхӗнче республикӑра ҫак амак 61 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирусран 1095 ҫын сывалайман.

Паянхи кун тӗлне 21926 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20051-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 45 ҫын чирленӗ. 38 ҫын вара сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 780 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе сипленет.

Аса илтерер: Шупашкарти «Каскад» сулу-илӳ центрӗнче вакцинаци тумалли пункт ӗҫлет. Вӑл кашни 21 кунран уҫӑлать.

 

ПУШ
11

Улттӑн вилнӗ
 Таисия Ташней | 11.03.2021 19:02 |

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвируса пула ҫав-ҫавах чирлеҫҫӗ, вилекенсем те пур. Иртсе кайнӑ талӑкра чире тата тепӗр 45 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ, 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Цифрӑсене ҫӗршывӑн опештабӗ паян ирпе пӗлтернӗ.

Пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн респуликӑра кӑшӑлвируспа 21 пин те 926 ҫын чирленӗ. Пӗтӗмпе 1095 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 20 пин те 51 ҫын сывалнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра 38 пациента пульницӑран кӑларнӑ.

25 пин ытла ҫынна кӑшӑлвирусран вакцинаци тунӑ. Хӑшӗсене хальлӗхе пӗр хутчен туса ӗлкӗрнӗ, хӑшӗсене — иккӗ.

 

Сывлӑх

81 ҫулти хӗрарӑма, кӑшӑлвируспа чирленӗскере, тухтӑрсем леш тӗнчерен кӑларнӑ. Унӑн вӑраха кайнӑ чирсем пулнӑ, ку лару-тӑрӑва тата ҫивӗчлетнӗ.

Ватӑскер Хулари клиника центрӗнче сипленнӗ. Вӑл унта вӑрах выртнӑ. Сывлӑхӗ тӑрук япӑхланнӑран ӑна ИВЛ аппарачӗпе сывлаттарнӑ. Унӑн ӳпки вырӑнне аппарат ӗҫленӗ. Анчах ватӑ ҫынсене кун хыҫҫӑн хӑй тӗллӗн сывлаттарма йывӑр.

Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынна сывлӑхӗ йывӑр чухне аппаратпа сывлаттарма тытӑнсан темиҫе кунран мышцӑсем хавшаҫҫӗ, кайран вӗсене ӗҫлеттерсе яма ҫӑмӑл мар.

Хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ лайӑхлансан ӑна стационара куҫарнӑ. Пульницӑран вӑл 26 кунран тухнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Пирӗн республикӑра сӗрӗм тивнипе вилекенсем йышлӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак сӑлтавпа 7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Иванов Правительство ҫуртӗнче паян иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗрӗм тивнӗ тӗҫлӗхсен шучӗ 5,7 хут нумайланнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 17 ҫынна сӗрӗм тивнӗ, пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрта – 3 ҫынна. Кӑҫал ҫичӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, пӗлтӗхи танлаштаруллӑ тапхӑрта – пӗр ҫын.

 

Сывлӑх
zebra-tv.ru сайтри сӑн
zebra-tv.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре юлашки талӑкра 44 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайт хыпарлать.

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра каварлӑ вируса ҫаклатнисен йышӗ 21792 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 45 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 19937 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 6 ҫын ҫак вируса пула вилнӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен 1078 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70327
 

Сывлӑх
dw.com/ru сайтри сӑн
dw.com/ru сайтри сӑн

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран 1072 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра каварлӑ вирус 7 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Кун пирки федераци инфомаци центрӗ пӗлтерет.

Паянхи кун тӗлне 21747 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 19893 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 47 ҫын инфекциленнӗ. 46 ҫын вара сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 782 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки эрнере 38 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.

 

Сывлӑх
vedomosti.ru сайтри сӑн
vedomosti.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен республикӑра 1065 ҫын каварлӑ вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 39 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем вара 48-ӑн пулнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 21700 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 19847-шӗ сывалнӑ. Чирленисен 94,5 проценчӗ кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ, 4,9 проценчӗ вилнӗ.

Хальхи вӑхӑтра 788 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Сӑмах май, пӗлтӗр пушӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑ. Кӗҫех унтанпа ҫулталӑк ҫитет.

 

Сывлӑх
ok.ru сайтри сӑн
ok.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 3 ҫын вилнӗ, ӗнер- 6-ӑн. Ку таранччен 1054 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен 20-шӗ – пуш уйӑхӗнче.

Паянхи кун тӗлне 21601 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 19765-шӗ сывалнӑ. Юлашки кунра 41 ҫын чире парӑнтарнӑ. 51 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 782 ҫын стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ.

 

Сывлӑх
2018.miasskiy.ru сайтри сӑн
2018.miasskiy.ru сайтри сӑн

Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вакцинаци пункчӗ ӗҫлени пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чухне пӗр кунра 100 ҫын ытла кӑшӑлвирусран прививка тунӑччӗ.

Вакцинаци пункчӗ тепӗр хутчен уҫӑлӗ. Халӗ унта иккӗмӗш хут та прививка тӑвӗҫ. Пункт пуш уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пункт 14-19 сехетсенче уҫӑ пулӗ.

Прививка тума килекенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. 21 кунран, пушӑн 25-мӗшӗнче, пункт каллех уҫӑлӗ, унта иккӗмӗш прививкӑна тума май пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, [72], 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, ...182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын